«Хыпар» 23-24 (27902-27903) № 04.03.2022

4 Пуш, 2022

Хĕрарăмсем наукăра та пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ

Хĕрарăм ăсчахсен наукăри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пĕчĕк мар. Вĕсен йышĕнче Нобель премийĕн лауреачĕсем те, паллă çул çӳревçĕсем те, изобретательсем те пур. Хĕрарăм ученăйсен ĕçне пĕтĕм тĕнчипех пысăк хак параççĕ. Ахальтен мар пулĕ вĕсен ят-сумне ӳстерес тĕллевпе 2015 çулта календаре Наукăри хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунне те кĕртнĕ.

Хавхалану кирлĕ

РФ аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ тата ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альвина Миронова хăйĕн шăпине наукăпа 55 çул каяллах çыхăнтарнă. Шăп çав вăхăтра вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме пуçланă. Альвина Николаевна шухăшĕпе, шкулта кăсăкланса вĕренни малашнехи пурнăçа палăртать. «Физика учителĕ уроксене питĕ интереслĕ ирттеретчĕ, кашни темăна лайăх ăнлантаратчĕ, унăн кашни сăмахĕ ăса кĕретчĕ. Çавăн пекех вăл физикăпа тата астрономипе кружоксем ертсе пыратчĕ. Унта та савăнсах çӳреттĕмĕр. Çав тапхăрта энергетика, Атăлçи каскачĕ çинчен нумай калаçатчĕç. Аттестат илсен нумай шухăшласа тăмарăм — Мускаври энергетика институтне документсем кайса патăм. Конкурс витĕр ăнăçлă тухса «электростанцисем, сетьсем тата системăсем» енĕпе пĕлӳ илекенсен йышне лекрĕм», — аса илчĕ Хабаровскра çуралса ӳснĕ ăсчах.

Çавăнтах хĕр пулас мăшăрĕпе Юрий Михайловичпа паллашнă. Наукăра пысăк çитĕнӳсем тума ăна техника наукисен докторĕ, РФ аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Юрий Миронов нумай пулăшнă. Институтран вĕренсе тухсан Мироновсене Мускав облаçĕнчи Электросталь заводне ĕçлеме янă. Унта Альвина Николаевна мастер пулăшуçинчен пуçласа лаборатори пуçлăхĕ таран çитнĕ, электрокăмакасем кăларакан предприятире ĕç вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă. Унăн тĕпчевĕсенче электрокăмакана ĕçлеттермелли уйрăмлăхсем тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Упăшки аспирантура пĕтерсен вĕсене Чăваш Ене ĕçлеме янă. 1966 çулта Мироновсем Шупашкара килсе тĕпленнĕ. «Мăшăрăм Чăваш Енĕн тĕп хулине Хабаровскпа танлаштаратчĕ. Манăн тăван хула Амур шывĕ хĕрринче вырнаçнă-çке», — терĕ Альвина Миронова. Шăпах Шупашкарта наука ĕçне кӳлĕннĕ, каярахпа техника ăслăлăхĕсен докторĕ пулса тăнă. «Хавхалану пулсан çемьере те, ĕçре те, наукăра та çитĕнӳ тума пулать», — терĕ 120 ытла наука ĕçĕн, 7 монографин, 7 изобретенин авторĕ.

ЧПУ профессорĕн шухăшĕпе ЧР Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева та килĕшет. «Хальхи вăхăтра хĕрарăм кил ăшшин управçи тата амăшĕ кăна мар, вăл ĕçре те тăрăшуллă, пултарулăхра та хастар, наукăра та çитĕнӳ тăвать. Хĕрарăм арçыншăн — пысăк тĕрев, çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăрать. Хĕрарăм — çепĕç те илĕртӳллĕ, ачаш та черчен, унра хăватлă вăй та пур», — палăртрĕ Наталья Алексеевна.

Андрей МИХАЙЛОВ.


«Тухтăрăн ĕçне те хисеплеме вĕренмелле»

Шупашкар районĕн больницишĕн Владимир Викторов çĕнĕ çын мар. Вăл кунта алла диплом илнĕ хыççăн 1991 çулта распределенипе килсе стоматологра ĕçленĕ. Кайран хулари стоматологи поликлиникине ертсе пыма тытăннă. Унтан республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕн лавне туртрĕ. Икĕ çул каялла вăл тĕп тухтăр пулса район больницине таврăнчĕ.

-  Владимир Николаевич, мĕнле кăмăл-туйăмпа ĕçлеме тытăнтăр? Мĕнрен пуçăнтăр ĕçе?

— Пысăк хавхаланупа. Ертӳçĕ пулса чылай опыт пухнăмай больницăна аталантарасси пирки ĕçтешсемпе канашларăмăр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн программисем республикăра анлăн ĕçлеççĕ. Эпир те «Пĕрремĕш звенона модернизацилесси» программăна кĕнĕ май тĕплĕ юсава пуçăнас терĕмĕр. Поликлиника хута кайнăранпа та кунта тĕплĕ юсав иртмен. Пач юсаман теместĕп, анчах хальхи пек реконструкци туман. Пирĕн тĕллев — пациентсене паха та меллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси, тухтăрсене ĕçлеме лайăх условисем йĕркелесси. Çавăнпа врачсен пӳлĕмĕсене «Перекетлĕ производство» мелпе вырнаçтартăм. 2020 çулта патшалăх программине кĕтĕмĕр. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлерĕмĕр. Унпа килĕшӳллĕн 110 миллион тенкĕлĕх ĕçсем тума палăртрăмăр. Аукцион ирттернĕ хыççăн 98 миллион тенкĕлĕх контракта алă пуснă.

Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче поликлиникăра пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем пуçланчĕç.

— Мĕнле ĕçсем тума май килчĕ?

— Тăрăран пуçласа никĕс таранах çĕнетрĕмĕр. Мĕн пур коммуникацие, электричество, çыхăну, интернет сечĕсене, вентиляцие улăштартăмăр. Халĕ больницăна паллама çук. Никĕсне те, тулашне ăшă тытмалла турăмăр, хальхи йышши плиткăпа илемкĕртрĕмĕр. Хĕрарăмсен консультацине, унччен хирургсем ларнă ене çеç тĕкĕнмен. Ача-пăча консультацине эпĕ кунта ĕçлеме киличчен малтанхи çул юсарĕç. Ытти пӳлĕме пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Çав хушăра 2-мĕш хута /стоматологи, физиотерапи уйрăмĕсене, специалистсен пӳлĕмĕсене/ тата 1-мĕш хута /клиникăпа диагностика лабораторийĕ, ФГДС, УЗИ, ЭКГ, спирографи пӳлĕмĕсене/ хупма тиврĕ. Çапах пациентсене медпулăшу памасăр тăмарăмăр. Тухтăрсем кӳршĕллĕ уйрăмсенче, аптека çуртĕнче йышăнчĕç. Вĕсене те, пациентсене те кансĕртерех пулчĕ-тĕр. Пĕрле йăлтах чăтса ирттертĕмĕр. Ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. Вак-тĕвек çеç юлчĕ, кĕçех пĕтĕм кăлтăка пĕтерĕпĕр.

— Апла тинех тухтăрсем хăтлă пӳлĕмĕсене куçрĕç.

— Çапла. Сĕтел-пукан туянмашкăн 11 миллион тенкĕ иртнĕ çул вĕçĕнче çитрĕ. Аукционсем пуçланчĕç. 1-2 уйăхран сĕтел-пукан килсе çитмелле. Хальлĕхе киввисене илсе кĕме лекрĕ. Анчах пĕтĕмпех мар: сĕтел, пукан, кушетка. Унчченхисем питĕ япăхса çитнĕччĕ.

— Çĕнетнĕ поликлиникăна «перекетлĕ производствăна» тĕпе хурса юсанă терĕр. Мĕне пĕлтерет вăл?

— Планировка тунă чухне вак-тĕвеке те шута илнĕ. Тăваткал метрсемпе тухăçлă усă курма палăртнă. Пациентсене кĕтмешкĕн хăтлă вырăнсем хатĕрленĕ. Кăтартмăшсем вырнаçтарăпăр. Специалиста, уйрăмсене шыраса тупма ансатланĕ. Пĕтĕмпех курăмлă та ăнланмалла пулмалла. Тухтăр патне çырăнма май паракан тытăмсем ĕçлеççĕ: регистратурăна шăнкăравласа, «Госуслуги» портал, кол-центр урлă çырăнма пулать. Кун пек чухне пациент регистратурăна пымасăрах палăртнă вăхăтра врач патне кĕреет. Çаксем тухтăрсене пысăк тиеврен хăтарма, пациентсен вăхăтне перекетлеме май парĕç.

Алина ИЛЬИНА.


«Эпир, çар çыннисем, нумай кĕттерместпĕр»

«Эпĕ çар çынни пулма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ», — илемлĕ сăн-питлĕ, черченкĕ хул-çурăмлă хĕрарăмран çак сăмахсене илтме, чăннипех те, питĕ кăсăклă пулчĕ.

Урăхла пулма пултарайман

Тĕрĕссипе, Оксана Базуевăн кун-çулĕ урăх йĕрпе чупма пултарайман та. Çар çыннин çемйинче çуралнăскер пĕчĕкрен пĕр гарнизонран теприне куçса çӳресе хăйне евĕрлĕ çак пурнăçа курса, хăнăхса ӳснĕ.

Тата ачаран «А зори здесь тихие» фильма юратса пăхнă. «Çĕнтерӳ кунĕнче кашни çулах кăтартатчĕç ăна, — терĕ Оксана Геннадьевна. — Хĕрарăмсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ те мана пулас профессие суйлама хавхалантарчĕ».

Хальхи вăхăтра Оксана Базуева майор — Шупашкар хулинчи çар службине контрактпакаймасуйласаилекен пунктăн пуçлăхĕ. Сăмах май, вăл Раççейре çакăн пек должноçа йышăннă пĕртен-пĕр хĕрарăм. Оксана Иркутск хулинче çуралнă. Ашшĕн çар тивĕçĕсене пурнăçлама тивнĕрен çемье тĕрлĕ хулана çитнĕ. Вăл отставкăна тухсан Красноярск хулинче тĕпленнĕ. Оксана вăтам шкул пĕтернĕ вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче, çар училищисене хĕрсене вĕренме илмен. Пурнăçне çарĕçĕпе çыхăнтарма хатĕрленнĕ çамрăк умне ыйту тухса тăнă: ăçта каймалла? «Красноярск патшалăх педагогика университетне çул тытрăм, географипе экономика факультетне вĕренме кĕтĕм. Унтах çар кафедринче психолога вĕрентĕм, лейтенант званине илтĕм», — калаçăва тăсрĕ Оксана Геннадьевна.

Аслă шкул хыççăн хĕр çар ретĕнче тăма пилĕк çуллăх контракт çирĕплетнĕ. Красноярск крайĕн çар комиссариатĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Призывниксене вĕрентӳ центрĕсене яма суйласа илнĕ вăл. Çав çулсенче унăн алли сахалтан та 30 пин ытла каччăн документне тытса пăхнă, кашнинпе куçа-куçăн тăрса калаçнă. Служба вăхăтĕнчех вăл тепĕр аслă пĕлӳ илнĕ, педагог-психолог пулса тăнă. 2012 çулта декрет отпускĕ хыççăн Оксана Базуева служба вырăнне улăштарнă. Ăна Красноярск хулинчи çар службине контрактпа кайма суйласа илекен пунктăн çар-професси ориентацийĕн тест витĕр кăларакан офицерăн должноçне çирĕплетнĕ. «Ертӳлĕх эпĕ тăрăшса ĕçленине, çитĕнӳсем тунине асăрхасамана Шупашкар хулинчи çар службине контрактпа кайма суйласа илекен пунктăн пуçлăхĕ пулма сĕнчĕ. Çапла майпа Чăваш Ене килсе çитрĕм. Эпĕ кунта ĕçлеме пуçланăранпа авăн уйăхĕнче виçĕ çул çитет. Службăна йывăр тапхăрта, коронавирус сарăлнă вăхăтра, пуçларăм. Анчах аптăрамастпăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыратпăр», — терĕ Оксана Геннадьевна.

Çарти туслăх чи çирĕппи

Оксана Базуева Красноярск хулинче 1992 çулта пурăнма пуçланă. Çĕршыври тĕрлĕ хулара пулса курнăскере вăл чи лайăххи тата чи пысăкки пек туйăннă. Кунтан каясси пирки нихăçан та шухăшламан. Тăван çĕршыв хушсан вара… инçе çула тухнă.

«Эпир, çар çыннисем, çавăн пек: нумай кĕттерместпĕр. Каланă тăк — пурнăçламалла. Шупашкара килтĕм. Тĕрĕссипе, пĕчĕк хуласем мана хăратмаççĕ. Командировкăсене çӳресе Раççейĕн кăнтăр тата çурçĕр, анăç тата тухăç чиккисенчи чи хĕрринчи хуласене çитсе курнă. Пурăнмалли вырăна улăштарни мана хăратмасть. Пурнăçри пулăмсем ылмашăнса тăни лайăх. Çĕнĕ çынсемпе паллашатăн. Манăн, акă, Владивостокран пуçласа Питĕр таран юлташсем пур. Вĕсем патне кирек хăш вăхăтра та шăнкăравлама пултаратăп. Пĕр-пĕриншĕн эпир яланах усăллă. Çарти туслăх, манăн шухăшпа, чи çирĕппи, — терĕ Оксана Базуева. — Çакна эпĕ çар ретне тăма хатĕрленекен каччăсене те час-часах калатăп. Вĕсем малтанах ĕненмеççĕ. Кайран вара манпа килĕшеççĕ».

Оксана Геннадьевна çирĕплетнĕ тăрăх, çамрăксем ăруран ăрăва улшăнса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра патриотизм туйăмĕ вăйлăрах пулни палăрать. Пурнăçне çарпа çыхăнтарас текен те çултан-çул йышлăрах. «Нумайăшĕ пĕрремĕш утăма тума хăрать. Çирĕп йышăну тусан вара çарти пурнăçпа кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ», — терĕ Оксана Базуева.

Валентина БАГАДЕРОВА.


Олег ХЛЮКИН: Фермăри пур çынна та улăштарса ĕçлеме пултаратăп

Хăй вăхăтĕнче вăл ял хуçалăхне пуçне пырса чикнĕшĕн ӳкĕннĕ те. Кивçенсем ăна мăйран пăвнă. Çитмен пурнăç çемьере те вăрçăнтарнă. Фермăна сутса ярасси патнех çитнĕ. Халĕ пĕтĕмпех урăхла: ĕçне малалла аталантарассишĕн Олег Анатольевич хавхаланса тăрăшать.

Грант çăлса хăварнă

ОлегХлюкин ача чухне çуллахи каникула Карапай Шăмăршăра кукамăшĕ патĕнче ирттерме юратнă. Вăл кунсерен тенĕ пек колхозăн лаша витине чупнă. Çитĕнсен конюх пулас килнĕ унăн. Анчах самана улшăннă май урăхларах шухăшлама тытăннă пулинех. Шкул хыççăн Олег пединститута физкультура учительне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн Шăмăршăри спорт шкулĕнче кăштах ĕçленĕ. 2002 çулта ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе райцентрта лавкка уçнă. Кайран «Газельсем» туянса çынсене Мускава илсе çӳреме тытăннă. Ун чухне ку бизнес тупăш аван панă.

Фермер историйĕ унăн 2005 çулта пуçланнă. Ун чухне вăл Шăмăршăра ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăннă. Шăпах çав вăхăтра ял хуçалăх кредитне пĕчĕк процентпа пама тытăнчĕç. Олег Анатольевич та ялти чылай çын пекех кредит илсе сысна ĕрчетме палăртнă. Ку выльăхран тупăша хăвăрт илме май пурри илĕртнĕ ăна. Вăл хăйсен пахчинчех сысна ферми уçасшăн пулнă. Анчах кӳршĕсене ку план килĕшмен. Шăршă пулĕ, каяшсем варалĕç тесе вĕсем çăхавсем çырнă. Çакăншăн вĕсене Олег Хлюкин тав тăвать çеç. Халĕ ăнланать: пахчара ферма хута ярасси лайăх шухăшах пулман. Çапах çурт хыçне сарай купаласа сысна ĕрчетнĕ вăл.

2006 çулта Карапай Шăмăршăри Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ панкрута тухнă. Тахçан ĕнесем усранă кивĕ фермăна туянас тесе Олег Хлюкин тăхтаса тăмасăрах фермер хуçалăхĕ уçнă. Кăшкарĕ кăна тăрса юлнă фермăна 1,5 миллион тенкĕпе сутнă. «Кунта нимĕн те çукчĕ. Йĕри-тавралла юхăнчăкчĕ, витесенче çил вылятчĕ. Тимĕр япаласене вăрласа пĕтернĕччĕ. Хăмасене те йăтатчĕç. 1-2 çул тăхтасан çурчĕсем те йăтăнса анĕччĕç. Колхозăн техника юлманччĕ ĕнтĕ. Ăна пайăн-пайăн вăрласа е йӳнĕпе сутса пĕтернĕ. Тутăхнă сортировка машинисем кăна йĕтем çинче тăратчĕç. Парка майĕпен çĕнетме тытăнтăм. Йывăр пулин те сеялка, культиватор туянтăм. Тара илнĕ çĕр çинче пĕрремĕш çул аксанах тыр-пул лайăх ӳсрĕ. Анчах техника çукки ура хучĕ. Трактор е комбайн тытса ĕçлеттеретĕн — 20% тӳлетĕн. Сутса тупăш тумашкăн нимĕн те юлмастчĕ. 2013 çулчченех çапла нушалантăмăр. Унтан-кунтан укçа илсе кредитсене аран саплаштаркаларăм. Ĕçе пăрахасси патнех çитрĕм. «Мĕн пурри те пурăнмалăх çитет», — теттĕм. Райадминистраци пуçлăхĕ хăçан ĕнесем илсе килессипе кăсăкланатчĕ. Ку ĕмĕтре кăна пулнă. Вăл вăхăтра патшалăх енчен хальхи пек пулăшу çукчĕ. Арман чулĕ пек йывăр шухăшсенчен 2013 çулта грант пани хăтарчĕ. 4 миллион та 192 пин тенкĕ илтĕмĕр. Тинех хаш! сывласа ятăмăр», — аса илчĕ фермер. Вара хавхаланса ĕçлеме пикеннĕ. Çав укçапа кирлĕ хатĕрсем туянса 100 ĕне валли ферма реконструкцине пуçăннă. Сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă, тислĕк кăларакан тытăма хута янă. Икĕ трактор, вĕсен хатĕр-хĕтĕрне туяннă. Çулталăкран Етĕрне тата Муркаш районĕсенчи хуçалăхсенчен 17 тына илсе килнĕ. Фермер майĕпен аталаннă. Кашни çул мĕн те пулин çĕнетнĕ, туяннă. 2017 çулта 10 миллион тенкĕ грант парсан ура çине тăнă. Техника паркне 3 комбайнпа, сеялкăсемпе пуянлатнă. Кировран 50 пуç ĕне илсе килнĕ. Выльăха туянсанах тӳрех тупăш курасса кĕтмелле мар. Çул çинче вĕсем стресс чăтса ирттереççĕ. Çимĕçĕ, пурăнмалли условисем урăхла пулни те сăвăма витĕм кӳреççĕ. Çĕнĕ ĕнесем дояркăсене малтан пит килĕшсех кайман. Кайран пăруласан, хăнăхнă хыççăн кăна сĕт лайăх антарма тытăннă.

Кĕтнĕ самант çитнĕ

Паян фермер хуçалăхĕнче куллен 3200-3300 литр сĕт суса илеççĕ. 3 пине яхăн литр Комсомольскинчи сĕт комбинатне сутаççĕ. Чĕр тавара хăйсем пырса илсе каяççĕ, 1 литршăн 30 тенкĕ тӳлеççĕ. «Тата тепĕр грант илме май килсен кăçал 3 ферма уçăпăр. Ĕнесен йышне 400-е çитересшĕн. Хамăн та кĕркунне тĕлне 200 ытла пуçа çитет. Вырăн çитмест, çавăнпа пулăшу тивĕçеймесен те хамăр вăйпа пĕрне хута яма тăрăшăпăр. Юхăнса ларакан кивĕ ферма çурчĕсене ишсе антарăпăр.

Алина ИЛЬИНА.


Пĕр пÿлĕмре – сакăр кравать

Пĕр ачана ӳстересси те пысăк савăнăç. Çемьере ача нумай тăк хĕпĕртевĕ те темиçе хут ытларах. Нумай ача пулни Турă панă телейпе пĕрлех тертлĕ ĕç тата калама çук пысăк яваплăх. Ара, ашшĕ-амăшĕ кашнишĕн яваплă-çке. Çуркуннехи пĕрремĕш уяв, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ, çывхарнă май республикăри чи нумай ача çуратса ӳстернĕ амăшĕсене палăртас терĕмĕр.

ШКУЛТИ ПĔР КЛАСС

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вишенерте пурăнакан Римма Антонова 16 ача пăхса ӳстернĕ. Килĕшсемĕр: садикри пĕр ушкăн е шкулти пĕр класс вĕт ку! Качча тухсан Римма Ивановна турăш умĕнче кĕлтуса чĕререн ыйтнă: «Мана Турă ача патăр. Хамăн та, мăшăрăн та пĕртăван çук, ачасен пулччăр». Çӳл хуçа çак сăмахсене илтнĕ ахăртнех. 16 пепке… Тĕлĕнмелле мар-и-ха?

«Пĕрне те пăрахман, пурне те кун çути парнелерĕмĕр», — терĕ нумай ача амăшĕ. Вун çиччĕн çитĕнĕччĕç те-и, анчах иккĕмĕш пепки вăхăтсăр çуралнăран икĕ эрнерен ытла пурăнайман. Сакăр хĕрпе сакăр ывăл ырă-сывă ӳснĕ. Вĕсем чирленине те астумасть 83-ри Римма Ивановна, пепкисемпе больницăра сипленмен. Вун улттăшĕ те çирĕп, ĕçчен, тӳрĕ кăмăллă. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене ачашласа çитĕнтермен, мĕн пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă. «Ачасем выçă ларман, выльăх-чĕрлĕх нумай тытаттăмăр, хупма вырăн та çукчĕ. Сĕт-турăх, какай, çăмарта, пахча çимĕç пулнă. Ун чухне лавккаран çимĕç туянман. Ачасем хытă ĕçлетчĕç, алă усса ларман. Лашасем пăхнă вăхăтра тырă çителĕклĕ паратчĕç. Ачамсене Турă парни вырăнне йышăнатăп», — каласа кăтартрĕ Римма Ивановна. Вăй питти чухне вăл колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ăна I, II, III степень «Ача амăшĕн мухтавĕ» медальсемпе наградăланă. 1975 çулта «Ача амăшĕ героиня» орден панă.

ПУРТЕ — ПĔРИНШĔН, ПĔРИ — ПУРИНШĔН

Шупашкарта пурăнакан Мария Падиарова хитре хĕрарăм кăна мар, вăл телейлĕ амăшĕ те! Мария Падиарова 9 ачана пурнăç парнеленĕ. Çав вăхăтрах тепĕр тăватă ачана усрава илнĕ. Мĕнешкел паттăрлăх! Марийăн паян Теона ятлă мăнук та пур.

Пултаруллă хĕрарăм нумай ачана воспитани панисĕр пуçне общество пурнăçне те çав тери хастар хутшăнать. Инстаграмра вăл 13 ачан амăшĕ пуласси мĕнле иккенне каласа парать. Çав вăхăтрах хулара йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсен центрне ертсе пырать. Пыракансене сĕнӳ-канашпа пулăшать. 2012 çулта вăл «Раççей пики» тата Пĕтĕм тĕнчери «Çĕр чăмăрĕн патша майри» конкурссене хутшăннă. Унсăр пуçне 2014 çулта «Раççей хĕрарăмĕ» конкурсра Чăваш Ен чысне хӳтĕленĕ. «Раççейĕн интернационаллă пики» титулшăн та кĕрешнĕ. Мария Падиаровăн ачисем те пĕр-пĕрне пулăшса, вĕрентсе пыраççĕ. Çемьере юратупа çураçу, килĕшӳ хуçаланаççĕ. Кунта «пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн» девиза тĕпе хурса пурăнаççĕ.

Роза ВЛАСОВА.


Çут çанталăкра пылак сĕткен пулмасан ылтăн вĕллерен те пыл илеймĕн

«Эпĕ 5-ре чухнех пыл хурчĕсемпе паллашнă. Атте вăрманта утар тытатчĕ. Малтан унта 3-4 вĕлле кăначчĕ, каярахпа шучĕ ӳсрĕ. Халĕ самаях пысăк вăл. Паян унта пиччепе пĕрле ĕçлетпĕр. Çуралнă ялта, Етĕрне районĕнчи Пушкăртра, Тобоевсем пурте — утарçă. Аттен пиччĕшĕ Герман Тобоев «Новый путь» колхозра утарçăра ĕçлетчĕ. Хăй вăхăтĕнче çемьерен 89 кило пыл илсе рекорд тунăччĕ. Унăн ĕçне ывăлĕсем тăсаççĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне ăс пухма кĕрсен Иван Мадебейкин профессор çĕннине нумай вĕрентрĕ», — каласа кăтартрĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕн ветеринари медицинин тата зоотехни факультечĕн деканĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Геральд Тобоев. Хурт-хăмăр ĕçне чылай çул вĕрентет вăл. Опытлă специалистăн паха сĕнĕвĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене паллаштаратпăр.

Пирĕн тăрăхшăн вăтам вырăс ăрачĕ лайăх. Вăл чиперех хĕл каçать. Çăка çурăлнă вăхăтра 7-10 кунрах пыл нумай пухать. Вăрманлă вырăнта уйрăмах тухăçлă ĕçлет. Çав вăхăтрах ку ăратăн пĕр çитменлĕх пур. Вăл, ытти ăратпа танлаштарсан, вăйлă сăхать. Вĕллене çиллĕ, сивĕ çанталăкра, çумăр вĕтĕртетнĕ вăхăтра тĕрĕслесен тарăхать, тапăнма пăхать. Таса вăтам вырăс ăрачĕллĕ хуртсем, тĕрĕссипе, хаяр мар. Вĕсем ытти ăратпа /кавказ, карпат, бакфаст/ хутшăнсан усалланаççĕ. Вăрманлă вырăншăн, паллах, вăтам вырăс ăрачĕ — чи лайăххи. Дачăра, ялта вĕлле хурт тытаканшăн вăл меллех мар. Кӳршĕсене сăхаççĕ. Çавăнпа ялта карпат ăрачĕллĕ хуртсене усрама сĕнетпĕр. Вĕсем лăпкă. Пирĕн утарсем таçта та вырнаçнă. Вăрманта вăтам вырăс ăратне тытатпăр. Ялта — карпат ăрачĕллине. Вăл тĕрлĕ вырăнтан пылак сĕткен /нектар/ пухать. Юлашки вăхăтра пыл хурчĕсене Вăтам Азирен нумай илсе килеççĕ. Анчах узбечкăсене карпаткăсем тесе сутаççĕ. Шел те, кăнтăртан илсе килнĕ хуртсен ытларахăшĕ хĕл каçаймасăр вилет. Вăтам вырăс ăрачĕллĕ хурт ака уйăхĕччен шăпăртах. Карпат ăрачĕлли вара нарăсрах вăранать, çăмарта сапма тытăнать. Хуртсем пыл, хурт çăкăрне /перга/ ытларах çиме тытăнаççĕ. Вĕсен пыршăлăхĕ каяшпа тулать. Омшаникре хĕл каçарни тĕрĕсрех. Вĕсем икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: çĕр ăшĕнчи тата тăпра айне туманни. Çĕр ăшĕнчи лайăхрах. Унта температура яланах пĕр пек. Хăшĕ-пĕри хуртсене ирĕкрех хĕл каçарать. Кун пек чухне вĕсем апат ытларах пĕтереççĕ. Хăй вăхăтĕнче эпир те вĕллесене омшанике кĕртмен. Çанталăк пĕрре ăшăтать, ирĕлтерет, унтан каллех шăнтать. Çавна май вĕллесен сăрри каять. 3-4 çултан хитре вĕллесем тĕссĕрленеççĕ. Ирĕкре вăйлă çемьесем кăна лайăх хĕл каçаççĕ. Хăш-пĕр хурт-хăмăрçă вĕллесене юрпа, хыр лăссипе витет. Евĕсене виçĕ енчен /леток енне уçă хăварса/ рубероидпа чĕркесе çыхать. Паллах, утарта 300 вĕлле пулсан утарçă пурне те омшанике кĕртеймест. Эпир юлашки 15 çулта вĕсене çĕр пӳртре хĕл каçаратпăр. Халĕ ылтăн хуртсем унта 2-4 градус ăшă пулсан чиперех хĕл каçаççĕ. Кун пек чухне вĕллесем типĕ. Хурчĕсем апата сахалрах расхутлаççĕ, вĕсен пыршăлăхĕ тулмасть. Пуш уйăхĕн вĕçĕччен, ака пуçламăшĕччен шавламаççĕ. Ирĕке кăларсан вĕçсе лайăх тасалаççĕ. Пĕлтĕр хĕл сивĕ пулчĕ. Хăшĕ-пĕрин хурт çемйисен пысăк пайĕ вилчĕ. Вĕсене хĕле вăхăтра хатĕрлеменнипе çыхăннă çакă. Иван Мадебейкин вĕрентнĕ тăрăх, ку ĕçе çурла уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелле. Унăн шучĕпе, чи юлашки кун — авăнăн 1-мĕшĕ. Çак йĕркене çирĕп пăхăнатпăр. Хăш-пĕр хурт-хăмăрçă яваплă ĕçе авăн уйăхне е юпан малтанхи кунĕсене хăварать. Эмел препарачĕсемпе тĕрĕс усă курманнипе те хуртсем вилеççĕ. Вĕлле утарçăшăн меллĕ пултăр. Вĕсем тăватă тĕрлĕ пулаççĕ: тăрăхла /лежак/, нумай корпуслă, икĕ корпуслă тата пĕр корпуслă «магазин» рамисем лартмалли вĕллесем. Çав вăхăтрах 16, 22, 26 рамăллă «лежаксем» те, 1 тата 2 корпуслă вĕллесем те пур. Хăй вăхăтĕнче 200 тĕрлĕ вĕлле пулнă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хурт-хăмăрçăсем пĕр шухăш патне килсе тухнă: «Тăватă тĕрлĕ вĕллепе çырлахар». Иртнĕ ĕмĕрте хуртсене йывăç хăвăлĕнче усрасси патне таврăнма сĕнекенсем те тупăннăччĕ. Хăш-пĕр хурт-хăмăрçă пыл хурчĕсене чун киленĕçĕшĕн тытать, теприсемшĕн вăл — бизнес. Вĕсен тупăш илмелле. Çавăнпа вĕллесен ĕçлеме меллĕ пулмалла.

Роза ВЛАСОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.