Чăваш халăхĕ Олег Мустаевсăр юлнă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/whatsapp-image-2022-03-14-at-15.53.03-818x1024.jpeg)
Паян Ульяновск облаçĕнчи чăваш автономийĕн ертÿçин Олег Мустаевăн чĕри тапма чарăннă. Ку чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату.
Олег Николаевич 1965 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Хăй вăхăтĕнче вăл «Еткер» телепрограмма тата «Хамăрьял» радиокăларăм ертсе пынă. 2007 çулта ăна Ульяновск облаçĕнчи «Наш век» телерадиокомпанин наци кăларăмĕсен тĕп редакторне лартнă. 2016 çулта Олег Мустаев тăрăшнипе Чĕмпĕр хулинчи «Наци ялĕ» культура комплексĕнче «Чăваш картишне» йĕркеленĕ. Çав çулах вăл Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наци культурин автономине ертсе пыма тытăннă. 2017 çулта ăна Чăваш наци конгресĕн вице-президентне суйланă.
Олег Мустаева Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Петр Великий ячĕллĕ преми лауреачĕ, ЧР Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ ятсемпе чысланă. Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ тата Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ пулнă.
www.hypar.ru Ulpressa.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас