Çĕмĕрлере кану паркĕ çĕнелĕ

29 Пуш, 2022

Совет саманинчи тапхăра таврăнас килет-и? Çитес вăхăтра май килĕ. Çĕмĕрле хулинче парка хăтлăлатнă чухне Совет Союзне аса илтерекен элементсемпе усă курма палăртаççĕ.

Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ ведомствăсен хушшинчи «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» регион проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Çĕмĕрлери пионер организацине 50 çул ячĕллĕ парк, сăмах май, пуçĕпех çур ĕмĕр каяллахи вăхăта илсе каймĕ. Вăл хальхи пурнăç ыйтнипе те килĕшсе тăрĕ. Кунта тĕрлĕ экзотика ӳсен-тăранĕсен дендрарийĕ те, фонтанпа кӳлĕ те, амфитеатр та вырнаçĕ. Тĕп вырăнта паркра, паллах, ĕмĕрхи юмансем пулĕç. Проектпа паллаштаракансем палăртнă тăрăх, çак йывăç Çĕмĕрлешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах вĕсем пуртан ку тăрăхра хула пуçланнă, аталаннă.

Ларăва хутшăнакансем проекта тĕрлĕрен хак пачĕç. Çапах та юлашкинчен пĕр шухăшлă пулсан ăна пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕç. «Ырларăмăр. Апла тăк ĕçлеме пуçламалла», — терĕ республика ертӳçи.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас