«Хыпар» 27 (27906) № 15.03.2022

15 Пуш, 2022

Канмалли кунсенче те олимпиадăна хатĕрленеççĕ

Шупашкар районĕнчи Тренккасси шкулĕнче пĕлӳ илекен Миша Васильев кăçал республикăра чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра мала тухнă. 11-мĕш класс ачи заданисене лайăх пурнăçласа виççĕмĕш призер пулса тăнă.

Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Ираида Фомина каланă тăрăх, Миша тăван чĕлхене юратса вĕренет, уроксенче те, класс тулашĕнчи мероприятисенче те хастар. Шкул ачи историпе те кăсăкланать. Вăл шкул олимпиадисемпе конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ.

Каччă «Раççейĕн мухтавлă ывăлĕсем» республика конкурсне хастар хутшăнать. Унта вăл çырнă тĕпчев ĕçĕсене жюри членĕсем пысăк хак панă, çĕнтерӳçĕ дипломĕпе чысланă. Пĕлтĕр маттур яшпа унăн вĕрентекенĕ Елена Максимова Александр Невский медальне тивĕçнĕ.
Тренккасси шкулĕнчи Олеся Щербакова пĕлтĕр республика олимпиадинче кăна мар, студентсемпе шкул ачисен хушшинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери чăваш чĕлхин олимпиадинче те палăрнă. «Шел те, Олеся кăçал призерсен йышне лекеймерĕ. Вăл та маттур. Сăвăсене питĕ илемлĕ вулать. Акă кăçал вăл сăвă вуланине видео ӳкерсе конкурса ярса патăмăр», — каласа кăтартрĕ Ираида Аркадьевна. Çавăн пекех хĕрĕн хайлавĕ пĕлтĕр Сăр чиккине тума хутшăннисене халалланă сочиненисен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Мишăпа Олеся — ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем. Иккĕшĕ те шкултан медальпе вĕренсе тухас шанăç пур.

Ираида Фомина каланă тăрăх, шкулта тĕрлĕ наци ачисем пĕлӳ илеççĕ. «Чăваш чĕлхине те кăсăкланса вĕренеççĕ, кружока çӳреççĕ. Тутар хĕрĕ Азалия Гималиева /вăл шкултан пĕлтĕр вĕренсе тухрĕ/ олимпиадăн республикăри тапхăрĕнче мала тухса Пĕтĕм тĕнчери шкул олимпиадине хутшăнчĕ. Вăл чăваш чĕлхи хитре чĕлхе пулнине, уйрăмах евĕрлев сăмахĕсем илемлĕ янăранине палăртатчĕ. Унăн йăмăкĕсем те шкулта лайăх вĕренеççĕ», — терĕ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Сăмах май, Ираида Аркадьевна хăй те тĕрлĕ конкурсра палăрнă. Пĕлтĕр вăл тăван чĕлхе вĕрентекенсен фестивалĕнче тата «Чăваш тĕнчи» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Олимпиада призерĕсене хатĕрленĕшĕн вĕрентекен республика Пуçлăхĕн премине виçĕ хут тивĕçнĕ.

— Шкул олимпиади ачасен шухăшлавне аталантарать, пĕлӳ шайне тĕрĕслет тата вĕренӳ заведенийĕсене çăмăллăн кĕме пулăшать. Çавăнпа унта хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Олимпиадăри заданисем тĕрлĕ енлĕ. Унти ĕçсене пурнăçлама çăмăлах мар, уйрăмах тĕрлĕ халăх ачисене йывăр. Çавăнпа канмалли кунсенче те хатĕрленме тивет, — терĕ Ираида Фомина.

Тăван чĕлхепе литература олимпиадине чылай çултанпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ирттереççĕ. Чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистикин факультечĕн деканĕ Алена Иванова каласа кăтартнă тăрăх, олимпиада заданийĕсене тăвас тĕлĕшпе ЧПУра виçĕ ушкăн йĕркеленĕ. «9, 10 тата 11-мĕш классенче вĕренекен вырăс тата чăваш ачисем валли 6 комплект хатĕрлеççĕ. Олимпиада 10 ĕçрен тăрать: 5-шĕ — чĕлхепе, тепĕр 5-шĕ литературăпа çыхăннă. Пултарулăх ĕçĕсене те кĕртнĕ: е сăвă çырмалла, е хайлава малалла тăсмалла… Вĕсене кашни çулах çĕнетеççĕ. Жюрие ЧПУ, ЧППУ, Вĕрентӳ тата Гуманитари наукисен институчĕсен ĕçченĕсене кĕртнĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Надежда КОЛЕБАНОВА: Патшалăх укçи пушшех шута юратать

«Хыпар» хаçат ыйтăвĕсене ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова хуравлать.
Кăрлач мĕншĕн раштавран хаклăрах?

— Надежда Владимировна, нарăс пуçламăшĕнче Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем ăшă энергийĕпе вĕри шывшăн илнĕ квитанцисенчи тӳлев виçисем пысăкки пирки кăмăлсăрланса редакцие пĕрре кăна мар шăнкăравларĕç — цифрăсем 2021 çулхи раштавринчен чылай пысăкрах-мĕн. Тарифсем улшăнман, тулти сывлăш температури те çак уйăхсенче пĕрешкел тăнă — апла тăк тӳлев мĕншĕн пысăкрах?

— Ку ыйтупа Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕпе пĕрле социаллă сетьсенчен пĕрин подписчикĕсемпе тӳрĕ лини те ирттертĕмĕр — сăлтавĕсене уçăмлатма тăрăшрăмăр. Эпир — тариф йĕркелекен тытăм. Тариф вара — хайхи тӳлев никĕсĕ. Тарифа илетпĕр те усă курнă ресурссен калăпăшĕ çине хутлатпăр — потребитель тӳлемелли виçе пулать. Тариф улшăнман — вăл иртнĕ çулăн иккĕмĕш çурринчи шайрах. Тӳлев пысăкланни усă курнă ăшăпа вĕри шыв калăпăшĕ ӳснипе çыхăннă — ку ыйтусене Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ сăнаса пырать. Тӳрĕ линире инспекци ертӳçи Виктор Кочетков уçăмлăн ăнлантарчĕ: календарь уйăхĕ тата тӳлеве шутласа палăртакан уйăхсем пĕр килмеççĕ. Çавăнпа раштава сахалрах кун кĕнĕ, кăрлач вара вăрăмрах пулса тухнă — çынсен ытларах куншăн тӳлеме тивнĕ. Унсăр пуçне хайхи «шутласа палăртакан» раштава чӳкĕн юлашки кунĕсем те кĕнĕ те — çак уйăх температура енĕпе те ăшăрах пулса тухнă. Çакă квитанцисенчи тӳлев виçисене те витĕм кӳнĕ. Çапах уйрăм тĕслĕхсенче управляющи компанисем «ашкăнни» те тĕл пулать — инспекци тĕрĕслевсем ирттерсе унашкал тĕслĕхсене те тăрă шыв çине кăларнă. Çавăнпа çынсен иккĕленӳ çуралсан Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕнчен ĕç-пуçа тĕрĕслемешкĕн ыйтма ӳркенмелле мар.

— Апла тăк нарăсшăн валеçнĕ квитанцисенчи тӳлевсен виçи шайлашуллă…

— Çапла. Сăмах май, тӳлев кăрлачра эсир асăннă икĕ хулара кăна мар, хăш-пĕр районта та ӳснĕ: Вăрнарта, Вăрмарта, Кӳкеçре… Тĕп хулапа спутник хулари лару-тăрăва кăна мар, ытти муниципалитетра мĕн пулса иртнине те куçран вĕçертместпĕр. Уйăхсерен мониторинг йĕркелетпĕр. Кашни муниципалитет пире квитанцисем ярса парать, вĕсем çирĕплетнĕ тарифсен картинчен тухманнине сăнаса тăратпăр.

Хаксен зонинче хаксем иртĕхмĕç

— Ăшă энергийĕн теминех малалла тăсар: Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хаксен зонине кĕчĕç. Çак хуласенче халĕ ăшăпа тивĕçтерекен организацин «аппетичĕ» ытла пысăк пулассине мĕн чарать? Хайхи квитанцисенчи цифрăсем пысăкланса каймĕç-и?

