- Чăвашла верси
- Русская версия
Вутпа шыва шанма çук
Канфет çинĕ чух та ан ман
Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕне кăна пула çын пурнăçран уйрăлмасть-ши? Виçесĕр эрех ĕçнĕрен, наркотиксемпе айкашнăран, çул çинче тата шыва кĕнĕ чухне асăрханулăх çинчен маннăран, пĕлсе тăрсах йĕркене пăхăнманран тухнă пушарта тата ытти те. Инкек сăлтавĕсене тишкерсессĕн çын хăйĕншĕн хăй тăшман пулса тухать. Çынна хăйне упрама мĕнле вĕрентмелле-ха? Калани, ăнлантарни, асăрхаттарни пĕр хăлхаран кĕрет те тепринчен тухать. Ытла та хăрушă инкек хыççăн кăна чавса çыртма хăтланать. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем ыйтнипе йÿнĕ хака кура халăх ытларах туянакан канфет хучĕсем çинче асăрхаттару сăмахĕсем çырсан, завод хĕртсе кăларакан кирпĕчсем çинче те çакнашкал тусан çыннăн, тен, хăйне упрас туртăмĕ вăранĕ? Эрне кун Правительство çуртĕнче иртнĕ брифинга пуçтарăннă журналистсене республикăра чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен ертÿçĕсем АККонд кондитер фабрики кăларнă канфетсемпе, Муркаш кирпĕчĕпе ытахальтен паллаштармарĕç. Вĕсем кăларакан продукцие алла тытсан çын инкекрен хÿтĕленесси çинчен ан мантăр. Тĕслĕхрен, сĕтел хушшинче тортпа сăйланнă чухне те аса илтĕр. Унăн курупки çинче те сăвăланă асăрхаттарусем пулĕç. Халăхпа куçа-куçăн тĕл пулнипе пĕрлех тĕрлĕ чĕр тавар кăларакан предприятисемпе тачă çыхăнса çакнашкал профилактика майĕсене те шута хураççĕ инкек-синкекрен хÿтĕленме пулăшакансем.
Ватăсемпе ачасем çунаççĕ
Пĕр енчен хакласан, вĕсен ĕçĕ усса кайнине палăртмалла. Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчи кăтартусемпе республикăра вут-çулăм пĕлтĕрхинчен сахалрах алхаснă. Иртнĕ çул 706 пушар тухнă, кăçал – 673. Анчах çулталăк пуçланнăранпа пушарта 59 çынна çухатнă. Пĕлтĕр ку тапхăрта 53 çын пурнăçран уйрăлнă. Аманнисен йышĕ те ÿснĕ. Çапах та инкекре иртнĕ çулхинчен ытларах çынна çăлнă (317, пĕлтĕр – 272). Пурлăха та ытларах сыхласа хăварнă.
Çын пурнăçне, паллах, укçа-тенкĕпе виçеймĕн. Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарта – 9, Канаш районĕнче – 6, Çĕнĕ Шупашкарта – 5, Хĕрлĕ Чутайра – 4, Патăрьелпе Вăрнар районĕсенче – 3-шер, Элĕкпе Тăвай районĕсенче 2-шер çын пурнăçĕ татăлнă. Хăйсене хисеплеме пĕлменрен.
Пурнăçран уйрăлса кайнисенчен çуррине яхăн (42,4 процент) урă пулман. Ӳсĕрле пирус мăкăрлантарнăран 33 çын çут тĕнчепе сыв пуллашнă. 16 çын электрохатĕрпе тĕрĕс, пĕлсе усă курман. 5 çын кăмака хутнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман. Пĕр çын юри чĕртсе янă вут- çулăмран тухайман.
Камсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать-ха пушарта? Ытларах – ватăсен. Çулталăк пуçланнăранпа 24 пенсионер çуннă. 4 инвалидăн, 5 ачан, ĕçлемен 7 çыннăн, килсĕр-çуртсăр 2 çыннăн пурнăçĕ кĕлленнĕ. Ĕçлесе çемьене тăрантарнă 10 çынна та текех пурнăçа тавăрас çук. Пушарта вилнĕ тепĕр 7 çын мĕн ĕçпе пурăнни паллă мар.
Çылăхсăр чунсене – ачасене – упрайманни пушшех кулянтарать. Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Турхан тăрăхĕнчи Хурама Тăвар ялĕнче 2010 тата 2011 çулсенче çуралнă хĕр ачасем вут-çулăмран тухайман.
Çак уйăх вĕçĕнче Канаш районĕнчи Шăхасанта нумай ачаллă çемье çунса кайнă. 25-ри хĕрарăмпа иккĕри хĕр ача, тăватă тата пилĕк çулсенчи арçын ачасем леш тĕнчене ăсаннă.
Республикăри пушар хуралĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх – вут-çулăмăн ытларах пайĕ шăпах нарăс уйăхне лекнĕ. Танлаштару тĕлĕнтерет: Олимпиада иртнĕ тапхăрта çуннă тĕслĕхсем питех те нумай пулнă.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 5 ачан пурнăçĕ татăлнă терĕмĕр. Çакăншăн аслисем айăплă. Çÿлерех илсе кăтартнă пĕрремĕш тĕслĕхре çулăм электричествăпа ăшăтмалли хатĕр юсавсăртан тухнă. Иккĕмĕш çемьере те электричество хатĕрне тĕрĕс ĕçлеттерме пĕлмен.
Çак сăлтавпа кăçалхи 8 уйăхра 180 пушар алхаснă. Юрать, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Кăмака тунă е ăна хутнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнманран 132, пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнăран 113, ачасен айăпĕпе 30, транспорт юсавсăррипе 40, юри чĕртсе янăран 80 пушар тухнă.
Муниципалитетсенчен вут-кăвар Йĕпреç (26), Канаш (33), Комсомольски (13), Красноармейски (10), Хĕрлĕ Чутай (27), Муркаш (29), Вăрмар (18), Етĕрне (24), Елчĕк (12) районĕсенче тăтăш алхаснă.
Паллах, халăх йышĕ районсенче тĕрлĕрен. Пурăнакан 10 пин çын шутĕнчен хакласан лару-тăру Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Йĕпреç, Вăрнар районĕсенче уйрăмах кăткăс.
Кăçал типĕ курăк çуннă 443 тĕслĕхе шута илнĕ. Çакна пула пĕтĕмпе 210 гектар çĕр хуçисем шар курнă. Ку лаптăк пĕлтĕрхинчен 1,7 хут пысăкрах.
Пĕчĕк çулăм пушара куçасси часах. Анчах уçă вырăнта çÿп-çап çунтарнă чухне çакна темшĕн шута илместпĕр. Чĕртсе яратпăр та пăрăнса утатпăр. Уçă вырăнта вут хыпнă тĕслĕх шучĕ иртнĕ çулхинчен 2,6 хут ытла ÿснĕ (432-рен 1123-е çитнĕ).
Эсĕ пушартан сыхланатăн-и?
Пушартан сыхланмаллине пурте аван пĕлетпĕр, анчах тивĕçлĕ ĕçе пурнăçласшăн мар-çке. Хальхи тапхăрта республикăра хăрушсăрлăх уйăхлăхĕ иртет. Ял çыннисене тимлĕх, асăрханулăх çинчен витĕмлĕ асăрхаттарма тăрăшаççĕ чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекенсем. Урамра пурăнакансемпе тĕл пулаççĕ, килсерен çÿреççĕ, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă ăнлантараççĕ. Шута илет-и çакна ялта е хулара пурăнакан? Пушар инкекĕнчен хăйĕн кил-çуртне, пурлăхне ял халăхĕн 30-46 проценчĕ çеç страхлать-мĕн. Пысăк кăтарту мар. Хулара лару-тăру пушшех те япăх. Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарта кăна 147 пушар тухнă, 9 çын пурнăçпа сыв пуллашнă.
Ĕлĕкхи йăлана аса илсе ялта черетпе дежурствăна тухни те ытлашши пулмĕччĕ.
Хăш-пĕр вырăнта, тĕслĕхрен Етĕрне районĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем ял çыннисене ВДПО организацийĕ урлă çулăма сÿнтерекен хатĕр (огнетушитель) туянма пулăшаççĕ. Патăрьел районĕнче килсерен çÿресе электричество пралукĕн юсавлăхне тĕрĕслеççĕ. Ыйтсан кивелсе çитнине улăштарма та пулăшаççĕ. Çапла çине тăни тата ирĕклĕ майпа пулăшас текенсен (кун пек ушкăнсем кашни районтах пур) вăйĕ, тен, пушар шутне чакарма май парĕ. Анчах кашнин патне çитме йывăр, çавăнпа вут-çулăмран сыхланмаллине çыннăн яланах асра тытмалла, инкекре мĕн тумаллине алăри пилĕк пÿрне пек пĕлмелле. Çĕр варринче вăратсан та такăнмасăр сăвă каланă пек каламалла.
Кĕме, ишме пĕлес пулать
Шыва кĕрес умĕн те пуçпа шухăшламалла. Ӳсĕр пуç апла тăвасшăнах мар. Ӳсĕрле шыва кĕнĕрен çулталăк пуçланнăранпа республикăра 23 çын путнă.
Шывра пĕтĕмпе 37 çын пурнăçĕ татăлнă. Вăрнар (7), Улатăр (2) районĕсенче, Шупашкар хулинче (5), Çĕнĕ Шупашкарта (2), Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче тата ытти тăрăхра пĕлтĕрхинчен ытларах çын вилнĕ.
Сăлтавĕ – ятарласа йĕркелемен вырăнсенче шыва кĕни тата аслисем ачасене пăхса çитерейменни. Çакна пула 8 ачана ĕмĕрлĕхех çухатнă. Канаш районĕнче çулталăк пуçланнăранпа 2 ача пурнăçĕ татăлнă. Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче, Çĕмĕрлепе Шупашкар хулисенче те ашшĕ-амăшĕ юнашар пулманран ачасем путнă. Çăлакансем вăхăтра курса пулăшман пулсан шывра путакансен йышĕ тата ÿсĕччĕ. Шыв-шур çинчи 43 инкекре 8 çынна çăлма ĕлкĕрнĕ.
Путакана çăлавçă пур чухне курмасть. Инкекре çăлма ĕлкĕрччĕр тесен ăçта килнĕ унта шыва кĕрес çук. Республикăра кăçал пĕтĕмпе 15 пляжпа ятарласа йĕркеленĕ 19 вырăнта шыва кĕме ирĕк панă. Районсенчен Муркашсене ырламалла. Кунта 13 ял тăрăхĕнче кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Чылай районта çак ĕç çине кирлĕ пек пăхман.
Ирина Никитина.
Комментари хушас