Çĕнĕ цехсем уçăлса пурнăçа хăтлăлатаççĕ

25 Раштав, 2013

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнчи «ИЗВА» обществăра пулчĕ. Пысăк вольтлă аппаратура завочĕн çĕнĕ корпусне уçма хутшăнчĕ. Ăна нумаях пулмасть туса пĕтернĕ. Савăнăçлă пухăва предприяти ертÿçи Юрий Попенов уçрĕ, кăçал хăпартнă цехра вăй хуракансен умĕнчи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Республика Пуçлăхĕ хальхи вăхăтра кирек хăш предприятире çĕнĕ корпус хута яни коллектившăн та, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Заводра ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ - Ишлейрен тата юнашар ялсенчен. Вĕсен кашни уйăхри ĕç укçи вăтамран - 21,2 пин тенкĕ. Шупашкарти заводсене куçма тĕллев тытмаççĕ. 359 çын ĕçлет.

М.Игнатьев Ишлейре тавар çаврăнăшне çулталăкра миллиард тенке çитерме капашакан завод пуррине пайăрласа калани кашнин чун-чĕрине кĕрсе вырнаçрĕ-тĕр. Чăн та, коллектившăн савăнмалла çеç.

Республика Пуçлăхĕ пухăннисене Чăваш Ен «Раççей электричество сечĕсем» обществăпа тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунине пĕлтерчĕ. Вăл - Чăваш Енри электрооборудовани хатĕрлекен предприятисен продукцине туянакан предприятисенчен пĕри. Хамăр продукцие лайăхрах сĕнмелле çеç. М.Игнатьев электрооборудовани туса кăларас енĕпе республикăра ырă тĕслĕх кăтартакан предприятисенчен хăшне-пĕрне асăнчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Егоров, завод директорĕ Ю.Попенов, çĕнĕ цех ĕçченĕсем А.Ершов, З.Матвеева, В.Мускаринов касрĕç. М.Игнатьев рабочисемпе куçа-куçăн сăмахларĕ. «Кирек хăш предприятире те ветерансен ушкăнĕ чăмăртанни лайăха кăна, - терĕ. - Вĕсем çамрăксене ĕç меслетне алла илме пулăшаççĕ. Электричествăпа çыхăннă производствăра ку - пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ăслая алла илмесен инкеке лекме пулать».

Заводра ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ 36 çулпа танлашать. 26 хĕрарăм пепке çуратма хатĕрленет е ачапа килте ларать. Чăн та, шкул çулне çитичченхи учрежденире вырăн парасса кĕтекенсем пуррине шарламарĕç. Иртнĕ эрнере Ишлейри ача садĕнче тепĕр ушкăн уçнине çеç пĕлтерчĕç.

Физкультурăпа туслă рабочисем ялта спорт комплексне хăçан хута ярассипе кăсăкланчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - проекчĕ хатĕр. Анчах ăна Хусанти экспертиза витĕр кăларнă хыççăн хăш-пĕр улшăну кĕртме пултараççĕ. Объекта 2014 çулта 10 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Мĕнех, йывăр урапа вырăнтан тапраннă. «Ишлейре физкультурăпа спорт комплексĕ пулатех», - пĕтĕмлетрĕ М.Игнатьев.

Кăшавăш ял тăрăхĕнчи Кăрмăш ялĕнчи урамсенче хытă сийлĕ çул тăвас ыйтăва та çĕклерĕç. «Ял тăрăхĕнче асфальт çул хывасси - вырăнти администраци тивĕçĕ, - хурав пачĕ Г.Егоров. - Çула хытарма вăл укçа пăхса хăварсан тăкакăн пĕр пайне район хыснинчен саплаштарма пулать».

Михаил ФЕДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.