— Çав хуласем валли эпир тарифсем йышăнмастпăр, мĕншĕн тесен вĕсем хаксен зонинче. Анчах хаксен зони тӳлевĕн чи пысăк индексĕпе чикĕленет — Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлехи организаципе, «Т Плюс» ПАОпа, ĕçлеççĕ. Паллах, эпир те айккинчен кăна пăхса тăмастпăр, анчах лару-тăрăва, çав шутра тӳлевсен виçине, хуласем хăйсем сăнаса тăма тивĕç. Вĕсен администрацийĕсем ЕТОпа килĕшӳсем тунă, унта 2022 çулăн пĕрремĕш çурринче ăшă энергийĕн хакĕ иртнĕ çулăн иккĕмĕш çурринчи тарифпа тан пулассине çирĕплетнĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара тариф пысăкланĕ, анчах — хакăн чи пысăк ӳсĕмĕнчен пĕчĕкрех хăвăртлăхпа. Унтан та ытла

— Шупашкарăн хальччен ăшăпа «Теплосеть» МУП тивĕçтернĕ пайĕнче тарифа «шăнтса» лартассине палăртнă, мĕншĕн тесен унта гигакалорисен хакĕ ТЭЦ-2 ăшăпа тивĕçтернĕ территориринчен пысăкрах пулнă. Вăхăт иртнĕ май хулара ăшă тарифĕ пĕр шайра пулмалла — пурте пĕр виçепе тӳлĕç. Çакна пĕтĕмпех хула тĕрĕслесе тăрĕ. Çав шутра — хулана ăшăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе «Т Плюспа» тунă концесси килĕшĕвне мĕнле пурнăçланине те. Ăшăпа тивĕçтерекен инфратытăма аталантарма компани çитес çулсенче 18 миллиард тенкĕ инвестици хывма шантарать, çак ĕçе тĕрĕслесе тăма хула администрацийĕ ЖКХ управленийĕн тытăмĕнче ятарлă учреждени йĕркелеме палăртать.

— Çивĕч ыйту — стройматериалсем хакланни. Çакă пĕлтĕр социаллă объектсене вăхăтра хута ярассине те чăрмантарчĕ. Кăçал та йывăрлăхсем тухса тăмĕç-и?

— Строительство материалĕсен хакĕсене эпир йĕркелеместпĕр, анчах патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянасси пирĕн яваплăх пулнине кура, паллах, ку Тариф службине те пырса тивет. Нумаях пулмасть ЧР Министрсен Кабинечĕ йышăну кăларса маларах тунă контрактсен хакне ӳстерессине çирĕплетрĕ. Ку енĕпе Раççей Правительствин Пуçлăхĕ те тивĕçлĕ документсене алă пуснă — Патшалăх Думи 44-мĕш саккуна улшăнусем кĕртнĕ.
Централизацин усси пысăк

— Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев нацпроектсемпе çыхăннă контрактаци ĕçне пуш уйăхĕнче вĕçлеме хистет — ку енĕпе ĕç мĕнле пырать?

— Контрактсене ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен тумалла, çакă — федераци центрĕ наци проекчĕсем, патшалăх программисемпе çыхăннă проектсем, федераци бюджечĕн укçипе пурнăçлаканскерсем, тĕлĕшпе çирĕплетнĕ услови. Кашни объект тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлетпĕр. Хуласене хăтлăлатассипе çыхăннă объектсем тĕлĕшпе суту-илӳ ирттернĕ, тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те ку ĕçĕн пĕр пайне пурнăçланă — малалла ĕçлетпĕр.

— Республика ертӳлĕхĕ таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илессине централизацилесшĕн. Çав шутра — коррупцирен сыхланас тĕллевпе те. Эсир ертсе пыракан служба тытăмĕнче Регионăн туянусен центрне йĕркеленĕ — çакăн усси палăрать-и?

— Усси пур. Виçĕ уйăх каялла Шупашкарсăр пуçне мĕн пур муниципалитетăн сутăн илессипе çыхăннă тивĕçĕсене хамăр çине илтĕмĕр, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тĕп хула тивĕçĕсем те пирĕн пата куçрĕç. Кашнинпех тивĕçлĕ килĕшӳсем тунă. Таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илессине сăлтавлассине, документсене йĕркелессине пĕрешкел методологи никĕсĕ çинче пурнăçланин ырă енĕсене куратпăр. Калăпăр, унччен муниципалитетсем лимитсем çуккине пăхмасăрах контрактсем тума пултарнă. Поставщик контракта пурнăçлать, анчах ăна тӳлеме укçа çук — çакнашкалли те час-часах пулнă. Халĕ вара виçĕ шайлă тĕрĕслев — ун пеккинчен шанчăклă сыхланнă. Патшалăх саккасçисем тĕлĕшпе республикăн Финанс министерстви енчен те тĕрĕслев çирĕп.

Пĕлтĕр патшалăх тата муниципалитетсен саккасçисем таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илме 16,5 пин контракт тунă, конкурентлă никĕс çинче — 27 миллиард тенкĕлĕх, çак ĕçе йĕркеленĕ май перекетленĕ укçа виçи 2,2 миллиард тенкĕпе танлашнă — контрактсен пĕтĕм хакĕн 8% чухлĕ. Раççей шайĕнчи вăтам виçе 6,5-7% танлашнине шута илсен — перекет чăннипех пысăк. Сутăн илессин электрон ресурсĕ пысăк пулăшу кӳрет.

Саккасçăсем — патшалăхăн та, муниципалитетсен те — 100 проценчĕпех унта куçрĕç. Ăна Мускав хулин поставщиксен порталĕпе çыхăнтарнă. Çавна май эпир таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илнине пĕтĕм Раççейĕпе кураççĕ, ку вара конкурентлăха ӳстерет – кашни процедурăна вăтамран 3-3,5 поставщик хутшăнать. Строительство ĕçĕсемпе çыхăннă тĕслĕхсенче, паллах, сахалрах, анчах, сăмахран, компьютерсем, çавнашкал ытти тавар туяннă тĕслĕхсенче вĕсен шучĕ теçеткене те çитет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăваш Енĕн тĕп шашисчĕ,

е Пĕр татăк çăкăрпа та пурăнма пулать

Тĕлĕнмелле интереслĕ çын вăл. Унпа темĕн çинчен та калаçма пулать. Анчах калаçу çăмхи кирек хăш еннелле кусса кĕрсен те пирĕн сăмах ачасем, çамрăк спортсменсем патне çаврăнса тухать. Паян сире Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче шашкăлла выляма вĕрентекен Андрей Унтин тренер çинчен каласа кăтартăпăр.

«Тĕнче курса таврăнасса атте кĕтсе илеймерĕ»

«Унтин хушаматлисем пирĕн ялта, Патăрьел районĕнчи Пӳртлĕре, тата пур. Çамрăк чухне хушамат историйĕпе интересленнĕччĕ. Анчах, шел те, вĕçĕ-хĕррине тухайманччĕ. Каярахпа унăн пĕлтерĕшне интернетра шырарăм. Икĕ-виçĕ хушамат та тĕл пулнăччĕ. Ман пек хушаматлисем Украинăра та пурччĕ. Атте, асатте пĕлнĕ пулĕ, ыйтса юлман. Тăван ялăм тăват çĕр çул каяллах никĕсленнĕ. Несĕлĕмĕрсем Вăрмар тăрăхĕнчен куçса пынă», — хăйĕн çинчен каласа кăтартма ыйтсан сăмаха ав ăçтан пуçларĕ Чăваш Енĕн тĕп шашисчĕ /ăна пурте çапла чĕнеççĕ. — Авт./, шашкăлла выляс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Андрей Унтин. Андрей Федотович ултă ачаллă çемьере ӳснĕ. Çемьере асли пулнă. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ пĕр вăхăт ферма заведующийĕ те пулнă.

«Çамрăк чухне ĕмĕт нумайччĕ. Пограничнике, моряка каяс килетчĕ. Салтакран таврăннă çамрăксем кĕреш юман пек сарлака хул-çурăмлăччĕ, тĕреклĕччĕ. Тельняшка, пограничник курттусĕ илĕртетчĕç. Кукка Василий Кузьмин авиацире службăра тăнăччĕ. Унăн тумĕ кăмăла кайнăччĕ. Шкула Аслă Арапуçа çӳреттĕмĕр. Лайăх вĕреннĕ. «Санăн шкула ылтăн медальпе пĕтермелле», — тетчĕç куккасем. Анчах çитĕннĕ май кăмăл-туйăм урăхланчĕ. Ялти клубра спектакльсем лартма хутшăнаттăм. Пултарулăх ушкăнне питĕ ăста Авраам Газеев ертсе пыратчĕ. Пĕррехинче эпĕ сцена çинче пачăшкăна вылянăччĕ. Ак тамаша, çыпăçтарнă сухалăм ӳксе юлчĕ. Эх, халăх кулчĕ вара… Халĕ те аса илеççĕ.

Шкул пĕтерсен Мускаври гидротехникăпа мелиораци институтне кайрăм. Кукка Леонид Иванович унта пĕлӳ илнĕ. Пирĕн ял çамрăкĕсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне йышлăн кĕретчĕç. Унта Валери кукка ĕçлетчĕ. Манăн вара ыттисенчен урăхларах пулас килчĕ. Мускавра çулталăк вĕрентĕм. Юпа уйăхĕнче аслă шкула кедăпа çӳреттĕм. Ман пекки çукчĕ унта. Каярахпа куккасем укçа ярса пачĕç те пальтопа пушмак туянтăм. Анчах хама ыттисемпе пĕр шайра тытма хăнăхаймарăм. Вырăсла та уçăмлăн калаçаймастăм. Пĕрех никам та тăрăхламан. Чечен каччисемпе питĕ туслăччĕ. Вĕсем шукăль çӳретчĕç… Вара киле таврăнтăм. Анне макăрать. Ферма заведующийĕнче ĕçлекен атте ĕç тупса пачĕ: вутă касса турттарма хушрĕ. Салтака кайиччен вăрманта ĕçлерĕм», — калаçăва тăсрĕ Андрей Федотович. Унтан вăл çара кайнă. Хĕсметрен таврăнсан ялти клубра вăй хунă. Ял хуçалăх институтне каятăн пуль?» — сĕнетчĕç ялта. Анчах эпĕ ЧПУн экономика факультетне кайса кĕтĕм. Анчах 3-мĕш курсран каллех тухса кайрăм.

Çăмăлттай пулнă мар-и? Вĕренес килмен. Куккасене /вĕсем пурте аслă пĕлӳ илнĕ/ питĕ хисеплеттĕм. Шел, тĕнче курса килессине атте кĕтсе илеймерĕ», — чунне уçрĕ Андрей Федотович.

«Санăн 15 михĕ йăтмалла»

Университетра вĕренме пăрахсан вăл Усть-Кут хулине ĕçлеме тухса кайнă. Мĕнле ĕçе пикеннĕ – пурне те пултарнă. «Çынсем вунă михĕ йăтсан эсĕ вун пиллĕк çĕклесе кай. Çавăн пек чухне кăна сана асăрхаççĕ. Ĕçе пикентĕн тĕк санăн ăна лайăх тумалла», — ашшĕ ăс панине яланах асра тытнă вăл. 1975 çулта Магадана çитнĕ. 20-е яхăн специальноçа алла илнĕ. Газовикра, трактористра, экскаваторщикра, строительте, экспедиторта, хăма çураканра… ĕçленĕ. Аякри хулара 25 çул вăй хунă хыççăн 2000 çулта Чăваш Ене таврăннă.

«Ун чухне эпĕ аллă иккĕреччĕ. Çулсем иртнĕçемĕн тăван кĕтес хăй патне ытларах туртать. Магаданра пурăннă чухне çемье çавăртăм. Шăпам çапларах килчĕ: виççĕ авланмалла пулчĕ. Пĕри — казак, тепри — беларус, виççĕмĕшĕ — украин хĕрарăмĕ. Шел, пĕлтĕр вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Виçĕ ача — икĕ ывăлпа пĕр хĕр — манăн. Виçĕ мăнук хĕпĕртев кӳрет. Хĕрĕмĕн çемйипе пурăнатăп. Шашкăлла ача чухнех выляттăм. Пушкара çурмалла касаттăмăр. Пĕрне чернилпа сăрлаттăмăр, тепри шурах юлатчĕ. Ватман çине хурса выляттăмăр. Электричество çукчĕ. Апла пулин те шăллăмпа Анатолипе çĕрĕпех шашкăлла выляттăмăр.

«Мĕншĕн çаплах ларатăр?» — ятланçи тăватчĕ анне. Çарта та, университетра та вăйăран ютшăнман. Астăватăп-ха: пĕррехинче Ола поселокĕнче Владимир Черкашин милиционера утă çулса патăм. Çăвĕпех ĕçлерĕм ун патĕнче. Каннă вăхăтра шашкăлла выляттăмăр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Анне тупăкĕ çумĕнче ларнине тĕлĕк пек çеç астăватăп»

92 çула çывхаракан ватă çын шашкăлла вылянине час-часах кураймăн. Патăрьел районĕнчи Тури Туçара пурăнакан Иван Остряков пирки-ха сăмахăм. Иван Ефремович ку енĕпе питĕ пултаруллă. Ялта, районта ирттернĕ турнирсенче вăл пĕр хутчен кăна мар çĕнтернĕ. Халĕ вара çулне кура питех тухса çӳреймест. Анчах, хăйĕн шухăшĕпе, куншăн ватлăх мар, коронавирус айăплă. Çавăнпа паян унăн юлташĕ — планшет, унпа вăл шашкăна та, пуçа ĕçлеттерекен ытти вăййа та парăнтарать.

Маттур йăхран

Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă çынна ăслă-тăнлă пулма мĕн пулăшнă-ши? Хыçа юлнă çулсене питĕ лайăх астăвасси мĕнпе çыхăннă? Ахăртнех, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни витĕм кӳнĕ. Ку енĕпе Иван Ефремович чăннипех маттур. Вăл математика вĕрентекенĕ пулнă. Кун-çулĕн çурринчен ытларах пайĕ çак профессипе çыхăннă. Ку ăслăлăх вара, пĕлетпĕр, канлĕх кӳмест. Кулленех çĕннине вĕренмелле, тимлĕ пулмалла, пуçа ĕçлеттермелле…

Ефрем Давыдович, Иван Остряковăн ашшĕ, колхозсем чăмăртанма пуçласанах унта кĕнĕ. Ытти тăванĕ те çаплах тунă. Сăмахран, Ефремăн шăллĕ Леонтий те, ялти пек каласан Лявуç, Граждан вăрçинче артиллерист пулнăскер, колхоза 1930 çултах кĕнĕ. Леонтий Давыдовича бригадира суйланă. 1935 çулта унăн бригади кашни гектартан 35-шер центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Лявуçа Пĕтĕм Союзри малта пыракансен канашлăвне янă. «Сталин юлташ патне каятăн», — тенĕ ăна район ертӳлĕхĕ. Мускавра Лявуçа Калинин Ленин орденĕпе чысланă. Леонтий Остряков 1937-1948 çулсенче РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.

Вăрçă пуçланнă куна Иван Ефремович паянхи пек астăвать. Усал хыпара вăл ашшĕпе пĕрле колхоз хирĕнче çĕр улми йăранĕ çырнă вăхăтра илтнĕ. «Çав кунран пуçласа эпĕ колхозра ĕçленĕ тесе патак лартма тытăнчĕç. Ун чухне шăпах 11 çул тултарнăччĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ тыл ветеранĕ. — Çапла майпа тивĕçлĕ канăва тухиччен манăн ĕç стажĕ 54 çула çитрĕ. Вăрçă çулĕсенче мĕн кăна курман-ши? Атте Граждан вăрçинче кавалерист пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче ĕç çарне хутшăннă. Эпĕ пĕчĕклех аннесĕр юлнă. Ăна пытарма кайнă чухне лаша урапи çинчи тупăкĕ çумĕнче ларса пынине тĕлĕкри пек астăватăп».

Çулталăкра — 400 ĕç кунĕ

Ама çури амăшĕ ырă пулманни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Кӳршĕ ялти хĕрарăм пилĕк ача çине килсе кĕнĕ. Иван — тăваттăмĕш пепке, ун хыççăн тата Тарье пулнă. Çĕнĕ амăшĕ кăштахран хĕр çуратнă. Çавăн чухлĕ шăпăрлана пăхса ӳстерме апат та, тум та, чăтăмлăх та кирлĕ-çке. Условисем пирки калаçмалли те çук, пӳрте хутса ăшăтма вутă çитмен, çурт стенисем тăрăх шыв юхнă. Хăнкăли, тараканĕ, пыйти тарăхтарнă.

Нумай пĕлме ăнтăлакан ача шкула туртăннă, пурнăçри çитменлĕхсем хăратман ăна. Анчах ашшĕне çар хатĕрĕсем тăвакан завода ĕçлеме ăсатнă хыççăн ама çури амăшĕ Ивана текех пĕлӳ çуртне яман. Çапла майпа арçын ача 6-7-мĕш классенче вĕренмелли вăхăта колхоз ферминче ирттернĕ. Ăна кӳлекен вунă вăкăр тата пĕр лаша шанса панă. Витере кăна ĕçлеме тивмен унăн, хирте пухса пĕтереймен тырра пуçтарса килсе выльăха тăрантармалла пулнă. Ферма çуртĕнчех пурăннă. Аслă конюхпа, ялти старикпе, юнашар выртса тăнă. Тӳшек вырăнне улăм сарнă. Тумтирпех çывăрнă. Çĕрле те тăрса вăкăрсен айне тасатма тивнĕ. «Ырри нимех те пулман çав, таса çи-пуç тăхăнма тивменрен пыйтă, кăрчанак нушалантарчĕç, — вăрçă çулĕсене ассăн сывласа куçĕ умне кăларчĕ Иван Ефремович. — Вăрçă вăхăтĕнче эпĕ ыттисем пек тырă вырман. Пире, арçын ачасене, пĕрмай ана сухалаттаратчĕç. Çак ĕçе е лашапа, е вăкăрпа пурнăçлаттăмăр. Вăкăрсене кӳлме те вĕрентмеллеччĕ. Куншăн тата тепĕр патак хушса лартатчĕç. Çулталăкра манăн 400 патак пуçтарăннăччĕ. Çакă эпĕ пĕр çулта 400 ĕç кунĕ тунине пĕлтернĕ. Вăкăрпа Тутарстанри Пăва хулине тырă леçме кайни те куç умĕнчех. Пирĕнпе, арçын ачасемпе, пĕрле 25-26 çулсенчи çамрăксем те пурччĕ. Инçе çула каймалла-и, ял уйĕнче е фермăра ĕçлемелле-и — пурне те кунне пĕр стакан çăнăх паратчĕç. Нимĕр пĕçерсе çинĕ унран. Аякка кайнă чухне те апатланмалли урăх нимĕн те пулман. Çавăнпа пиччесем Кипеккассине çитсен хутаçри тырра витрене ярса ял тăрăх утатчĕç, ăна çимеллипе ылмаштаратчĕç. Хăшĕ турăх, тепри çăкăр чĕлли е пиçнĕ çĕр улми, виççĕмĕшĕ тата мĕн те пулин паратчĕç. Ларса çиеттĕмĕр те малалла çул тытаттăмăр. Пăвана çитсен тырă виçмелли вырăна вăкăра, тиевлĕ урапана кĕртетчĕç. Апатпа ылмаштарнă тырă виçине кăлармалла-çке. Эпĕ, пĕчĕк пулсан та, тулличчĕ. Çавăнпа виçекенсем сисиччен манăн урапа вĕçне пырса икĕ алăпа михĕ çыххинчен, шăлпа виççĕмĕш миххе çыртса çакăнса тăмаллаччĕ. Анчах пĕррехинче персе антăм, пирĕн ултав çиеле тухрĕ. Çавăншăн мана тете пит урлă чăпăрккапа сăтăрса илнĕччĕ. Тепĕр ӳкерчĕк те куç умĕнчех-ха: пĕр хĕрарăм ача кӳмине туртнă, тепĕр ачи унăн кĕпе аркинчен çавтăннă — ĕçе каяççĕ. Каймĕччĕç — выçă ларма тивет. Капла виççĕшне те хырăма ямалăх виçĕ стакан çăнăх лекет-çке. Кăнтăрла пĕрре вĕри апат çитеретчĕç». <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Тăван кил вучахне чĕртсе ял-йыш хисепне тивĕçнĕ

20 çул каялла Тутарстанри Алешкин Саплăкра çутă юписене улăштарнă. Пĕр уйăха яхăн ялта çутă пулман. Тепĕр çулхине ачасем нихăçанхинчен нумай çуралнă. Ун чухне шăпах çамрăк çемьесене пу-лăшакан çĕнĕ программăсем ĕçлеме тытăннă — вăл та демографие лайăх витĕм кӳнĕ пулĕ. Халĕ вара ку тăрăхра еплерех пурăнаççĕ-ха? Алешкин Саплăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Петр Артемьевпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Петр Николаевич, мĕнле пурăнатăр? Хăвăр тăрăхпа паллаштарăр-ха.

— Лозунг евĕр илтĕнсен те «тăвалла пулсан та — малаллах» темелле-ши? Пирĕн тăрăха 6 ял кĕрет: 4-шĕ — тутар, 2-шĕ чăваш ялĕсем шутланаççĕ. Пурĕ 1366 çын пурăнать. Тутарсем йышĕпе 10% çеç, ытларах чăвашсем. Эпир ĕмĕртен пыракан туслăха паянхи кунчченех упратпăр. Пирĕн тăрăхра 6 наци çынни тĕпленнĕ. Чăвашсемпе тутарсемсĕр пуçне вырăс, узбек, украин, авар çыннисем пур. Алешкин Саплăк — чăвашсем пурăнакан чи пысăк ял. Тутар Саплăкра — тутарсем. Икĕ яла пĕр-пĕринчен пĕве уйăрать. Вĕсене «Туслăх кĕперĕ» çыхăнтарать. Ăна эпир тăватă çул каялла хута ятăмăр.

— Яла хăтлăх кĕртни сисĕнет. Çулла пĕвере катамаранпа ярăнаççĕ тет-и кунта?

— «Туслăх кӳлли» кану паркĕ ял çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Катамарансем те пур. Вĕсемпе ярăннăшăн никам та укçа ыйтмасть. Каçхине парк тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшать. Карап евĕр кафе, часавай, кĕпер иртен-çӳрене илĕртеççĕ. Кунта унччен çырма-çатра ишĕлсе выртатчĕ. Кĕпер чăвашсемпе тутарсене пĕрлештерсе тăракан паллă пулса тăчĕ. Вăл çирĕп. Тӳррĕн çӳреме те меллĕ халĕ. Хамăр тăрăхра çуралса ӳснĕ предпринимательсем яла аталантарассишĕн укçа шеллемеççĕ. Кĕпер хута кайнинче нумай çын тӳпи пур. Ял халăхĕ нумай тăрăшрĕ. Строительство ĕçĕсем хĕлле пуçланчĕç. Шыв шăнасса юри кĕтрĕмĕр. Рабочисем ĕçе вăраха тăсмасăр вĕçлерĕç.

— Сирĕн ял хăтлă. Ялта пурăнма юлакан çамрăксем пур-и?

— Шел те, нумаях мар. Пропискăна пĕлтĕр 6 çын тăчĕ, 16-ăн тухса кайрĕ. Чылай çамрăк ипотекăпа хваттер туянса хулана куçать. 25 çуллăха банк тыткăнне лекме хăрамаççĕ. Пĕлтĕр ялта 4 мăшăр çемье çавăрчĕ. Уйрăлакансем пулмарĕç. Иртнĕ çул пирĕн тăрăхра 4 ача çуралчĕ, 27 çын вилчĕ. Эпĕ пуçлăхра 14 çул ĕçлетĕп, анчах кун пеккине астумастăп. Пирĕн çуралакансен йышĕ вилекенсенчен яланах нумайрах пулнă. Коронавирус витĕм кӳчĕ-тĕр. Прививка тутарман ватăсем çут тĕнчерен уйрăлчĕç. Кăçал аплах начар пулмасса шанатпăр. Ачасем те пĕлтĕрхинчен ытларах çуралмалла. Çире пур 10 хĕрарăм учета тăнă. Шкула кайичченхи ӳсĕмрисем паянхи кун — 61-ĕн. Вĕсем те çулсерен 100-тен кая пулман. Шкулта 160 ача вĕренет. Нумай ачаллисем — 35 çемье. 5-6 ача ӳстерекенсем те пур. Тутарстанра çамрăксене пулăшакан 40 программа ĕçлет.

— Икĕ наци туслăхĕ пирки каларăр. Тĕрлĕ халăх яшĕсемпе хĕрĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Ун пек чухне йăласене епле тытса пыраççĕ?

— Уявсене те, йăлисене те вĕсем уйăрмаççĕ, пĕрле паллă тăваççĕ, тытса пыраççĕ. Вилсен пĕр- пĕрин патне — пытарма, çемьене «çĕнĕ кайăк» килсен ача çума çӳреççĕ. Тутара качча каякан хĕрсенчен ытларахăшĕ мăсăльман тĕнне йышăнать. Тутар хĕрĕ чăвашпа пĕрлешсен православи тĕнне йышăнни те пулать. Кашни çемьере — тĕрлĕрен. Килте пурте тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Чылайăшĕ виçĕ чĕлхе — чăвашла, тутарла, вырăсла — пĕлет. Пĕрисен çемйинче пĕр ачи — чăваш, тепри тутар класĕсенче вĕренеççĕ.

— Пушă пӳрт нумай-и ялта?

— Хĕлле хупă ларнисем пур. Çуркунне пахча çимĕç лартма килеççĕ, дача евĕр усă кураççĕ. Çамрăкла ялтан тухса кайнисем халĕ каялла таврăнма тытăнчĕç. Хваттерĕсене ачисене парса хăвараççĕ те хăйсем ашшĕ-амăшĕн пӳртне юсаса кунта пурăнаççĕ. Кудряшовсем ывăлĕ 12-ре чухне тĕп киле сутса тутар ялне куçса кайнăччĕ, хăйсем пӳрт лартнăччĕ. Ывăлĕ авлансан, ура çине çирĕп тăрсан, ашшĕ-амăшĕн тăван килне каялла туянчĕ. Çурчĕ япăхнăччĕ. Вăл унта газ, шыв кĕртрĕ, евро-юсав турĕ. Халĕ сад ӳстерет. Кил вучахне çĕнĕрен чĕртнĕшĕн ăна ялта ытларах хисеплеме тытăнчĕç. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.