«Чăваш хĕрарăмĕ» 42 (1219) № 28.10.2021

28 Юпа, 2021

«Чире çăварлăхлама пулать»

Инкеке сиссен тӳшек сарса хумалла пулнă теççĕ. Кăсăклă, сарса ĕлкĕрни кам та пулин пур-ши? Çав кун Елена Хрусцелевская, Чăваш Енри тата Мари Элти аптекăсен сечĕн директорĕ, черетлĕ командировкăна кăмăлпах пуçтарăннă. Çула тухас умĕн, яланхи пекех, мăшăрне чуп тунă, йыттине хăлхинчен ачашшăн шăпăлтаттарса илнĕ. Сыв пуллашнă май хунямăшĕ ырă суннă — ăннă хĕрарăмсене, амăшĕпе хĕрĕ пекех хутшăнса пурăннă вĕсем. Сăмах май, шухăшласа та кăлараймăн: хунямăшĕ те, кинĕ те пĕр ятлă — Елена Хрусцелевская.

Пĕрремĕш туйăм — шикленӳ

Ĕçсене вĕçленĕ, ыйтусене татса панă хыççăн каçхине хăна çуртĕнче кăштах канса илес тенĕ хĕрарăм. Душран лайăхраххи мĕн пултăр кун пек чух? Шыв, тумламăн-тумламăн юхса, çаппа-çарамас кĕлетке тăрăх пĕр вăтанмасăр йăрăлтатса анса, кун каçипе ывăннине çуса каять. Ăçтан çакăн чухлĕ вăй шывăн? Мĕнле энергетика унăн? Майĕпенех вăй таврăнать, ахальтен каламаççĕ пуль çав шыв кунĕпе пухăннă вараланчăк энергетикăран тасатать тесе.

Юмахри пек чиперукăн скульптор касса кăларнă пек кĕлетки тăрăх йăрăлтатать те йăрăлтатать шыв. Çӳллĕ, яштака, «стайлă» тет чăваш кун пек чух. Хумлă çӳçĕ ыраш пек хумханать. Куçĕ… Пĕрре лексен каялла тухаймăн. Елена иртсе пынă майăн пĕр каччă кăна мар çаврăнса пăхĕ хыçалтан. Çамрăксем кăна-и? Тăнлавĕ кăна мар, сухалĕ те кĕмĕлленсех ларнисем те чĕлхисене чаклаттараççĕ те Еленăна курсан, анчах темĕн те сисекен кинемейсем çавăнтах ĕнсе чикки парса илеççĕ ватăлма ĕлкĕрнĕ савнийĕсене. Çавăн пек чиперук вăл, пирĕн Елена.

Ывăннă пулин те, ыйтăва татса пама май килнишĕн савăннăскер, кĕлеткине сантиметр хыççăн сантиметр юратса кăпăклать. Мĕн ку? Алă кăкăр тĕлĕнче чарăнать. Пӳрнесем темĕнле мăкăль шыраса тупаççĕ. Чун çурăласла ыратса каять. Унтан пĕтĕм кĕлеткене шиклĕх ярса илет. Шиклĕх, хăрани хĕрарăм кĕлеткине удав пек пăвса хурать. Хĕрарăм йăлт çухалса каять: вăхăта та, хăй ăçта пулнине те ăнкармасть. Тин кăна вăл паян арçынсем хăй хыççăн епле çаврăнса пăхнине аса илсе йăл кулатчĕ. Йăлт, пĕр самантра таçта кайса кĕчĕ. Тăнлавран ула такка таккать тейĕн: мăкăль, мăкăль, мăкăль…

Шупашкара таврăнсан Елена пĕтĕм ĕçе пăрахса, никама та нимĕн те каламасăр — çывăх çынсене мĕншĕн сăлтавсăрах пăшăрхантарас — онкодиспансера чупать. Хĕрарăм чухлани тĕрĕсех. Рак. Ура айĕнчи çĕр таçта кайса çухалать. Юлашки тĕреве Елена ĕçленĕ аптека сечĕн администрацийĕ тапса кăларать. «Эсир чирлĕ. Апла тăк ĕçлейместĕр», — çакăн пек сăмахсемпе сыв пуллашнă вĕсем 13 çул хушшинче 25 точка уçса панă ертӳçĕпе. Этем — никам та мар. Укçа кăна — тĕп вырăнта. Никам кĕтмен диагнозпа, ĕçсĕр тăрса юлнă çапла Елена…

Парăнмастăп…

Çĕнĕ пурнăç, тĕрĕсрех, пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ, пуçланнă. Темĕн те пулнă унта. Каçăхса кайса макăрни те. Йăлтах шанма пăрахни те. Пурăнас килменни те. Чиркĕве кайса Турăран макăрса вилĕм ыйтнă хĕрарăм.

Шалта кăна темĕнле пĕчĕк те çирĕп япала ларнă. Шăпах вăл алă усма паман. Елена, вăйран кайнипе, чарăннă — лешĕ малалла тĕкнĕ. Вăй пачах пĕтнипе Елена ӳкнĕ — вăл ура çине тăмашкăн алă тăсса панă. Елена, тарăхнипе тĕнчене аркатма хатĕр пулнă — вăл яланах лăплантаракан сăмахсем тупнă. Çав, пĕчĕкскер, хăйĕн тĕллевне пурнăçланă — Елена, феникс кайăк пек, çĕнĕрен чĕрĕлсе ура çине тăнă. Шăлне çыртнă. Елена çак сăмахсене гранит çине касса кăларнă пек каланă: НИМ ТУСАН ТА ПАРĂНМАСТĂП!

Çирĕп кăмăллăскер, яваплăскер, хăюллăскер хăйне алла илнĕ. Чирпе кĕрешме пуçланă. Сиплев хыççăн сиплев. Çав вăхăтрах вăл ĕçлеме те пăрахман. Тĕрĕссипе, Елена нихăçан та ĕçрен хăраман. Алла диплом иличченех аптекăна вырнаçнă, вĕреннĕшĕн хăех тӳлесе пынă. Хальхинче те хăвăртах урăх ĕçе кӳлĕннĕ. Каллех пакша пек çаврăнма пуçланă. Анчах вăй чакни сисĕннĕ — хими хăйĕн ĕçне тунă. Пуçлăх ярасшăн пулман — кун пек хăть чир çинчен шухăшлама вăхăт юлмасть. Анчах Елена хăй каланинчен чакман. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Руна çулĕ — халăхăмăрăн истори çулĕ

Крымра каннă чух вырăнти экскурсовод каччăсем Аслă пурçăн çулне курма илсе кайнăччĕ. Мана таçта аялта-аялта сарă пурçăн пек явкаланакан хăюсăр пуçне хăйсене мĕн тери мăнаçлă тыткалакан йĕкĕтсем тĕлĕнтернĕччĕ. 20-30 çулсенче кăна вĕсем. Хăйсен чĕлхипе шăкăлтаттараççĕ кăна. Вĕренӳрен каннă вăхăтра, çулла, авă экскурсоводра ĕçлеççĕ.

Чăваш Республикин официаллă сайтĕнче çĕнĕ хыпар — «Руна çулĕ» — вуласан чăрсăр шухăш çуралчĕ. Ăна, чăн та, Чăваш Ен туризм бренчĕ пек йĕркелеççĕ-ха. Анчах çавна май манăçнă çак çырулăха чĕртсе тăратма май килсен — çакна тума пултаракан чĕлхеçĕсем пур-çке пирĕн – хамăрăн чăн историе ĕмĕрхи тусанран шăлса тасатма май килĕ. Ун чухне пур тĕнчене ĕнентерме пултарăпăр хамăр чи авалхи, вăйлă, мăнаçлă та пуян халăхсенчен пĕри пулнине…

Чăваш Ен регионсенчен хушшинчи «Руна çулĕ» бренд маршручĕ пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Правительствин вице-премьерне Дмитрий Чернышенкăна пĕлтернĕ. Регионсен хушшинчи çак маршрут Чăваш Ен аталанăвне витĕм кӳрĕ. Кăсăклă маршрут 2030 çул тĕлне регионпа паллашма 1 миллион туриста яхăн явăçтарма пултарĕ. Стратеги аталанăвĕсен проекчĕсене иртнĕ эрнере хӳтĕленĕ. Республикăна вăл хăвăрт аталанма пулăшас шанăç пур.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, сăмах регионсен хушшинчи бренд маршручĕн центрне йĕркелесси пирки пырать. Условисене тивĕçтерсен вăл «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проектне кĕме пултарать. Проекта 2030 çулта Ростуризм тата «Туризм.рф» хута яма палăртаççĕ. Ăна пурнăçа кĕртмешкĕн 6,98 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ.

«Руна çулĕ» Раççей 12 субъектне пĕрлештерĕ: Карели, Коми, Чăваш Ен, Мари Эл, Мордови, Пермь крайĕ, Чĕмпĕр, Хакаси, Алтай Республики, Тыва, Буряти, Якути. Çак тăрăхсенче руна, унпа çыхăннă археологи палăкĕсем сыхланса юлнă.

Кĕске маршрут, паллах, малтанах Чăваш Енре йĕркеленĕ. Çул хĕрринчи чарăнмалли вырăнсем, туризм-экскурси программисем палăртмалла. 2024 çулччен 11 лапам уçăлмалла. Вĕсен шутĕнче: этнопарксем, туризм-информаци центрĕсем, паянхи кунпа çыхăннă объектсем.

Проектпа çыхăннă кăмăллă пулăмсем татах пур. Сăмахран, 2030 çул тĕлне вăл региона туризм рейтингĕнче çĕкленме май парĕ — ку таранччен 51-мĕш вырăнта пулнă тăк халĕ малти 20-ĕш йышне лекес шанăç пур. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — ĕç вырăнĕ 3,5 хут ӳсме пултарать. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Шашлăк та… пыра ларать

«Эпĕ ун чухне Красноармейски районĕнчи Упи шкулĕнче пĕлӳ илеттĕм. Пирĕн тăрăха медик волонтерсем килнĕччĕ. Трак хĕрĕ Ангелина Николаева çак юхăмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Инкеке лекнĕ çынна медицина пĕрремĕш пулăшăвĕ пама вĕрентрĕ. Ăна итленĕ май медик волонтерсен йышне кĕрес шухăшпа çунатлантăм», — калаçу пуçларĕ Карина Антонова. Хăй ĕмĕтленнĕ пекех, И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-н медицина факультечĕн студенчĕ пулса тăнă вăл. Волонтерсен шкулĕнче вĕреннĕ. Каярах Ангелина Николаевăн пулăшуçине çирĕплетнĕ ăна.

Карина Антонова кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш пулăшу паракан инструкторсен ятарлă шкулĕн ĕçне хутшăннă. Мускава тĕрлĕ тăрăхран пынă волонтерсемпе туслашнă. Вĕсен ĕç майне ăса хывнă. Регионри çак юхăмăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Çĕнĕ юлташсем Чăваш Енри хастарсемпе çывăхрах паллашма кăмăл тунине пытарман.

Тăн çухатсан

3-мĕш курс студенчĕ республикăри медик волонтерсем пĕр çемьери пекех туслă пурăннине калать. Çак йышра — тĕрлĕ наци çыннисем. Вĕсем пĕр-пĕрне тĕрев парса ĕçлеççĕ, çĕнĕ проектсене хута яраççĕ.

Медик волонтерсем предприятисенче, шкулсенче ăсталăх класĕсем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Сăмахран, çын тăнне çухатнă. Унăн пурнăç паллисем çук. Çак самантра ăна мĕнле пулăшмалла? Шăпах пулас медиксем массаж хăйне евĕрлĕхне кăтартаççĕ. «Пулăшу паракан çын хăй çухалса кайманни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — пĕтĕмлетет çамрăк.

Пĕрремĕш пулăшу паракан волонтерсен ĕçне аталантармашкăн Марина Смирнова грант çĕнсе илнине палăртмалла. Ку укçапа грим илнĕ. Унпа инструкторсен шкулĕнче усă кураççĕ. Карина Анто-нова каласа кăтартнă тăрăх, кунта инкеке лекнисене вылякан çынсем пур. Вĕсенчен пĕрин, сăмахран, ури хуçăлнă, теприн чĕри тапма чарăннă, виççĕмĕшне пăшалтан персе амантнă... Çав çынсем пулăшу кĕтеççĕ. «Актерсем ыратнине кăтартма, хăранине ирттерме кăшкăраççĕ. Йăлтах чăн пурнăçри пекех курăнать», — тет инструктор.

Çакăнта пулас медиксем кăна мар, ытти факультетра вĕренекен студентсем те хăйсен пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. Пĕрремĕш пулăшупа вăхăтра тивĕçтерни çыннăн пурнăçне çăлнине никамран лайăх пĕлеççĕ вĕсем.

«Медик волонтерсен йышне кĕмен тĕк тăм илнĕ алла сивĕ шыва чикмеллине пĕлмен пулăттăм. Ахăртнех, хăвăртрах ăшăнас тесе вĕри батарея çумне тĕршĕнĕттĕм. Çапла майпа алла пĕçертме пулать вĕт», — ансат чăнлăха палăртать хĕр.

Пĕррехинче ялта Карина Антоновăн шăллĕ шашлăк татăкне пырне лартнă. Геймлих мелĕпе усă курса аппăшĕ арçын ачан сывлав çулне уçнă. Медицина пĕрремĕш пулăшăвне ăса хывни яланах кирлине çирĕплетет çак тĕслĕх.

Инструкторсем тĕрлĕ лару-тăрăва сӳтсе яваççĕ. Урамра выртакан çынна, сăмахран, ĕçсе ӳсĕрĕлнĕшĕн ӳпкелеме пăхаççĕ. Ăна вара шалкăм çапма пултарнă. «Инсульт, инфаркт паллисене кашнинех пĕлмелле. Шалкăм çапсан кĕлеткен пĕр пайĕ туйми пулать. Çын ал- урине çĕклеймест. Унăн кулли улшăнать. Инфаркт пулсан чĕре чăтмалла мар хытă ыратать. Ураран ӳкнĕ çынна курсанах «Васкавлă пулăшу» чĕнмелле», — ăс парать медик волонтер. Кая юлсан вара ăна сыватас шанăç чакать.

Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче компьютерпа, телефонпа усă курасси тĕп вырăна тухрĕ. Медик волонтерсем йĕркелекен ăсталăх класĕсем çитĕнекен ăрушăн усăллă пуласса шанас килет. «Компьютер экранне çывăхран пăхмалла мар. Унран 30 сантиметр аякка вырнаçмалла. 1 сехет ĕçлесен тăхтав тумалла. Каннă вăхăтра куç гимнастики пирки манмалла мар», — аса илтерет çынсен сывлăхĕшĕн яваплăскер. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Чир хăрушлăхне сыватмăшра ăнлантăм

Республикăра коронавирус сарăлассипе лару-тăру çивĕчленсех пырать. Хальхи вăхăтра сыватмăшсенчи ковид уйрăмĕсенче кăна 3300 çын сипленни, вĕсенчен 900-шĕн сывлăхĕ уйрăмах япăххи çинчен сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов чир сарăлассине хирĕç ĕçлекен оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтернĕ. 109 çын ИВЛ-аппаратпа сывлать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен йышĕ ӳснĕрен стационарсенче вырăнсен 4 проценчĕ кăна пушă. Сипленекенсене сывлама куллен 45 тонна кислород кирлĕ.

Çӳлерех кăтартнă цифрăсем ковидпа сыватмăшсенче кĕрешекенсене пырса тивеççĕ. Çав вăхăтрах чылайăшĕ хаяр чиртен амбулатори сăнавĕпе килте сипленет. Вĕсене пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсем асăрхаса тăраççĕ. Паллах, медицина ĕçченĕн канашĕсене çирĕп пăхăнса пыракан чылай çын амака килти условисенчех парăнтарать. Хăш-пĕрне, шел те, вирус хытах тапăнса чире шала ярать.

Шупашкар районĕнче пурăнакан 50 çултан иртнĕ Регина республикăра пандеми алхасма тытăннăранпах чиртен асăрханма тăрăшать. Килте ватă çын — 76 çулти амăшĕ, «вĕттисем» — шкул ӳсĕмне çитмен мăнукĕсем пурăннине, хăйĕн шала кайнă чир-чĕр пуррине кура коронавирусран сыхланмалли мерăсене пушшех çирĕп пăхăнать.

— Лавккаран килнĕ хыççăн апат-çимĕç тултарнă хутаçа пăрахатпăр. Килте кашнине уйрăм савăт- сапаран çитересси йăлара. Алла урамран кĕмессерен лайăх çăвасси — çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те çырман саккун пекех. Килте пурте тытакан хатĕр-хĕтĕре ятарлă ирĕлчĕкпе йĕпетсе сăтăрма та хăнăхрăмăр. Иммун тытăмне улма-çырла çисе, сиплĕ тĕрлĕ чей ĕçсе çирĕплетме тăрăшатпăр. Хама илес тĕк, Д витамин ĕçеттĕм. Вăл организмра çителĕклĕ пулсан чир-чĕр ерес хăрушлăх чакать — кун çинчен пĕлнĕ. Кăçал та хĕлĕпех ĕçрĕм ăна. Хĕвеллĕ кунсем çитсен ăша ямашкăн чарăнтăм çав. Тен, малтанхи йăлана тăснă пулсан чир ересрен сыхланса юлаттăм, — çапла пуçланчĕ калаçу çурла уйăхĕнче хаяр инфекципе чирлесе ирттернĕ хĕрарăмпа.

Регина малтанах пыр ыратнине сиснĕ, çакă сивĕ арпус çинĕрен-тĕр тесе шухăшланă. Ӳсĕркелеме тытăннă. Ӳслĕкпе пĕрлех ӳт температури хăпарма пуçланă. Малтанхи тапхăрта вăйлах канăçсăрлантарман вăл. Çак паллăсене кура коронавирус ернине кăтартакан тест витĕр çийĕнчех тухнă. Унăн кăтартăвне пĕличченех шăршă туйма пăрахнă. Çапла хăй каварлă чир тыткăнне лекнине пĕлнĕ. Çапах та ялта пурăнакан хĕрарăмăн сыватмăша кайиччен пĕр эрне иртнĕ.

— «Васкавлă пулăшу» машинипе малтанах Канаш районĕнчи больницăна илсе çитерчĕç. Компьютер томографийĕ ӳпке икĕ енчен 20 процент таран вĕрĕлнине кăтартрĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.