Çуралакан ытларах

9 Авăн, 2014

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юратупа пурăнма сунать

Журналист тивĕçĕпе тăтăшах çул çÿреме тивет. Тĕрлĕ ыйтупа тĕрлĕ çын хушшинче пулатăн. Массăллă мероприятие хутшăнма тÿр килчĕ тĕк влаç органĕсенче ĕçлекенсен сăмахне итлемесĕр таврăнмастăнах. Сăмахран, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа мĕн çинчен калаçнине хăлха хĕррипе епле ирттерсе ярăн? Çакна асăрхатăп: республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ темăсене палăртнă май çемье институчĕ, демографи лару-тăрăвĕ çинчен сăмах хускататех. Патшалăх тĕрекĕ чăннипех çемьери тăнăçлăхран пуçланнине çирĕплетнĕ май пурне те юратупа пурăнма сунать. Çамрăксен, студентсен ушкăнĕпе иртекен тĕл пулусенче уйрăмах вырăнлă унăн ĕнентерÿллĕ калаçăвĕ.

Студентсен аудиторийĕнче кăна-и, Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа çурла уйăхĕнче куçа-куçăн тĕл пулнă чухне те Михаил Игнатьев çемьепе тÿрремĕн çыхăннă ыйтусенчен пăрăнмарĕ. "Республикăра пурăнакансен социаллă тăрăмĕ лайăхланать. Юлашки 20 çула илес тĕк 2012 çулта тинех демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнма тытăннăран çапла калатăп. 2013 çулта халăх шучĕн чăн ÿсĕмĕ 1027 çынпа танлашрĕ, çакнашкал ÿкерчĕк паян та тытăнса тăрать-ха. Йышлă çемьери ачасен шучĕ юлашки икĕ çулта 11 процент таран ÿсрĕ, урăхла каласан çемьесенче виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачасем ытларах çуралаççĕ", - республикăри лару-тăрăва уçăмлатрĕ Михаил Васильевич.

Чăннипе паянхи кун тĕлне еплерех-ха Чăваш Ен демографи картти? Вулаканăн çакăн çинчен тĕплĕнрех пĕлес килнине чухланăран хăш-пĕр цифрăпа, фактпа паллашар-ха.

Кăçалхи сакăр уйăхра республикăра 10138 ача çуралнă, вилекенсен шучĕ - 9708. Эппин, çут тĕнчене килекенсен йышĕ пысăкрах пуласси сыхланса юлать: çак тапхăрта 430 çын хушăннă. Пуринчен ытла - Шупашкар хулинче. Çĕнĕ Шупашкарпа Канаш хулинче те çак йÿтĕм палăрать. Тÿнтерле ÿкерчĕке вара Улатăр хулинче асăрхатпăр. Çичĕ уйăхра унта халăх шучĕ 147 çын таран сахалланнă. Районсене илес тĕк асăннă тапхăрта ÿсĕм Шупашкар /105 çын/, Патăрьел /23 çын/, Шăмăршă /1 çын/ тăрăхĕсенче кăна палăрнă. Сăмах май, çулталăк пуçламăшĕнче районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне вырăна тухса паллашнă чухне республика ертÿçи Шăмăршăсене демографи лару-тăрăвĕшĕн ятланăччĕ. Ун хыççăн Чăваш Ен ертÿлĕхĕ вĕсене куçран вĕçертмерĕ, улшăну пурри-çуккине тĕпчесех тăчĕ. Акă куратпăр: пăр тапраннă иккен.

Демографи тĕлĕшĕнчен мĕншĕн çакăн пек лару-тăру йĕркеленнине тĕпченĕ экспертсем çапла палăртаççĕ: тĕп сăлтав - çамрăксем ялтан хуланалла талпăнни. Вилĕм сăлтавĕсем малтанхиллех - юн çаврăнăш тытăмĕн чир-чĕрĕ /33,8 процент/, ăнсăртран сиксе тухнă инкек-синкек /13,6 процент/, усал шыçă /11,8 процент/, сывлав органĕсен /7,5 процент/, вар-хырăм /6,1 процент/ чир-чĕрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи çичĕ уйăхра вилнисен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен уйрăлса тăмасть теме те юрать. Шел, "тулаш" сăлтавсене пула пурнăçран кайнисен шучĕ ÿснĕ. Сăмахран, çул-йĕр çинчи инкек-синкекре асăннă тапхăрта 145 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă /пĕлтĕр - 124/.

Статистика çакна та çирĕплетет: Чăваш Республикинчи хуласенче ку яхăнта çуралнă пепкесен йышĕнче çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем "пирвайхи кайăксенчен" йышлăрах. Çакă мĕн çинчен калать-ха? Эппин, хулара пурăнакансемшĕн хальхи вăхăтра çемьери пĕрремĕш мар, черетлĕ ачана çут тĕнче парнелес шухăш патне çитме çăмăлрах.

Мăшăрланакансем е расна пурăнасси çинчен хут уйăрттаракансем çинчен мĕн каламалла? 1000 çын пуçне шута илес тĕк кăçалхи çичĕ уйăхра Мендельсон маршĕ ялта пурăнакансемшĕн хуларисенчен ытларах янăранă. Апла пулин те уйрăлакансен йышĕ 1000 çын пуçне - хуласенче пысăкрах. Пуринчен ытла Патăрьелсемпе Елчĕксем савăнтараççĕ: çак районсенче мăшăрланакансен йышĕ уйрăлакансенчен чылай пысăкрах!

...Аслисене, ваттисене сума сăвакан, вĕсен пилне асра тытса, йăла-йĕркине пăхăнса пурăнакан хăйĕн çемйине упрассишĕн çине тăратех. Çак шухăша хам ăсласа каламастăп, анчах вăл чăнлăхпа пĕр килни пирки иккĕленместĕп. Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕнчи ентешсем наци генофондне сыхă упракансем тетпĕр. Асăрхарăр ĕнтĕ, статистика та çакнах çирĕплетет. Çемье саланмасан чи малтанах унра тĕвĕленекен хаклăхсем те /тăван халăха, çĕр-шыва юратасси те çав шутрах/ çухалмĕç. Акă мĕнре çирĕп кил-йышăн тĕшши.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме