«Хыпар» 130 (27863) № 23.11.2021

23 Чÿк, 2021

Хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварасшăн

Паянхи калаçу Чăваш Енри Тавра пĕлӳçĕсен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пулĕ. Ăна чăмăртанăранпа кăçал шăпах 30 çул çитрĕ, анчах никĕсне чылай маларахах хывнă.

Камсем хывнă?

Чăвашра паллă çынсемех: Василий Магницкий, Спиридон Михайлов, Николай Золотницкий, Иван Яковлев, Иван Юркин, çавăн пекех Александра Фукс, Василий Сбоев тĕпчевçĕсем. Вĕсем чăваш халăхĕпе тачă хутшăнура пулнă, Хусанти тата Чĕмпĕрти тавра пĕлӳ обществисемпе çыхăну йĕркеленĕ.

Чăваш тавра пĕлĕвĕн çĕнĕ тапхăрĕ 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Николай Ашмарин, Николай Никольский, Мĕтри Юман, Михаил Тинехпи, Гурий Комиссаров, Алексей Милли ячĕсемпе çыхăннă. Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче Атăлçи тăрăхĕнче тăван хутлăха тĕпчес юхăм вăй илме пуçласанах Чăваш Енре Вырăнти хутлăха тĕпчекен общество йĕркеленнĕ. Кăштахран Чăваш автономи облаçĕн районĕсенче унăн филиалĕсем чăмăртаннă. Обществăн канашне Даниил Элмен, Николай Золотов, Иван Яштайкин, Федор Павлов, Степан Максимов, Моисей Спиридонов, Николай Шупуççынни, Николай Патман, Кузьма Элле, ыттисем кĕнĕ. Чăваш хутлăхне тĕпчекен обществăпа /Шупашкарта/ танах Чăваш культурине тĕпчекен общество та /Мускавра/ чăмăртаннă. Иван Яковлев, Николай Ашмарин, Николай Маар унăн хисеплĕ членĕсем шутланнă.

Мĕн тума пултарнă-ха? Чăваш тĕп музейĕ, Чăваш кĕнеке палати, Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ ĕçлесе кайнă. Çапах хура пĕлĕтсем капланнă самантсем те пулнă. Сăмахран, большевиксем Шупашкартан тăван культурăн хастар ĕçченне Алексей Миллине кăларса янă. 1926 çулта ВКП/б/ обком бюровĕнче тавра пĕлӳçĕсен обществин членĕн Михаил Юрьевăн «Пăлхар патшалăхĕн юлашки кунĕсем» пьесине сӳтсе явнă. Çакăн хыççăн ăна Чăваш театрĕн тĕп режиссерĕнчен хăтарнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


«Пăшие хир сыснинчен уйăрайманнине ĕненес килмест»

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валерий Рашкин социаллă сетьре иртнĕ эрнере Саратов облаçĕнче пăшие карабинтан персе вĕлернине йышăнчĕ. Унччен хăйне сунар хуçалăхĕн ĕçченĕсем тытса чарсан: «Эпĕ вĕлермен, багажри пăши ашне вăрманта тупрăм», — тенĕччĕ. Çĕнĕ хыпара пурте, çав шутра сунарçăсем те, сӳтсе яваççĕ.

Хăй каланă тăрăх, вăл тĕттĕмре карабинăн тепловизорлă оптика прицелĕ витĕр пăхса мăнă хир сыснине аса илтерекен чĕрнеллĕ чĕр чуна 250 яхăн метртан икĕ хутчен пенĕ — лешĕ ӳкнĕ. Шел, çывăхрах хир сысни мар, пăши апатланнă. Депутатăн ăна пеме патшалăхăн тивĕçлĕ органĕ панă ирĕк тата талон пулман. Сунар йĕркине пăсса пăши амине вĕлернĕшĕн ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, следстви пырать.

— Мĕнле чĕр чуна тĕллени пирки иккĕленес мар тесе унăн тепловизор витĕр пĕрре çеç мар, темиçе хут та пăхмалла пулнă, — терĕ республикăн Чĕр чун тĕнчине тата çут çанталăкăн уйрăмах хӳтĕлемелли лаптăкĕсене сыхлакан дирекцин патшалăх инспекторĕ Александр Шуряшкин.

Асăннă учреждени инспекторĕсем тепловизорлă карабинпа усă курнине пĕрремĕш хут республикăра 2020 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче шута илнĕ. Браконьер çĕрле «Вепрь-308» карабинăн оптика прицелĕ витĕр пăхса Хĕрлĕ Чутай районĕнчи тырă пуссинче хир сыснисене шыранă. Инспекторсем ăна кĕтсе тăнă, сунар йĕркине пăснăшăн тытса чарнă, протокол çырнă, карабинĕпе тепловизорне туртса илнĕ.

— Депутат тепловизор витĕр пăхса 250 метрти пăшие хир сыснинчен уйăрайманнине ĕненес килмест, — калаçăва хутшăнчĕ республикăри паллă сунарçă Егор Владимиров. — Вăл унтан инçерехри чĕр чуна та лайăх кăтартать. Депутат пăшие тытма ирĕк тата талон илмесĕрех персе йĕркене пăснă. Эпĕ вĕсене, сунар билетне, килте пăшал упрама ирĕк панине çирĕплетекен документа, патшалăха пошлина тӳленине ĕнентерекен квитанцие, сунара каймассерен пĕрле илетĕп. Вăл е ку чĕр чуна дирекци ирĕк панă чухлĕ çеç тытатăп. Йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене, çав шутра кăçалхи юпа уйăхĕнче Патăрьел районĕнче «Рено Дастер» машинăпа хунарĕсене çутатса мулкачсене хăваланине тата пăшалтан пенине, ырламастăп. Юрать, руль умĕнчи сунарçă хирте вĕçĕмсĕр çаврăм тунине Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем асăрханă. Лешĕ транспорчĕпе çул çине тухсан пакунлисем чарăнса тăма ыйтнă. Хыçалти ларкăчĕ çинче авăрланă пăшал /авăрланăскерпе çул çӳреме юрамасть/ выртнă, багажникĕнче — мулкач тушки! Часах 30 çулти çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, пăшалĕпе машинине вăхăтлăха туртса илнĕ. Мулкача машинăпа хăваласа, хунарсемпе çутатса, пăшалтан персе тытни нумай сунарçа тарăхтарать. Çавнашкал тĕслĕхе кашни çул тенĕ пекех регистрацилеççĕ. Мулкачăн вилĕмрен çăлăнма нимĕнле май та çук чухне хăйне хунарсемпе çутатнă уйра хăвăрт чупакан хăватлă техникăпа хуптĕрлени пĕр сунарçа та чыс кӳмест.

— Сунар йĕркине пăсакансен хушшинче ахаль çынсем кăна мар, патшалăх служащийĕсем те пур, — палăртрĕ дирекци ертӳçин çумĕ Геннадий Исаков. — Кăçалхи чӳк уйăхĕнче Канаш районĕнче, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Етĕрне тăрăхĕнче тытса чартăмăр. Дирекци ирĕк памасăрах чĕр чуна вĕлерсе сунар угодине тăкак кăтартнăшăн суд йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн пысăк штраф тӳлеттереççĕ пулин те йĕркене пăсса тытма пăрахмаççĕ. Кăçалхи хăш-пĕр тĕслĕхе илсе кăтартас килет. Патăрьел районĕнчи 28 çулти сунарçă кăрлачăн 28-мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Искра поселокĕ патĕнче вăрăм кĕпçеллĕ пăшалтан пăши аçине персе вĕлернĕ, сунар хуçалăхне 240 пин тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Тĕрлĕ чĕлхепе калаçни туслă пурăнма чăрмантармасть

Юрий Алексеевичпа Анна Ярославовна пуçласа пĕр-пĕрне Чĕмпĕрте курнă. Шăпа вĕсене чылай çултан Трак ене илсе çитернĕ.

Юрий Кудряшов Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче çуралса ӳснĕ. Анна Орих Украинăн хĕвел анăç пайĕнче çитĕннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вăл Раççее килнĕ, Чĕмпĕрти цемент заводне вырнаçнă. Унтах çав çулсенче Юрий Алексеевич та ĕçленĕ. «Вăл — манăн иккĕмĕш упăшка, — терĕ Анна Яросла- вовна. — Эпĕ те унăн иккĕмĕш арăмĕ. Çамрăк чухне пирĕн çемьесем туслă пулнă».

Шăпа çырнинчен иртеймĕн темелле-ши? Чылай çултан иккĕшĕн те мăшăрĕсенчен уйрăлмалла килсе тухнă. Юрий Алексеевич çакăн хыççăн тăван тăрăхне таврăннă. Анчах тусĕпе Анна Ярославовнăпа çыхăнăва татман, Чĕмпĕрте пурăнаканскере Чăваш Ене килсе курма темиçе хутчен те йыхравланă. «Эпĕ ун чухне пĕчченех пурăнаттăм. Икĕ хĕр манăн, вĕсем çитĕннĕ, мăнуксем те пур. Çавăнпа вĕсене пĕччен мĕнле хăварас тесе, пахчара та ĕçсем пуррипе сăлтавласа чылайччен килĕшмерĕм», — каласа кăтартрĕ кил хуçи арăмĕ.

Юлашкинчен çапах та ăна хĕрĕсем ӳкĕте кĕртнĕ. Çула тухас умĕн те иккĕленĕвĕ сирĕлмен-ха унăн. Чăваш Республики... Пачах ют вырăн. Урăх чĕлхе тата... Çынсемпе чăвашла мĕнле калаçмалла? «Çакăн пек шухăшсемпе пăтранса пырсах кунта çитрĕм. Упăшка тăванĕсем мана питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Куркаласа çӳрерĕм. Пĕтĕмпех килĕшме пуçларĕ. Çапла вара эпĕ кунта юлмах шут тытрăм, иксĕмĕр пурăнса кайрăмăр, — каласа кăтартрĕ Анна Ярославовна. — Чĕлхене пĕлменрен кансĕртерех ĕнтĕ. Çынсем мĕн калаçнине ăнланмастăн. Анчах кунта пурте вырăсла пĕлеççĕ. Манпа калаçнă чухне тӳрех вырăс чĕлхи çине куçаççĕ. Красноармейскинче вун тăватă çула яхăн пурăнса хам та хăш-пĕр чăваш сăмахне вĕрентĕм ĕнтĕ».

Ку икĕ пинмĕш çулсен пĕрремĕш вунă çуллăхĕн варринче пулнă. Юрий Алексеевичпа Анна Ярославовна мăшăрланнă хыççăн Красноармейскинче кивĕ çурт туяннă, ăна пĕчĕккĕн çĕнетсе, хăтлăлатса пынă. «Ялта пурăнма питĕ килĕшет. Лăпкă, шăпăрт кунта. Транспорт çӳремест. Ачасем те кăмăллă. Вĕсем килсе каяççĕ. Асли — Краснодар крайĕнче, кĕçĕнни Новоульяновск хулинче пурăнаççĕ», — терĕ Анна Ярославовна.

Красноармейскинче пурăнма пуçласанах вăл ĕçе вырнаçнă. «Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Упăшка та пенсире», — пĕлтерчĕ кил хуçи арăмĕ. «Килте те ĕç нумай, — калаçăва хутшăнчĕ Юрий Алексеевич та. — Мăшăрăм пахчара ĕçлеме кăмăллать. Тата вăл вĕтĕ шăрçаран питĕ капăр картинăсем хатĕрлет. Манăн чун киленĕçĕ — кроликсем. Вĕсем маншăн хăйне евĕрлĕ хобби пулса тăчĕç. Маларахри çулсенче эпир качака та тытнă, йышлă чăх-чĕп усранă». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Кукамăшĕн кĕпине тăхăнсан хăй телейлине ăнланнă

Пурнăçра чуншăн çав тери хаклă япаласем пулаççĕ. Вĕсем çынна вăй-хăват, хавхалану парса тăраççĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăшри культура çурчĕн директорĕн, «Тăрмăш» фольклор ушкăнĕн ертӳçин Елена Матросовăн та пур ун пекки.

«Пĕррехинче шкул музейĕ валли манăн инке Элла Димитриева пиртен çĕленĕ икĕ шурă кĕпе илсе килсе пачĕ. Вĕсем тӳрех кăмăла килчĕç. Хунямăшĕн кĕписем иккен. Унăн хунямăшĕ маншăн та ют мар: Пăлакка аппа — аннен аппăшĕ. Тĕрĕссипе, кĕписем япăхнăччĕ, вырăн-вырăнпа шăши те вакланăччĕ. Вĕсене киле илсе килсе çурăм. «Кур-ха: мĕнле хитре!» — терĕм аннене уйрăмах килĕшнĕ кĕпине кăтартса. «Уй, ăçтан тупрăн? — тĕлĕннине пытармарĕ ватă. — Аннен кĕпи вĕт ку». Кукамай Перасковья ятлă пулнă. Вăл çак кĕпене качча кайнă чухне хĕрне Пăлакие парса янă. Çав кĕпене вĕсем пĕрле çĕленĕ, тĕрлесе капăрлатнă. «Икĕ кĕпине те лайăх астăватăп», — иртнине куç умне кăларчĕ анне. «1898 çул» тĕрлесе çырнă кĕпи çине. Питĕ çирĕп пиртен çĕленĕ ăна. Умне, çаннисене, аркă вĕçне çав тери хитре тĕрленĕ. Тĕлĕнсе каймалла илемлĕ!» — паллаштарчĕ Елена Николаевна. Вăл кĕпе аркине кăшт ылмаштарнă, кирлĕ вырăнта саплăк лартнă, çаннисене типтерленĕ, кăкăр умне илемлетнĕ. Тепĕр кĕпи 1919 çулта çĕленĕскер.

«Шурă кĕпепе вĕсем пăрçа çулма, тырă вырма тухнă. Туя шурă кĕпепе кайман. Çамрăксем ăна тăхăнса вăййа тухнă. 1919 çулта çĕленĕ кĕпипе качча кайнă. Ун çинче тĕрĕ нумай мар, ăна пусмапа капăрлатнă. Пĕрремĕшĕ чунăмра уйрăмах ырă туйăмсем вăратать. Йăхран йăха куçакан тупра-çке вăл! Халĕ ав ман пата çитнĕ кукамай кĕпи. Уншăн питĕ савăнтăм. Анне ăна уйăрса илнишĕн хĕпĕртерĕм. Çак кĕпене тăхăнса çынсене кăтартма май пурри те аван. Ку кĕпепе чухне пуçа чалма çыхатăп. Ум çаккисене те хăвармастăп. Хушпупа та аван курăнать вăл», — калаçăва тăсрĕ фольклор ушкăнĕн ертӳçи.

1898 çулхи кĕпене тăхăнса Елена Матросова икĕ çул каялла наци тумĕн фестиваль-конкурсне хутшăннă. Вăл Шупашкарти туслăх çуртĕнче иртнĕ. Мĕн тетĕр? Пĕрремĕш степень диплом лауреачĕ пулса тăнă. Пĕлтĕр тепĕр кĕпине конкурса тăратнă. «Аркине çĕнетрĕм, хăюпа усă куртăм, чĕрçиттине те хитрелетрĕм. Курава тăратнă тума жюри тӳрех асăрхарĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Юрий ТАТАРСКИХ: Экскурсисене чăвашла та ирттеретпĕр

Вĕсен ĕçне виçĕ сăмахпа хаклама пулать: сыхлаççĕ, тĕпчеççĕ, кăтартаççĕ. Çапах сыхласси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Наци паркне тĕрлĕ сăтăрçăран, çав шутра браконьерсенчен, пушартан упрамалла. Паян эпир республикăра вырнаçнă «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ пирки унăн директорĕпе Юрий Татарскихпе калаçăпăр.

— Кăçал кӳршĕ республикăра вăрмансем çунчĕç. Шĕкĕр Турра, пирĕн пата ку инкек çитмерĕ.

— Вут хыпса илни кăçал пирĕн вăрманта та пулчĕ. Чукалта пурăнакан çын тĕтĕм тухнине асăрханă та тӳрех лесничие шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вăрман ĕçченĕ вут тивнĕ çĕртен инçех мар çӳренĕ. Вырăна çитсе çулăма сӳнтернĕ. 1993-2019 çулсенче наци паркĕнче 5 пушар пулнă. Юлашкисем — 2019 çулта тата кăçал. Иккĕшĕ те йывăçа аслати çапнипе тухнă. Лăсăллă çамрăк йывăçсем уйрăмах хăвăрт тивсе илеççĕ. Аслати шăпах çавăн пек вырăнта çапать тата. 35 метр çӳллĕш икĕ пушар вышки пур. Унта çăвĕпех пирĕн инспекторсем хурал тăраççĕ. 2019 çулхи пушар лаптăкĕ те пысăках марччĕ. Ун чухне курăк çунчĕ, йывăçсем шар курмарĕç.

— Сирĕн офисра тĕлĕнмелле илемлĕ те хăтлă визит центр пур. Ăна йĕркелес шухăш епле çуралчĕ?

— Ку пирĕн визит карточки. Наци паркĕ пирки пĕрремĕш кăмăл-туйăм çуратакан пӳлĕм. Кунта кĕрсенех паллă вырăнсем çинчен, ытти информацие пĕлме пулать. Сăмахран, парка кĕриччен унта мĕнле чĕр чунсемпе ӳсен-тăрана тĕл пулатăн? Интерактивлă стендсем флорăпа фаунăн пур представителĕ пирки каласа кăтартаççĕ. Визит центра уçас шухăш 2013 çултах çуралнăччĕ. Чи малтанах хамăрăн стиле тупса брендбук /стиль мĕнле курăннине сăнлакан официаллă документ/ хатĕрлемеллеччĕ. Çак тĕллевпе Мускаври «Заповедники» экоцентрпа килĕшӳ çыртăмăр. Эмблемăна çĕнетрĕмĕр. Эпир Раççейри ытти вăрмантан уйрăлса тăратпăр, пирĕн Уставра «Чăваш вăрманĕ» тесе тăван чĕлхепе çырнă. Çавăнпа логотипра чăвашлăха палăртмалла тесе шухăшларăмăр. Символсене тĕпчерĕмĕр те пурнăç йывăççи шăпах пире юрăхлине ăнлантăмăр. Территорин 96 проценчĕ — вăрман: çурри — лăсăллă, çурри — çулçăллă йывăçсем. Кукăр-макăр пĕчĕк юхан шывсем, çырма-çатраллă вырăнсем кунта. Çавсене пĕтĕмпех эмблемăра сăнарларăмăр. Дизайнерпа пĕрле визит центрĕн макетне шухăшласа кăлартăмăр. Хамăрăн архиври сăн ӳкерчĕксемпе усă куртăмăр. Брендбук хатĕрлесе 2 çул иртрĕ. Ăна вĕçлесен ертӳçĕсене хамăрăн идейăпа паллаштартăмăр. Тĕлĕнмелле те, укçа питĕ хăвăрт уйăрчĕç. Çулталăк юсав ĕçĕсем иртрĕç. 2016 çулта хальхи йышши чаплă визит центр уçăлчĕ.

— Эсир — федерацин патшалăх учрежденийĕ. Кунта ĕçлесе Мускава пăхăнма кансĕр мар-и?

— Раççейĕн Çут çанталăк министерствин учрежденийĕ эпир. Департамент — Мускавра. Унччен отчетсем пама унта кайса çӳреттĕмĕр. Халĕ электрон почта, дистанци мелĕ ыйтусене татса парассине ансатлатаççĕ.

— «Чăваш вăрманĕнче» республикăра унччен пулман кайăксене асăрхатăр-и?

— Наци паркĕ — çут çанталăкри наука лабораторийĕ. Кунта çулталăкĕпех сăнавсем иртеççĕ. Наука пайĕнче виçĕ çын вăй хурать, вĕсем — заповедник тытăмĕнче нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă специалистсем. Преподавательсемпе студентсем те тĕпчев ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Наука ĕçченĕсем ытларах мониторинг енĕпе тимлеççĕ, Хĕрлĕ кĕнекери чĕр чунсемпе ӳсен-тăрана сăнаççĕ, хĕлле юр çинчи йĕрсем тăрăх чĕр чунсен шутне палăртаççĕ. Вĕсен тĕнчине йăлтах тĕпченĕ темелле, çапах кашни çул тенĕ пекех çĕнĕ кайăксемпе чĕр чунсене тупаççĕ. Пай ертӳçи Олег Глушенков орнитолог нумаях пулмасть ăмăрт кайăкăн урăх тĕсне асăрханă. Парк йĕркеленнĕ чухне кайăксен 109 тĕсĕ пулнă тăк, халĕ — 184. Çут çанталăк этемрен мĕн чухлĕ шар курнине тĕпчеççĕ. Пирĕн паркра туристсен маршручĕсем пур, куллен çын çӳрет. Телее, вĕсем ӳсен-тăран тĕсне сиен кӳмен. Ку енĕпе çухатусем пулман. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Наталия СЕРГЕЕВА: Хура çÿçлисене çут çанталăк вăй ытларах парать

«Санра хĕрӳлĕх, пултарулăх, вăй-хал тапса тăрать. Артистăн — пĕр лав, режиссерăн çĕр лав туртмалла. Малашне те вăйлă хĕрарăм пул. Çав вăхăтрах пурнăçу ачаш та çемçе пултăр», — терĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев Наталия Сергеева артисткăна, пултаруллă режиссера саламланă май. Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче театрта унăн пултарулăх каçĕ тата «Вăйлă хĕрарăм» /Жанна. Дальше будет новый день/ спектаклĕн премьери пулчĕ.

Каламасăрах та паллă ĕнтĕ: спектакль режиссерĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева. Тĕп роле те Жанна Георгиевнăна юбиляр хăй калăпларĕ. Ярослава Пулиновичăн пьесине чăвашла Марина Карягина куçарнă.

«Кашни хĕрача принц арăмĕ е артистка пулма ĕмĕтленет. Эпĕ вара: «Тележурналист пулатăп», — теттĕм. Красноармейски районĕнче Пикшикре Николай Карлин композитор ертсе пыракан хорта юрлаттăм. «Наташа, санăн артиста каймалла. Санран пулать», — хавхалантаратчĕç Пикшик вăтам шкулĕн учителĕсем. Анне чыслă çын пулмалли çинчен астутарсах тăратчĕ», — çапла аса илчĕ Наталия Алексеевна. Çак каç унăн ячĕпе ăшă сăмах нумай каларĕç. ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, театр директорĕ Юрий Владимиров, ЧНК вице-президенчĕ Павел Вязов, республикăри культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Светлана Демидова, Калмăк Республикин тава тивĕçлĕ артистки Лилия Эрендженова, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Елена Одинцова /Кировран/, Чăваш Енри театрсен артисчĕсем, ентешĕсем Наталия Алексеевнăн пултарулăхĕ тапса тăнине, вăл пысăк чĕреллĕ пулнине палăртрĕç. Юбиляра Шупашкар районĕнчи «Тăрăн ен» эстрадăпа фольклор тата Пикшикри культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» вокал ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. «Эсĕ питĕ çирĕп шăнăрлă, хăвăн сăмахна тытма пултаратăн. Хăв шутланине тăватăн. Пурне те юрăхлă çын. Асамлă сцена çинче куракансене малашне те савăнтар. Эпир, Тăрăн енсем, санпа мăнаçланатпăр», — Наталия Сергеевăна пиллерĕ Тăрăн шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Антонина Ефимова.

Çын хăйне ĕçре тупни — чи пысăк телейсенчен пĕри. Кун пек чухне пурнăç ăнатех. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Наталия Сергеева хăйне тĕрлĕ енчен тĕрĕслесе пăхнă. Аслă классенче пĕлӳ илнĕ вăхăтрах вăл Алла Пугачевăна евĕрлесе юрлатчĕ, сайра тĕл пулакан илемлĕ сасси кирек кама та тыткăна илетчĕ. Юбиляра хальхинче темиçе ыйтупа чăрмантартăмăр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.