Сакăр çул Раççей хÿттинче!
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/krym.jpg)
Крым Республики тата Севастополь хули Раççей йышне кĕнĕренпе 8 çул çитет. Çакна халалласа çитес эрнекун Шупашкарта хаваслă концерт пулать. «Крым çуркунни» ятлă уява 2014-мĕш çултанпа йĕркелетчĕç. Анчах та, эпидемиологи лару-тăрăвĕ йывăрланнине шута илсе, юлашки çулсенче концерта ирттермен. Кăçал вара тинех ырă йăлана тавăрнă.
Аса илтеретпĕр, 2014-мĕш çулта Крым Республикипе Севастополь хулине Раççей йышне кĕртес ыйтупа референдум иртнĕ. Унта хутшăннисен 96 ытла проценчĕ Украинăран уйрăлса Раççей йышне кĕрессишĕн сасăланă. Паллă пулăмшăн савăннине палăртса çĕршывăн кашни регионĕнчех «Крым çуркунни» уяв йĕркелеме пуçланă. Пирĕн тăрăхра кăçалхи концерт пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче пулать, Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре 17 сехет те 30 минутра пуçланать.
www.hypar.ru Sudak.bezformata.com сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас