- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 11 (1241) № 24.03.2022
Пурăнатăпах
Чăваш хĕрĕсем тĕнчипе паллă ушкăнра ташлаççĕ
«Тодес» сăмахăн тĕрлĕ пĕлтерĕш пур. Паян Раççейре кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ятпа сарăлнă ташă ушкăнĕ вара ăна илемлĕ хусканусем туса пăр çинче мăшăрпа ярăнассипе çыхăнтарнă.
Ушкăн 1987 çулта йĕркеленнĕ. Ун чухне Ленинградра брейк-данс ташлакан арçын ачасемпе паллашнă Алла Духова. Хăй вăл Ригăран «Эксперимент» ушкăнпа, унта хĕрсем кăна пулнă, пырса çитнĕ. Паллашнă хыççăн пĕрлешес шухăш çуралнă. Çапла модерн стильне кăмăллакан хĕрсенчен тата брейкерсенчен çуралнă Тодес. Малашне вăл эстрада-спорт енĕпе аталаннă.
1980-мĕш çулсен вĕçĕнче вĕсене эстрада çăлтăрĕсем асăрханă, пĕрле ĕçлеме сĕннĕ. Шăпах çак тапхăр ташăçăсене карьерăна ăнăçтарма пулăшнă.
Малалла ташă ушкăнĕ ирĕклĕ ишеве тухнă. 2000-мĕш çулсенче Алла Духова çĕршывра тата унăн тулашĕнче «Тодес» шкул-студийĕсене уçнă. Вĕсен шучĕ ӳссех пынă, Раççейре — 118, Одессăра, Вильнюсра тата Ригăра 3 шкул пулнă. Вĕсене тĕп ушкăн инструкторĕсем пырса çӳренĕ.
2014 çулта Алла Духова Мускавра TODES Ташă театрне йĕркеленĕ.
Çĕршывăн тĕп кĕтесĕнче тымар янă ташă ушкăнĕ çинчен мĕншĕн çапла тĕплĕн çырса кăтартатăп-и? Мĕншĕн тесессĕн унта икĕ чăваш хĕрĕ пултарулăхне туптать! Юрать, йăлтах тĕпĕ-йĕрĕпе çырса кăтартар.
Ларма-тăма пĕлмен Лариван
Евгения тата Владислава — чăваш хĕрарăмĕн тăхăмĕсем. Вĕсен амăшне Татьяна Оськина-Эрченеше вулакан лайăх пĕлме тивĕç.
Хĕр пĕрчисем çинчен вĕсен кукамăшĕ Зоя Спиридонова каласа кăтартма килĕшрĕ. Çапла-çапла, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскерне хăй çырса кĕвĕлекен юррисем тăрăх лайăх пĕлеççĕ çынсем.
Паллах, чи малтанах хĕр пĕрчисем паллă ушкăна мĕнле майпа лекнипе кăсăклантăмăр — ахăртнех, çăмăл пулман çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма?
«16-ри Евгения çак ушкăна 6 çул çӳрет ĕнтĕ, — кăмăлпах пуçларĕ сăмахне Зоя Сергеевна. — Вĕтти те /13-ри Владиславăна юратса çапла чĕнет кукамăшĕ. — Авт./ унран пĕр шит те юлмасть, вăл пултарулăхне ку енĕпе иккĕмĕш çул туптать. Çут тĕнчене кесарево мелĕпе килнĕ ачасем ыттисенчен урăхларах иккенне пурте асăрхаççĕ — «унтан» тухман-ха та вĕсем. Чăн та, мăнукăмсем питĕ хăйне евĕрлĕхпе, хăй тĕллĕнлĕхпе палăраççĕ. Евгения мĕн пĕчĕкренпех ларма-тăма пĕлмест. Пиллĕк тултариччен вулама хăнăхрĕ вăл. Мĕн парнеленĕ пуканесене йăлт аркататчĕ, алли-урине хуçатчĕ — искусствăллă япаласене юратмастчĕ, хăй тунисем пахарахчĕ уншăн. Халĕ те çаплах. Алли те çыпăçуллă унăн — ӳнер шкулне çӳренĕ май «Чечеклĕ ваза» ĕçĕпе Дмитров хулинче /çемье паян Мускав облаçĕнчи çак хулара пурăнать. — Авт./ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Анчах та ку шкулпа кăна çырлахма пултараймарĕ вăл. 7-8 çулсенче хип-хоп ташларĕ. Тхэквондона çӳреме пуçларĕ. Бал ташшисене кăмăлланăччĕ, анчах та унта партнерпа пĕрле пымалла. «Ку хĕр пĕрчине тытса чараймастпăр», — терĕ ывăлăм Алеша. Çапла çитсе тухрăмăр «Тодес» ташă ушкăнне. Унăн Дмитроври филиалне çул хыврăмăр. Асли хыççăн, таракан пек, — кĕçĕнни. Халĕ иккĕшĕ те ушкăнпа пĕрле гастрольсене çӳреççĕ. Мускаври баттлсене хутшăнаççĕ. Евгенийăна Алла Духова хăй асăрханă. Çитес çул тĕп ушкăнра Мускавра ташлама пуçлас шанăç пур.
Евгения хăй те ташă лартать. Пандеми тапхăрĕнче килте ларнă май интернет урлă Корея ансамблĕпе туслашрĕ вăл. Ташăçăсен конкурсĕнче малти вунă вырăна кĕме пултарчĕ. Çавăнпа ăна пĕр çул тӳлевсĕр çӳреме ирĕк пачĕç. /«Тодес» театрĕн филиалĕсенче пултарулăха туптанăшăн уйăхсерен 7 пин тенкĕ тӳлемелле. — Авт./.
Владислава аппăшĕнчен нихăш енĕпе те ӳксе юлмасть. Шкулта вĕреннисĕр, паллă ушкăнра ташланисĕр пуçне волейболла выляма та ĕлкĕрет.
Хĕрĕсене пултарулăх, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен куçнă. Хĕрĕм Татьяна та, кĕрӳ Григорий те питĕ хитре юрлаççĕ. Пĕрле пуçтарăнсан, çулла тата канмалли кунсенче Дмитровран инçе мар уйрăм çуртра пурăнатпăр эпир, юрă-ташă кĕрлесе кăна тăрать».
Тăлăх шăпи
Тĕрĕссипе, çак йыш тата пысăкрах. Дмитров хулине Чăваш Енренех пысăк йышпа куçнă вĕсем.
Зоя Спиридонова хăй вăхăтĕнче республика тулашĕнче Сарă ту тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Çуралнă тăрăха инкеке пула таврăннă — 1991 çулта вăл пĕрремĕш ывăлне Сережăна ĕмĕрлĕхех çухатнă. Тăван кĕтес сурана пирчеме пулăшассăн туйăннă. Шăпах çав çулсенче анлă сарăлчĕç унăн юррисем: «Аттен çуралнă кунĕ», «Тăванпа хитре тĕнче», «Аслă аппа», «Мăшăрăм»... Ахăртнех, Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкри Ача çуртне ăна шăпах çак туртăм илсе çитернĕ: чун ăшшине, хевтине, вăйне вăл тăлăх ачасене пама тĕв тунă.
«Ун чухне тăлăхсене çемьене вăхăтлăх йышăнасси йăларччĕ. Çывăх çыннисен ăшшипе хӳттине туйса курманскерсене çапла майпа пурнăçа хăнăхтарасшăн пулнă-тăр. Сережăна асра тытса Аньăпа Вальăна хамăр пата илме пуçларăмăр. Хамăн хĕрĕм те вĕсенчен кăшт кăна аслăччĕ-ха. Таньăпа хăвăртах пĕр чĕлхе тупрĕç вĕсем. Хисеплерĕç хĕрĕме, юратрĕç. Майĕпен çемьенех çаврăнтăмăр. Тăлăхсене шăпа кӳрентерни çитмен, хваттер тĕлĕшпе те улталанă та вĕсене. Иккĕшне те хамăрпа пĕрле Мускав тăрăхне илсе кайрăмăр. Халĕ Валя та, Аня та хăйсем ача амăшĕсем ĕнтĕ. Ĕçлеççĕ. Ура çине тăчĕç». <...>
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
Хушма пĕлÿ енчĕке хулăнлатать
Студент вĕреннĕ вăхăтрах хушма пĕлӳ илме те, енчĕкне хулăнлатма та пултарать. Инçе çула тухма та май пур унăн. Çуллахи вăхăтра Камчатка тăрăхĕнче пулă тир¬пейлекен организацире вăй хурас килет-и? «Камчатка-2022» проекта хутшăнакансен ĕçе кӳлĕнмешкĕн пĕр чăрмав та пулмĕ. Çакăн çинчен Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренекенсене студентсен отрячĕсен хастарĕсем тинтерех каласа кăтартнă. Кам пĕлет, тен, ĕç опычĕ пуласлăхра татăклă утăм тума пулăшĕ?
«Студентсен отрячĕ чăтăмлăха хăнăхтарчĕ, чун çирĕплĕхне, хăй тĕллĕнлĕхе аталантарчĕ. Хамăн опыта пăхса калас тăк — аякка ĕçлеме тухса кайнисем урăх çынна çаврăнса таврăнаççĕ. Вĕсем, чи малтанах, яваплăхĕпе палăраççĕ. Проекта хутшăнакансене кирек хăш ĕçре хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхмашкăн сĕнес килет. Вĕсем килĕшекен туртăм тупаççех. Йывăрлăхсене парăнмалла мар, мĕншĕн тесен кирек хăшне те парăнтарма пулать. Пур пĕрех юлашкинчен лайăххи кăна асра юлать. Çавăнпах çула тухмашкăн тата ĕçе пуçăнмашкăн пĕрре те шикленмелле мар», — чунне уçать хастарлăхĕпе палăракан Мария Ермолаева.
«Крымри лагерьте ĕç вырăнĕ пуррине юлташран пĕлтĕм. Ĕçтешсемпе туслашрăмăр. Крымпа паллашни ăс-тăнра яланлăхах çырăнчĕ. Çакă маншăн чи лайăх çулла тесен те юрать. Тинĕс, ту, кипарис, пальма, дельфин çаплипех куç умĕнчен каймаççĕ. Çул çӳрев — урăх тавралăх, çынсем тата хăй тĕллĕнлĕх. Пĕрле ĕçленĕ тата каннă çынсемпе пĕр команда пулса тăтăмăр. Тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать паллах. Çакă тĕрĕс йышăну тума вĕрентрĕ. Ку юхăма кĕнисене çĕнĕлĕхсене ăса хывмашкăн сунатăп. Раççейри студентсен отрячĕ ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшатех», — тет Анастасия Исаева.
Çав вăхăтрах студентсем тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ. Пуçарулăхĕпе тата пултарулăхĕпе палăраççĕ. Пулăшу кĕтекен ватăсем патне çитеççĕ. Хуçасăр йытăсем валли апат-çимĕç илеççĕ...
Студентсен республикăри предприятисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçмашкăн май пуррине каласа хăвармалла. Ку та — тĕрев, пулăшу.
Студентсен отрячĕн хастарĕсен ĕç профессийĕсене тӳлевсĕр вĕренмешкĕн май пур. Грант укçине федераци бюджетĕнчен уйăраççĕ. Çак тĕллевпе республикăри вĕрентӳ организацийĕсене 2,8 миллион тенкĕ куçарма палăртнă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Донбасран килнисем чăвашсемпе туслашнă
«Эпĕ чăвашла вĕренме пуçларăм. Шупашкар, атте, анне, кушак...» — чăваш хаçатĕнче ĕçленине пĕлсен калаçу пуçарчĕ Григорий Гелых. Çул çитмен çамрăк кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарни çакăнтанах курăнчĕ. Вăл амăшĕпе пĕрле Донбасран килнĕ. Çар операцийĕ пуçланнă вăхăтра Чăваш Енре реабилитаци курсĕ витĕр тухнă. Донецк тата Луганск халăх республикисенче пурăнакансем Раççее тарса килнине кура Шупашкартах юлнă. Вĕсене «Хĕрлĕ парăс» санаторие вырнаçтарнă. Халĕ Григорий Гелых кадет корпусĕнче 9-мĕш класра пĕлӳ илет. Çитес вĕренӳ çулĕнче урăх çĕре куçасшăн мар вăл. Кунтах пĕлĕвне тарăнлатасшăн.
Тăвансем пекех
Сиплев курсĕ тавра пуçланă сăмах патне таврăнам-ха. Донбасра пурăнакан Роман Бургелăпа хĕрĕ Любомила та çулталăк пуçламăшĕнче çак тĕллевпех Чăваш Ене килнĕ. Донбасри лару-тăрăва пула вĕсем те тăван тăрăха таврăнас шухăша пăрахăçланă. Каярах кил хуçи мăшăрĕпе Ирина Юрьевнăпа ывăлĕ Илья килсе çитнĕ. Халĕ Бургелăпа Гелых çемйисем санаторире юнашар пӳлĕмсенче пурăнаççĕ. Кӳршĕсем çав тери туслă. Театра, парка, экскурсие яланах пĕрле çӳреççĕ.
Любомилăпа Илья Бургелăсем Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче вĕренеççĕ. Аякран килнисем чăваш ачисемпе юнашар хăйсене хăтлă туйнине пытармаççĕ. Каникул вăхăтĕнче волонтерсемпе пĕрле вăхăта усăллă ирттерме май пур вĕсен. Ахальтен мар ачасем студентсене чӳречерен курсанах урамалла васкарĕç. Шупашкартан килекен çамрăксене ывăл-хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ те ăшшăн кĕтсе илчĕ. Волонтерсем ачасемпе выляççĕ, ӳкереççĕ, ал ĕçĕпе аппаланаççĕ.
Донбасран килнисене микрохумлă кăмакапа, сивĕтмĕшпе, япала çумалли машинăпа тивĕçтернĕ. Тумтир те, атă-пушмак та леçнĕ. Ачасене шкула каймашкăн хатĕр-хĕтĕр илсе панă. Кунти апатпа пурте кăмăллă. «Малтанхи вăхăтра ăшаланă çĕр улми çиес килетчĕ. Халĕ ку апата та хатĕрлеççĕ», — кулленхи пурнăç тавра калаçу пуçарсан палăртрĕ Ирина Юрьевна.
Елена Гелыхăн амăшĕпе аслă хĕрне Воронежа эвакуациленĕ. Унăн мăшăрĕ Крымра стройкăра ĕçлет. Ытти чухне виçĕ уйăхра пĕрре тăванĕсемпе курнăçнă арçын. Халĕ мăшăрĕпе ывăлĕ уншăн тунсăхланине пытармаççĕ.
Хуçалăха кӳршисем сăнаса тăраççĕ
«Хĕре хамах реабилитаци центрне илсе килме пултарнă. Çапах ун чухне шкулта ĕçленине кура çула тухма май килмерĕ. Чи малтанах, шалусăр юласси хăратрĕ. Мăшăрăм çав вăхăтра ĕçлеместчĕ. Чăваш Ене хĕрĕмпе пĕрле вăл килнĕшĕн пĕр чĕптĕм те шеллеместĕп. Халĕ эпир пĕрле пулнишĕн чун савăнать», — калаçăва тăсать Ирина Бургело.
Вăл Донбасра шкулта ĕçленĕ. Биологи, хими, физика, географи вĕрентнĕ. Çитес вăхăтрах унăн вĕренекенĕсем дистанци мелĕпе пĕлӳ илме пуçлĕç. Çавна май аякра пулнине пăхмасăрах ĕçе кӳлĕнме хатĕрленетчĕ педагог. Ăна интернет урлă ĕçлемешкĕн кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас