- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 41 (1218) № 21.10.2021
Наци апачĕ — халăх чыс-сумĕ
Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хăйĕн йăли-йĕркипе пуян. Тĕрлĕ ĕçре пилĕк темĕн чухлĕ авнине пăхмасăр уяв йĕркелеме те вăхăт тупнă йăхташăмăрсем. Çулталăк кашни вăхăчĕ хăйĕн пулăмĕпе палăрса тăнă. Тĕслĕхрен, кĕрхи ĕçсене вĕçлесен, тыр-пул хатĕрленĕ хыççăн кĕр сăри ирттернĕ. Çĕнĕ тырра авăртнă çăнăхран çăкăр пĕçернĕ, çĕнĕ хăмларан сăра вĕретнĕ. Кăпăклăскере ятарлă кĕлĕ каланă майăн «киветнĕ» — çĕннине малтанхи тухăçран хатĕрленипе хутăштарнă. Çак йăлана туса ирттерме пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ. Паллах, сăрасăр пуçне хутаçа кучченеç татах та чикнĕ: хуплу, шăрттан…
Хальхи вăхăтра кĕр сăри ирттерме пăрахнă ĕнтĕ. Халăх уявне культура тытăмĕнчи тĕрлĕ мероприятире, сцена çинче, кăна куркалатпăр. Тепĕр тесен, авалхи йăла-йĕркепе çавнаш-кал шайра паллашма май килни те паха, унсăрăн паянхи çамрăксемпе тăхăмсем ăруран ăрăва куçса пынă йăласем çинчен пĕлмĕç те.
Халăх культурипе çыхăннă мешехе туризм тытăмĕнче яланах паллă вырăн йышăнать. Ку е вăл тăрăхра мĕнле халăх пурăннине гид каламасăр та тавçăрма пултармалла хăнасен. Çи-пуç, юрă-ташă, кĕвĕ хатĕрĕ, апат-çимĕç, халăх сăмахлăхĕ, ӳнер… — наци сăн-сăпачĕ çаксенчен курăнма тивĕç. Калăпăр, тĕрлĕ хутлăха аса илмессерен пирĕн ăс-тăнра вăл мĕнпе çыхăнни тӳрех йăлтлатать. Тутарстан çĕрĕ-шывĕнчен чак-чаксăр никам та таврăнмасть пулсан Пушкăртсан ял- хулинче пулса куракан кăмăс тутанма майне-вăхăтне тупатех. Карелире кашни утăмра пӳремече аса илтерекен калиткепе хăналаççĕ, Камчаткăра — пулă апат-çимĕçĕпе. Чăваш Енĕн те хăнасене сăйламалли наци бренчĕ пайтах: шăрттан, хуран кукли, какай шӳрпи, кăпăклă сăра… Чăн та, хальхи вăхăтра республикăри апатлану çурчĕсенчен чылайăшĕнче менюра наци апачĕн нумай тĕсне асăрхаймĕç вĕсем. Çакнаш-кал çитменлĕхпе кĕрешес тĕллевпех республикăра «Тарават Чăваш Ен» регионсен фестивальне пуçарнă. Унта хутшăнакан кафе-ресторан чăваш апат-çимĕçне хатĕрлет, хăнасене хамăр халăхăн йăла-йĕркипе паллаштарать. Йĕркелӳçĕсем палăртнă тăрăх, фестивале пуçарнăранпа общество апатланăвĕн тытăмĕнче тăрăшакансем наци кухнипе ытларах кăсăкланаççĕ.
Пархатарлă çакнашкал тĕслĕх çĕршыв шайĕнче те чылай йĕркеленине асăнмалла. Çак кунсенче РФ Ял хуçалăх министерстви регионсен апат-çимĕç бренчĕсен «Вкусы России» конкурсне черетлĕ хутчен ирттерет. Çĕршывра пурăнакансене тĕрлĕ тăрăхра паха шутланакан апат-çимĕçпе паллаштарма, çимĕçе туса кăларакан предприятисен аталанас çулне сарма пулăшмашкăн тĕллев лартнă йĕркелӳçĕсем. Çĕнтерӳçĕсене суйлассине икĕ меслетпе — экспертсен хаклавĕпе тата халăх сасăлавĕпе — йĕркелеççĕ. Кăçалхи конкурса хутшăнма 84 регионран 720 ыйту çырнă. Ку ăмăртăва Чăваш Ен бренчĕсене те тăратнă: Тутаркасси сӳтĕнне, качака сĕтне, «Сурский» çăкăра, тĕрлĕ производителĕн пылне, Етĕрне тăрăхĕнче кăларакан шăрттана. Наци çимĕçĕшĕн сасă парас кăмăллисем, сăмах май, çак ĕçе юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен конкурс ссылкипе интернет лапамĕнче пурнăçлама пултараççĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Йытă та макăрать
Волонтер кĕнекине шута илеççĕ
Манăн Шупашкар хĕрринчи хуçасăр чĕр чунсен муниципалитет приютне çитмелле. Общество транспортĕнчен ансан хăш еннелле утмаллине тӳрех тавçăраймарăм. Çапах шалалла темиçе утăм пуссанах йытăсен сасси илтĕнчĕ. Çавăнпах кирлĕ вырăна тупма йывăрах пулмарĕ. Çут çанталăк илемĕпе киленсе пынă май йытăпа уçăлса çӳрекен çамрăка тĕл пултăм. Шупашкарти 55-мĕш шкулти ИЗО тата технологи учителĕ Екатерина Куракина — приюта килекен волонтерсенчен пĕри. Кĕçех хĕрсем — унăн вĕренекенĕсем — çитрĕç. Ку йыш приютри йытăсем валли вольер ăсталама пуçланă. Çак ĕçе хĕрсем те, каччăсем те хутшăнаççĕ. Канмалли кунсенче черетленсе килеççĕ. Технологи тепĕр учителĕ Игорь Гусев ĕç майне кăтартать. Хăй те çакăнта вăй хурать.
Пĕтĕмĕшле илсен, Раççейри шкул ачисен юхăмĕн гранчĕ хастарсене ĕçе пуçăнма май панă. Волонтерсем валли йĕркелекен «Ырăлăх каникула каймасть» конкурсра çĕнтернĕ вĕсем. Организаци уйăрнă укçапа строительство хатĕрĕсем туяннă.
Шкул ачисене приютри йытăсемпе уçăлса çӳреме килĕшет. Екатерина Игоревна каланă тăрăх, çак йышра — 30 волонтера яхăн. «Çывăх çыннисем ывăл-хĕрне хваттерте йытă усрама ирĕк памаççĕ. Ачасен приютра тăватă ураллă юлташ тупма май пур», — чунне уçать педагог. Екатерина Куракина хăй те йытă усрама ĕмĕтленет. Хальлĕхе вара ачаш кушакĕсем хуçи киле таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Вĕрентекен шкул ачисем «Раççей ырă тăваканĕсем» порталта регистрациленнине палăртать. Çавна май волонтерсем хушма балл пухаççĕ. Унпа аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне усă курма май пур.
11-мĕш класра пĕлӳ илекен Елизавета Сайкина, тĕслĕхрен, пушă вăхăт тупăнсанах ыттисене ырă тума васкать. «Эпĕ вĕренме кĕмешкĕн палăртнă аслă шкулта волонтер кĕнекине шута илеççĕ. 100 сехет ĕçлени 1 балпа танлашать», — ăнлантарать çаврăнăçуллă çамрăк.
Екатерина Игоревна шкулта «Утăм малалла» /«Шаг вперед»/ эко-отряд йĕркеленине каласа хăвармалла. Усă курнă пластик япаласене, кивĕ хута малтан педагог хăй уйрăм пухма пуçланă. Вĕренекенĕсене те çак ĕçе явăçтарнă. Çут çанталăк тусĕсем ятарлă акцисене хутшăнма тытăннă. Екатерина Куракинăн сĕнĕвĕпе шкулта пластик хатĕрсем пухмалли контейнер вырнаçтарнă. Вĕсем республикăри экологи юхăмĕн хастарĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Шкулти контейнера пухăнакан пластик япаласене тӳлевсĕрех парса яраççĕ. Кивĕ хутшăн тивĕçекен укçапа приютри йытăсем валли апат туянаççĕ. Класри ачасем пĕр шухăшлă пулса нухрат пухнине аса илчĕç вĕренекенсем. Унпа та хуçасăр чĕр чун валли çимĕç илнĕ.
Екатерина Куракинăн грант тепĕр проектне те палăртмасăр иртеймĕн. Ăна шăпах пластик япаласене, кивĕ хута уйрăм пуçтармаллипе çыхăнтарнă. Çавна май вĕрентекен нумай шкулта, ача садĕнче ятарлă уроксем ирттернĕ.
«Хальлĕхе çывăх çынсемпе пĕрле хваттерте пурăнатпăр. Хамăра ятăн çуртра тĕпленсенех йытă усрама пуçлăпăр. Унта чĕр чуна хăтлăрах пулĕ», — çутă ĕмĕтне пытармарĕç Елизавета Сайкинăпа Юлия Павлова вĕренекенсем.
Калаçу тăсăмĕ
Авăн уйăхĕнче «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатри «Пĕччен юлсан...» статьяра инкеке лекнĕ Владимир Григорьев çинчен каласа кăтартнăччĕ. Шупашкарта пурăнакан арçыннăн йыттисем шăпах приютра хăтлăх тупнă. Вĕсене пĕр вольера хупнă. Çакăнта ĕçлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, арçын приюта ятарласах килнĕ. Костыльсăр çӳреме пуçласанах йытăсене илсе кайма шантарнă. Унччен чĕр чуна çакăнтах усрама ыйтнă.
Приют ертӳçи Наталия Терентьева Владимир Григорьевăн йыттисем хăйсене лăпкă тытнине палăртать. Пĕрне, чирлĕскерне, сиплев курсĕ витĕр кăларма лекнĕ. Вĕсем кунта ĕçлекенсене хăнăхнă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ташă тунсăха та сирет, чире те сиплет
Кашни юн кун пенси ӳсĕмне çитнисем пухăннине «Салют» культура керменĕнче ĕçлекенсем хăнăхнă ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канурисем валли нумай çул тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ кунта. Çав шутра — дискотека та. Анчах пандеми ăна ура хунă теме те юрать. Хаваслă юрă-ташă çинчен вăхăтлăх манма тивнĕ. Çук-ха, апла калани тĕрĕсех мар. Ташлас кăмăллă асатте-асаннешĕн, кукаçи-кукамайшăн кунта алăксем яланах уçă. Ахальтен мар «Танционер» клуба çын йышлă çӳрет. Чире пула çеç паян хăшĕ- пĕри килтен тухмасть. Маларах вара кунта хутшăнма кăмăл тунисен шучĕ 80-ран та иртнĕ.
Клуб йĕркеленĕ
ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Андрей Алимов йĕркеленĕ ташлама юратакансен клубне. 13 çул туса пынă вăл ку тивĕçе. Кăçалтан унăн пархатарлă ĕçне ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Яруткин тăсать.
Кун-çулăн кашни самантне хаклакан-юратакан, хастар пулма тăрăшакан, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, кун-çул илемĕ хусканура пулнине ăнланакан çынсемпе пысăк ĕç тума та йывăр мар паллах.
— Питĕ кăсăклă та. Аслă ӳсĕмри çынсене тăтăшах, йĕри-таврах куратпăр, анчах та питĕ сахал калаçатпăр. Кунта вара нумай хутшăнатăп вĕсемпе. Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен тесе ахальтен каламан. Тивĕçлĕ канăва тухнисен пурнăç опычĕ пысăк, — тет Сергей Игоревич.
Хăй те вĕсенчен нумаях кая юлса пыманскер пенси ӳсĕмне çитсен çапла хастар пулма ĕмĕтленет, пурнăçне ташăпа çыхăнтарнăскер ку йăлана малашне те пăрахасшăн мар-ха.
«Танционер» клуба çӳрекенсен йышĕнче вара тĕслĕх илмелли çын сахал мар. Людмила /сăмах май, кĕмĕл ӳсĕме çитнине пăхмасăр хăйсене хĕр пек çамрăк туяççĕ, ахăрнех, тĕрлĕ ташă вăрттăнлăхне шĕкĕлчеме кăмăл тунисем. Ахальтен мар кашниех хăйĕнпе паллаштарнă май ятне кăна асăнчĕ — Авт./ культура çуртне сукмак хывни 10 çул та çитнĕ ĕнтĕ. Ӳкĕнме-и унта? Хаваспах хутшăнать вăл ку ĕçе. Ăна опытлисен йышне те кĕртме юрать, клуба хальтерех çеç килнисене хăй те вĕрентме, сĕнӳ-канашпа пулăшма хатĕр Людмила.
Çакна та палăртса хăвармалла: вĕреннипе, чун киленĕçĕшĕн ташланипе кăна çырлахмаççĕ «Танционер» хастарĕсем. Пултарулăхĕпе тĕрлĕ мероприятире паллаштараççĕ. Хула, Республика, Çĕнтерӳ кунĕ — сахал-и уяв? Ăсталăхĕ вара кăтартмалăх пурах. Мĕн тĕрлĕ кăна ташă вĕренмеççĕ-çке! Европăра сарăлнисем те, Латинла Америкăран тухнисем те сахал мар — чылайăшне пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вырăслисем мĕн тĕрлĕ тата? Чăваш ташшине те айккине пăрса хăвараймăн.
Пурнăç хăçан пуçланать?
— Пирĕн хушăра ватă çын та пур, — теççĕ хĕрсем калаçăва тăснă май.
— Тьфу! сире. Çамрăк-ха эпĕ, — кулать Тамара Ивановна вĕсене хирĕçлесе.
82 çула çитнĕскер хăйĕнпе 25-ре тесе паллаштарать. Ара, пенси ӳсĕмне çитсен пурнăç пуçланать кăна-çке. Шăпах çакна çирĕплетет те 8 теçетке урлă каçнăскер. Тивĕçлĕ канăва тухнă вăхăтран шутлать вăл ӳсĕмне. Пенси çулне çитсен тĕп стадиона иленнĕ пуç усманскер. Хăйнешкеллисемпе, сывлăха çирĕплетме тĕв тунăскерсемпе, сывлăх ушкăнне хутшăннă.
— Кайран дискотекăна çӳреме пуçларăм, — тет Тамара Ивановна. Шӳтлемест вĕт, чăннипех те çапла. Андрей Анатольевич ăна хăйĕн патне пыма хушнă — çапла Тамара Ушанкова та клуб хастарĕ пулса тăнă. — Троллейбусра палланă сасă илтрĕм. Ĕçтешĕм иккен. Чип-чипер тумланнă хăй, йăлтăраса кăна тăрать. Пĕрле чĕнчĕ — ташлама. Кайса пăхрăм вĕт. Кун хыççăнах пасара вĕçтертĕм. Клеш-юбка туянтăм та эпĕ те дискотекăна кайрăм.
Кунта çӳреме пуçланăранпа хондроз та иртрĕ. Мăя пăраймастăм та. Халĕ унталла та, кунталла та çăмăллăнах пăхатăп, — пуçне енчен-енне каçăртса кăтартать хĕрарăм.
Пĕррехинче больницăна кайсан тухтăр Тамара Ивановна мĕнле эмелсем ĕçнипе кăсăкланнă. Унсăрăн инфарктран вилме пултарасса каланă. «Юн пусăмне сиплеме Кадрильпе Цыганочкăна кăна йышăна-тăп», — тенĕ тухтăртан чылай çул аслăрахскер. Шурă халатли нимех те калайман — йăл кулнă çеç. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Икĕ чĕлхе – икĕ ăс
«Чăваш хĕрарăмĕнче» пичетленнĕ «Хĕр-и е арăм-и?» статьяпа паллашнă хыççăн чунра тĕрлĕ шухăш çуралчĕ. Темччен шухăшласа çӳрерĕм унта хускатнă ыйтусем тавра.
Чăнах та, мĕн тери пуян ăс-хакăллă пирĕн несĕлсем. Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ пулнине ăнланса, çут çанталăк саккунĕсене пĕлсе, уяса пурăннă пирĕн мăн асаттесем. Эпир вара, паянхи кун çыннисем, вĕсемпе танлаштарсан, нимĕн те пĕлместпĕр, пĕлесшĕн те мар. Тӳрех: «Кама кирлĕ?» «Мĕн тума кирлĕ?» — теме пуçлатпăр.
Атте сăмахĕсем аса килеççĕ: «Эх! Еплерехчĕ эпир чух!» — тетчĕ тăтăшах. Тавах, эпир те, 65-70 çул каялла çуралнăскерсем, чăвашлăх ытамĕнче пурăнса юлтăмăр. Лаштра йăмраллă, таса çеремлĕ ялсем, каçхи вăйăсем, параппан-хушпуллă туйсем, салтак юрри кĕрлеттерсе пĕтĕм ял-йышпа ăсатнă каччăсем, 10-шар хут купăслă хăна-вĕрле, илемлĕ чăваш уявĕсем — çаксем паян та куç умĕнче. Анчах хăш самантра çухалчĕç вĕсем? Мĕнле вăхăтра алă сулма пуçларăмăр? Турра шĕкĕр, чăваш хаçачĕпе радио, театрпа ансамбль, аслă ăру çыннисенчен тăракан фольклор ушкăнĕсем упранса юлчĕç. Ялсенче тăван сăмахпа калаçакан халăх та пур-ха хальлĕхе. Тавах, вĕсем чăваш пурăннине манма памаççĕ. Анчах, тĕпрен шухăшласан, паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме кирлех те мар ку. Чăвашлăхпа кăсăкланмаççĕ вĕсем.
Ĕлĕкрех, эпир яш чух, ял хастарĕсем çамрăкчĕ. Пултарулăх ушкăнĕсенче юрлакан-ташлакан, спектакльсенче вылякансем пурте 20-40 çултаччĕ. Ăçта халĕ çĕнĕ пурнăçăн чăваш çамрăкĕсем? Нумаях пулмасть Шупашкарти пĕр аслă шкул умĕнче ларма тӳр килчĕ. Ман умран мĕн чухлĕ студент ирте-ирте кайрĕ! Кашни харпăр хăй чĕлхипе калаçать. Анчах пĕр чăваш сăмахĕ те илтĕнмерĕ. Нивушлĕ пĕр чăваш ачи те вĕренмест унта?
Çитĕнекен ăру вырăсланни ытларах юлашки 10-15 çулта сисĕнме пуçларĕ. Ялта та пепкесем вырăс пулса çуралаççĕ халĕ. <...>
Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас