Хула илĕртет
Чăваш Енре хăш çулсенче халăх ытларах хулана пурăнма куçнă?
А.АРТЕМЬЕВ.
Тăвай районĕ.
Урбанизаци - çĕр-шывра, регионта, тĕнчере хуласен шучĕ, общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ ÿсни. Çак юхăм ĕç вăйĕн куçăмне, демографи лару-тăрăвне, çынсен пурнăçне, культурăна, ытти тытăма улшăнусем кĕртет.
Чăваш Енре урбанизаци вăрах аталаннă. Виçĕ тапхăр уйăрма пулать. Пĕрремĕшĕ - 1930-1940 çулсем. Çак тапхăрта ялсенче, хуларипе танлаштарсан, халăх шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иккĕмĕшĕнче /1950-1970 çулсем/ çынсем хулана, уйрăмах тĕп хулана, туртăнма пуçланă. Виççĕмĕш тапхăрта /1980 çултан тытăнса/ уйрăмах Шупашкарта пурăнакансем йышланнă, ялсем пушанса юлма пуçланă.
1897 çулта хальхи вăхăтри республикăн территорийĕнчи хуласенче Чăваш Ен халăхăн 3,5 проценчĕ пурăннă, 1926 çулта - 5,1 процент, 2002 çулта - 60,6 процент. 1982 çулта хулана куçакансен йышĕ 50 процентран та иртнĕ.
2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 745,8 пин хула çыннине шута илнĕ. Çакă - республика халăхĕн 60,1 проценчĕ.
Комментари хушас