"Сăр çинчи çурт": халăх паттăрлăхне кăтартакан спектакль

11 Чÿк, 2021

Авăн уйăхĕнче Шупашкарти "Салют" культура çурчĕн проекчĕ "Культура — çĕнĕ форматра" номинацире палăрса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн грантне тивĕçнĕччĕ. Ун тăрăх культура ĕçченĕсем "Сăр çинчи çурт" перфоманс тата "Тыл та фронт пулнă" курав хатĕрлеме палăртнă.

Паян вĕсем хăйсем патне хăнасене йыхравларĕç: куравпа тата спектакльпе паллаштарчĕç. Пĕрремĕш куракансен йышĕнче Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева тата культура учрежденийĕсен ертӳçисем пулчĕç.

"Сăр çинчи çурт" перфоманс — вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа тата Сăр чиккисене тăвакансен паттăрлăхне сăнлакан интерактивлă спектакль. Ăна хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса хатĕрленĕ. Куракан вырăнĕ те залра мар, сцена çинче. Сцена çинчех — хальхи вăхăтри пурнăç, чаршав тепĕр енче — 1941 çул: çемье ашшĕне фронта ăсатни, хĕрарăмсемпе ачасем окоп чавни, вăрçă хирĕ… Спектакльте чуна тивекен самант чылай, паян та вăл нумайăшне куççуль кăларттарчĕ.

www.hypar.ru Вера ШУМИЛОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас