Айхин юлташĕсем Чăваш Еншĕн тунсăхлаççĕ

13 Авăн, 2014

Чăваш халăх сăвăçин Геннадий Айхин чикĕ леш енчи юлташĕсем Правительство çуртне пуçтарăнчĕç. Вĕсем, Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен килнĕскерсем, Геннадий Николаевичăн ĕçĕсене куçарса вулакан патне çитереççĕ. Хăнасем амăшне халалланă "Вун пилĕк çултан" сăвва чăвашла, акăлчанла, норвегилле, шведла вулани чуна хускатрĕ. Аса илтеретĕп, Геннадий Айхин сăввисем 50 ытла чĕлхепе пичетленнĕ.

"Асра тытсассăн вăл ĕмĕр халăх чĕринче пурăнĕ", - терĕ ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева. Çавнашкалах 80 çулхи юбилей çулталăкĕнче Геннадий Айхине халалланă нумай мероприяти йĕркелеме палăртни çинчен каларĕ вăл.

Ахальтен мар Атнер Хусанкай филолог Айхистсен ушкăнĕ тавра сăмах пуçарчĕ. Çак тĕл пулу хамăр тăрăхра кăна мар, ют çĕр-шывра та унăн ĕçне тăсакансем пуррине çирĕплетет.

"Хаклă туссем! Пурсăра та салам!" - кĕтмен çĕртен чăвашла каларĕ Питер Франс. Вăл - Британи академийĕн тат Эдинбургри Король обществин членĕ, Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ. 1991 çулта Геннадий Айхи пухса хатĕрленĕ "Чăваш поэзийĕн антологине" акăлчанла куçарнă.

Салам сăмахĕсем те юлташĕ каланисемех. Ун чухне, 1989 çулта, Геннадий Айхипе иккĕшĕ самолетпа Шупашкара вĕçнĕ. Тăван тăрăха çывхарнă май сăвăç хăлхинчен пăшăлтатса вĕрентнине асран кăлармасть вăл. "Халĕ Раççейре те сайра хутра кăна пулатăп. Хамăр патрах ĕç нумай. Çав вăхăтрах Раççее килсен Чăваш Республикине çитмесĕр пултараймастăп", - тет Питер Франс.

Уппсале университечĕн филологи факультечĕн хисеплĕ докторĕ Анника Бэкстрем антологие шведла куçарнă. Хĕрарăм Геннадий Николаевичпа иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче паллашнă.

- Ун чухне ăна хула кăтартма ыйтрĕç. Кунĕпе пĕрле çÿресе туслашрăмăр. Кайран Айхи пирĕн патра та пулнă. Манăн мăшăра та лайăх пĕлнĕ. Унтан унпа çыру çÿретме пуçларăмăр. Малтан чăваш халăхĕ çинчен нимĕн те пĕлмен - вăл каласа кăтартрĕ, - аса илет Анника Бэкстрем. - Швеци те чăваш çĕрĕ пекех пĕчĕк çĕр-шыв. Манăн шухăшпа, пирĕн пĕр пеклĕх нумай. Айхи çуккишĕн тунсăх пусса илет. Çав вăхăтрах тĕнчере çавнашкал çын пурăннишĕн чун хĕпĕртет.

Сăвăç витĕмĕпе хĕрарăм чăвашла вĕренме пуçланă.

Пур пĕрех Геннадий Айхине чикĕ леш енче вырăсла сăввисем урлă пĕлеççĕ. Халĕ чăвашлисене те куçарма пуçланă. Швеци поэчĕ Микаэль Нюдаль сĕннипе поэтăн 6 сăввине харăсах акăлчанла, норвегилле, шведла куçарса уйрăм кĕнекен пичетлени - мăнаçланмалли тепĕр пулăм.

Ĕçе пуçăниччен Геннадий Айхин йăмăкĕпе Ева Лисинăпа нумай канашланине аса илчĕ вăл. Çакă ăна чăваш халăхĕн чунне ăнланма пулăшнă.

- Пирĕн килте ют çĕр-шывран килнĕ нумай çын хăналаннă. Питер Франспа вара чи малтан паллашă. Вăл Айхи çуккине туйни пирки каларĕ. Манăн чун та çакна туять. Ăна юлашки кунчченех асра тытасса пĕлни çеç лăплантарать. "Чăвашла шедеврсене пичетлесе кăларатăп", - теттĕм. Малтанах васкаман. Кайран, вăхăт сахал юлсан тин: "Пичетлесе кăларах", - сĕнчĕ.

Йывăрланса çитсен пушшех самантлăха та пулин кăмăлне çавăрас килетчĕ. Унăн куллине курас тесех юр çинчен сăвă çыртăм. Темиçе йĕркеллĕскерне "поэма" терĕм. Иксĕмĕрĕн хутшăнусене ачалăхри пек вăйă сĕмĕ кĕртесшĕнччĕ. Çавăн чухне унăн кăмăлне тупрăм - вăл кулса кăтартрĕ.

Йывăр чухне Геннадий Айхи чăвашла çыратчĕ. Чунĕ кÿтсе çитнĕ вăхăтра хайланă 18 сăвă хăварнă. Вĕсенче унăн чунĕ юлнă.

Норвеги поэчĕ Гуннер Вэрнесс чăваш поэчĕпе 2005 çулта фестиваль вăхăтĕнче паллашнă. Пĕрре курнăçниех ĕмĕрлĕхе асра юлнă. Айхи пултарулăхĕ урлă сăвăç тĕнчене мĕнле хакланине тишкерет вăл. Çав вăхăтрах чăваш халăх культурине ăша хывать.

- Геннадий Айхи ман тĕлĕке тăтăш килет. Вăл халĕ те чĕрĕ пек. Куçару ĕçĕнче те пулăшнăн туйăнать, - палăртать Гуннер Вэрнесс.

Айхи вырăсла пичетленнисĕр пуçне чăвашла çырнине пĕлсен тĕлĕннине пытармарĕ вăл. Çапах-ха хăшне куçарма çăмăлрах-ши? Чăвашлисем вырăслисенчен кĕвĕлĕхĕпе уйрăлса тăнине палăртрĕç ют çĕр-шыв çыннисем.

Ева Лисина пиччĕшĕн сăввисене ăста куçарнăшăн хăнасене тав турĕ.

Тепĕр кун куçаруçăсем Патăрьел районĕнчи Çĕньяла çитрĕç, поэтăн вил тăпри умĕнче пуç тайрĕç.

К.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче "Ултă сăвă" кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Хăнасем ыран çула тухĕç. Тăван тăрăха çитсен ăшă тĕл пулусем çинчен каласа-çырса кăтартĕç.

Мария РОМАНСКАЯ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.