Ҫыхӑнусем ҫирӗпленеҫҫӗ

24 Нарăс, 2022

Паян Чăваш Ене Раççейри халăхсен çурчĕн ертÿçи Андрей Березин çитнĕ. Вăл Шупашкарти Туслăх çуртне çитсе курчĕ. Раççейри халăхсен çурчĕ Чăваш Енри халăхсен ассамблейипе малашне çыхăнса ĕçлес тĕлĕшпе килĕшÿ турĕ. Унпа килĕшÿллĕн пĕрлехи мероприятисем ирттерĕç, пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртĕç. Кăçал акă "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале йĕркелеме тата "Раççейĕн тĕрленĕ картти" проекта пурнăçлама палăртнă. Андрей Николаевич каланă тăрăх, Раççейри халăхсен çурчĕ 200 наци çыннине пĕрлештерсе тăрать.

"Чăвашсем чи хастаррисенчен пĕрисем. Эпир ирттерекен пур мероприятие те хутшăнаҫҫӗ. Пирĕн çуртра чăвашсен наци культура автономийĕ валли уйрăм пÿлĕм уйăрнă. Тĕрлĕ наци культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе нумайрах ĕç тăвăпăр", - терĕ Мускав хăни.

Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра туслă çыхăну йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ. "Халăхсене пĕтĕçтерекен уявсемпе мероприятисем ытларах ирттерме тăрăшăпăр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Пĕрлĕхре - вăй", - терĕ вăл.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас