Кĕрхи калчашăн кулянмалла мар

14 Нарăс, 2022

Республикăра кĕрхи тырă калчи мĕнле хĕл каçнине специалистсем тĕрĕслесех тăраççĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçи Сергей Павлов палăртнă тăрăх, юлашки 20 çулта кăçалхи пек ăшă нарăс уйăхĕ пулман. Юр çусах тăрать, тата 19 мм чухлĕ хулăнланчĕ. Уйăхри вăтам температура 6 градус сивĕпе танлашать. Хирсенчи юр тарăнăшĕ 35-60 см. Çĕр 25-50 сантиметр таран шăннă. Калча шăтнă вырăнти çĕр температури — 0,8-0,9 градус сивĕ. Специалистсем тырă шăтаслăхне тĕрлĕ вырăнта тĕрĕсленĕ хыççăн «тивĕçтерет» /49,7%/ тата «лайăх» /49,4%/ паллăсемпе хакланă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас