Шалу ыйтăвĕ тавра
Паян Правительство çуртĕнче ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕнче шалу вăхăтра тата туллин тӳлесси, официаллă мар майпа ĕçлессине чакарассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Статистика органĕ пĕлтернĕ тăрăх, пушăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 3 организацире 75 çын шалу вăхăтра илеймен. Вĕсен умĕнчи парăм — 4,26 млн тенкĕ. Ку сумма, çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан, 2% ӳснĕ. Сăлтавĕ — «Чăваш бройлерĕ» обществăра шалу парăмĕ пысăкланни. Кăрлач уйăхĕнченпе вăл 265 пин тенкĕ ӳснĕ.
Патшалăх ĕç инспекцийĕнче шалу енчен парăмлă организацисен, çав шутрах панкрута тухма хатĕрленекенсен, реестрĕ пур. Пушăн 28-мĕшĕ тĕлне унта 25 предприяти кĕнĕ. Вĕсем 813 çынна ĕç укçи тӳлесе татман, парăм — 32,41 млн тенкĕ.
ЧР патшалăх ĕç инспекцийĕн ертӳçи Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 106 çын /пĕлтĕр 142/ вĕсем патне шалу вăхăтра илес тĕлĕшпе пулăшу ыйтса пынă. Кăçал надзор органĕсем çине тăнипе 38 çынна пулăшма май килнĕ. Ĕç паракансем вĕсен умĕнчи 1,60 млн тенкĕ парăма тӳлесе татнă.
Прокуратура ĕçченĕсем ĕç законодательствине пăснăшăн должноçри — 26 çынна, юридици сăпатĕнчи — 13 çынна, 3 уйрăм предпринимателе административлă майпа айăпласа штрафланă, 16 çынна асăрхаттарнă.
www.hypar.ru Yandex.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас