Укçа айккинчен килессе кĕтмелле мар
Аса илтеретпĕр - авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республика парламенчĕн ертÿçи Юрий Попов ертсе пынипе Чăваш Республикин делегацийĕ Пенза облаçĕнче пулнă. Унта ял хуçалăх отраслĕн объекчĕсен ĕçĕпе паллашнă.
Пенза облаçне кайса килни çинчен Чăваш Ен парламенчĕн спикерĕ Юрий Попов акă мĕнлерех каласа кăтартать:
«Федерацин Атăлçи округĕнчи кÿршĕсен опычĕ çав тери усăллă пулмалла. Пире влаçпа бизнес çыхăну тытнин питех те кăсăклă модельне кăтартрĕç. Пайтаçăсен пĕрлĕхĕ яла инвестици хывма хăранине Пенза тăрăхĕнче ÿкĕтлесе мар, пайăр ĕçсемпе тĕп тума май килнĕ. Инвестор килессе кĕтмесĕрех регион Правительстви тĕп çул-йĕр тăрăх проектсем хатĕрлеме хăй пуçăнать, кунсăр пуçне проектсем валли облаç бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ, вĕсем регион харпăрлăхĕ пулса тăраççĕ.
Проекта ĕçе янă хыççăн е ăна вĕçленĕ тапхăрта регион бюджетне самаях тупăш кÿрекен çĕнĕ предприятисене ял хуçалăхĕнче ку е урăх çул-йĕре аталантарма хатĕр инвесторсене параççĕ. Паллах, пуçламăш тапхăрти теветкеллĕхе çĕнтернĕ проектсемпе ытларах кăсăкланаççĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн тата депутатсен Пенза çыннисен опычĕпе тимлĕрех паллашмалла, айккинчен укçа килессе кĕтмелле мар, хăйсен пуçарулăх кăтартмалла. Çапла вара эпир ял хуçалăх рынокне хамăр тĕллĕн йĕркелесе пыма май тупăпăр, çавăн пекех ялта анлă сарăлнă вун-вун тата çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ туса хурăпăр».
А.ВАСИЛЬЕВА.
Комментари хушас