Афган салтакĕсене курав халалланă

14 Нарăс, 2022

Красноармейски салинчи тĕп библиотекăра хăйне евĕрлĕ курав хатĕрленĕ.

«Опаленные Афганистаном» — çапла ят панă вулавăш ĕçченĕсем слайд-калава. Электрон куравра ку тăрăхран Афган вăрçине хутшăннă салтаксем çинчен каланă. Çав çĕршывран совет салтакĕсене кăларнине халалласа нарăсăн 15-мĕшĕнче çулленех тĕрлĕ мероприяти иртет. Анчах мĕн тӳсме тивнине салтаксем хăйсем çеç пĕлеççĕ. Красноармейски тăрăхĕнчи Валерий Кацовпа Виталий Степанова тăван ене таврăнма пӳрмен, вĕсен ĕмĕрĕ ытла та ир вĕçленнĕ. Пĕтĕмпе ку вăрçа районти 103 çын хутшăннă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас