Илĕртет пире Крым...

9 Авăн, 2014

Чăваш наци музейĕнче "Пирĕн Крым" курав уçăлнă. Экспозици ТАСС фотохроникин архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем урлă çур утравăн пĕр ĕмĕрхи кун-çулĕпе паллаштарать. Вĕсене Раççейри чи ватă агентствăн корреспонденчĕсем тунă. Авторсен йышĕнче - Совет Союзĕнчи тата Раççейри паллă фотожурналистсем.

Курава 50 ытла ĕç тăратнă. Революциччен Крымра ÿкернисем те пур унта. Пĕрин çинче, акă, II Николай император çемйипе сăнланнă, тепринче - Мисхорăра канакан Лев Толстой. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçипе çыхăннă пая Керчь тата Севастополь хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенчи /1944 çул/ кадрсем уçаççĕ. 1960 çулсем - тĕнче уçлăхне алла илнĕ тата халĕ те халăх юратса пăхакан фильмсене ÿкернĕ тапхăр. Кунта Юрий Гагарина тата "Артекра" пулă тытакан Александра Пахмутовăна курма пулать. Çавăн пекех Леонид Гайдайăн "Кавказская пленница, или Новые приключения Шурика" комедие ÿкерекенсен ĕç-хĕлĕпе паллашма та май пур.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсене сăнлакан пайра КПСС Тĕп Комитечĕн пĕрремĕш секретарĕн Леонид Брежневăн Крымра каннă чухне тунă сăн ÿкерчĕкĕсем вырăн тупнă. Кунта Совет Союзĕн тата Вьетнам космонавчĕсенчен йĕркеленĕ экипажăн Хура тинĕсри тренировкисене сăнлакан кадрсем те пур.

Экспозицие кăçалхи сăн ÿкерчĕк вĕçлет. Унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăнланнă. Вăл Аслă Çĕнтерÿ - 69 çул, Севастополе ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине халалланă мероприятире Севастополь хÿтĕлевçисен мемориалĕ патне чечек çыххи хурать.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: