Сывлăха çирĕплетни ватăсемшĕн пĕлтерĕшлĕ

1 Юпа, 2021

Шупашкарта пурăнакан Кузьма Трифонов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă.

«Ун чухне эпĕ, вуннăри арçын ача, анне вырăнне ĕçе тухса кайрăм. Çывăх çыннăм чирленĕччĕ. Мана лаша шанса пачĕç. Çынсене шартлама сивĕре ĕçлесси те хăратман. Пирĕнтен кашниех хушнине тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшрĕ», — ачалăхне аса илет Кузьма Трифонович. Çав вăхăтрах хăйĕнпе пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсене ятран калать вăл.

Паян, Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта пулчĕ. Пенсионерсемпе ветерансене уявпа саламларĕ. Кузьма Трифонова тата Римма Федоровăна Сăр тата Хусан чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă медальсемпе чысларĕ. Олег Алексеевич историе аса илнĕ май ун чухне те чăваш халăхĕ пуçланă ĕçе вĕçне çитернине палăртрĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ манăçманнине каларĕ. Хальхи ачасем «вăрçă ачисен» пурнăçĕпе кăсăкланни çине пусăм турĕ.

Комплеслă центрăн ертӳçи Ренада Федорова тĕрлĕ енлĕ проектсемпе паллаштарчĕ. Кунта тивĕçлĕ канурисен вăхăта усăллă ирттерме май пур. Вĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, ал ĕçĕпе аппаланаççĕ. Центрта кĕлĕ тумалли пӳлĕм, музей уçнă.

ЧР Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çыннăн ĕмĕрне тăсас тĕллевпе патшалăх программисене пурнăçа кĕртнине палăртрĕ. Центра çӳрекенсен тĕслĕхĕ те çакна çирĕплетет.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас