Куславкка районӗнче палӑк ҫӗкленет
Паян Куславкка районĕнче Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексне тума пуçларĕç. Çавна май строительство вырăнĕнче капсула хучĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку палăк вăрçă вăхăтĕнчи йывăр тапхăра, тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра тытма май парать.
"Хусан чикки фронтшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ объект пулнă. Телее, тăшман пирĕн тăрăха çитмен", - терĕ вăл. Комплекса 3 уйăхра туса пĕтерме тĕллев лартнă, мĕншĕн тесен шăпах Сăрпа Хусан чиккисене виçĕ уйăхра тунă. Çак ĕçе 170 пин ытла çынна явăçтарнă. Хĕрсемпе хĕрарăмсем хушнă ĕçе пурнăçлас тесе нимĕн шеллемесĕр тăрăшнă. Куславкка районĕнчи Маслă ялĕнче пурăнакан Дария Родионова та ун чухне 19 çулта пулнă. Вăл та ыттисемпе пĕрле окоп чавнă çĕрте ырми канми ĕçленĕ. "Çанталăк сивĕ тăратчĕ. Пите тăм та илнĕччĕ. Кашни кун пĕр татăк çăкăр паратчĕç. Ĕçлесе ăшăнаттăмăр", - иртнине аса илчĕ 98 çулти кинемей. Дария Тимофеевăна регион ертÿçи Тав çырăвĕпе чысларĕ.
www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас