Кил-çуртсăр йытăсене тытаççĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/sobaki.jpeg)
Çĕнĕ Шупашкарта кил-çуртсăр йытăсене тытма пуçланă.
Çак кунсенче 5 анчăка тытса Шупашкарти ятарлă приюта илсе кайса янă. Вĕсене кунта сиплеççĕ, стерилизаци тата вакцинаци тăваççĕ. Унтан вара çутçанталăка каялла кăларса яраççĕ е çĕнĕ хуçа тупма пулăшаççĕ.
Çак кунсенче тытнă пĕр йытăн хуçи тупаннă та. Ăна хăйĕн чĕр чунне хула администрацийĕ тÿснĕ тăкаксене саплаштарсан кăна тавăрса параççĕ.
www.hypar.ru Pervo.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас