Ÿпки 100 проценчĕпех сиенленнĕ хĕрарăма больницăран кăларнă

12 Чÿк, 2021

Паян Шупашкарти Афросинсен çемйишĕн калама çук хаваслă кун. Ирина Афросинăна ача кĕтнĕ тапхăрта коронавирус инфекцийĕ ернĕ. Унăн ӳпки çĕр проценчĕпех сиенленнĕ. Амăшĕпе пепкине çăлса хăварас тĕллевпе тухтăрсем ăна маларах кесерь мелĕпе çураттарнă.

«Аннен Ксения Егоровнăн çуралнă кунĕ тĕлнелле /вăл раштавăн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ/ çуралмаллаччĕ Владăн /арçын ачана çапла ят панă/. Вăл вара пирĕн туй кунĕнче (авăнăн 27-мĕшĕнче) çуралчĕ. Çут тĕнчене килнĕ чухне вăл 1 кг та 400 г кăна тайнă. Халĕ вара 2 кг çурăна çитнĕ», - каласа пачĕ Иринăн мăшăрĕ Юра.

Иринăпа Юрий Афросинсен Влад — виççĕмĕш ачи. Асли, Стас, 16-ра. Вăталăххи, Елена, 7-ре. Паян телейлĕ амăшне республикăри клиника больницинчен кăларчĕç. Хăйне вăл халĕ аванах туять. Унтан телейлĕ мăшăра шурă халатлисем ку таранччен Перинаталь центрĕнче выртнă Влада пачĕç. Вĕсене кĕтсе илме Иринăн ашшĕпе амăшĕ, Юрăн амăшĕ, тăванĕсем, тус-юлташĕ йышлăн пухăннă. Вĕсем пурте тухтăрсене чĕререн тав турĕç. «Питĕ йывăр вăхăт хыçа юлчĕ. Иринăпа Владшăн кашни кун кĕл тăваттăмăрччĕ. Ирина питĕ хаваслă, пурнăçа юратакан хĕрарăм. Оптимист пулни, хăйне шанни ăна йывăр чире парăнтарма пулăшрĕ, ахăртнех. Тухтăрсене тайма пуç. Чăн-чăн профессионалсем ĕçлеççĕ Чăваш Енре», - терĕ Иринăн хунямăшĕ Ксения Егоровна. Ирина вара йăл илсен, вăхăт çитсен ковидран прививка тутарасси çинчен пĕлтерчĕ. Ытти хĕрарăма сывлăха упрама, вăхăтра прививка тутарма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru Роза ВЛАСОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас