Çулăмран çăлса кăларнă
Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче 2 хваттерлĕ çуртра пушар тухсан 70 çулти арçынна сĕрĕм тивнĕ. Вăл урама хăй тĕллĕн тухайман.
Раççей МЧС службин ĕçченĕсем вăхăтра çитсе ăна çунакан çуртран илсе тухнă. Арçынна Канаш районĕн тĕп больницине сиплеве вырнаçтарнă. Пушарнăйсем алхасакан çулăма 20 минутра сӳнтернĕ. Пӳртри япаласем, сĕтел-пукан çунса кĕлленнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 133 пушар тухнă. Пурлăх тăкакĕ пĕтĕмпе — 1,5 миллион тенке яхăн. 10 çынна çăлса хăварайман, 10-шĕ суранланнă.
Комментари хушас