Вакцинаци — пурнăç ыйтăвĕ

2 Çурла, 2021

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăра 2,5 пин çын вилнĕ — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 7,1% нумайрах. Кун пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура каларĕ.

Кăрлачра лару-тăру çивĕч пулнă, унтан çынсем вилесси чакни палăрнă, анчах çăва тухсан, çĕртме уйăхĕнче, ĕç-пуç каллех йывăрланнă — пандемин виççĕмĕш хумĕ килсе çапнă. Çынсем вилесси чи малтан коронавируспа сăлтавланни паллă. Çынсем чире тӳссе ирттересси йывăрланни те куçкĕрет. Çийĕнчен çĕртме уйăхĕ питĕ шăрăх пулчĕ – сывлăхĕ хавшак çынсене йывăр килчĕ. Ковидпа кăна мар, ытти чирпе аптăракансене те… Вĕсем вилесси те нумайланнă.

Лару-тăрăва лайăхлатмалли мероприятисен шутĕнче Владимир Степанов чи малтан вакцинацие асăнчĕ. Хальлĕхе 255 пин çын прививка тутарнă: пĕр пайне икĕ хут укол тунă, ыттисем иккĕмĕш укола кĕтеççĕ. Коллективлă иммунитет текенни валли вара халăхăн 60% прививка тумалла, çак кăтартăва пурнăçлама республикăра тата 333 пин çынна вакцинацилемелле. Çынсен пурнăçне упрамашкăн çавăн пекех реабилитаци мерпоприятийĕсем, тĕплĕ диспансеризаци пысăк пĕлтерĕшлĕ — ку енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Çав вăхăтрах министр коронавируспа мар, ытти чирпе вилекен нумаййине те пытармарĕ — çын пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсен 70% вĕсемпе сăлтавланнă. Апла тăк çынсене ытти чиртен сиплес тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк пулмалла, пандеми тесе вĕсем çине алă сулма юрамасть.

Тулашри сăлтавсене пула та нумай çын вилет. Аварисенче, хăйсем çине алă хунипе, преступленисене пула… Алкогольпе наркăмăшланса 259 çын пурнăçран уйрăлнă. Ку вара, паллах, медицина ыйтăвĕ кăна мар – пурте пĕр тĕллевпе ĕçлени кирлĕ, çынсен хăйсене те асăрхануллă пулмалла.

Çапах Олег Николаев калаçăва пĕтĕмлетнĕ май медицина патнех таврăнчĕ. Вакцинаци тăвасси тăруках чакнине кăмăлсăрланса палăртрĕ. Прививка тумалли майсем халĕ анлă, анчах вĕсемпе туллин усă курмастпăр. Çынсем коронавируса пула вилессин кăтартăвĕсем пысăк хуласемпе районсенче çакăнпа пушшех çырлахма юрамасть. «Çынсем чиртен сыхланмалли майсемпе усă курманнине пула пурнăçран каяççĕ — пушшех кӳренмелле…» — терĕ Олег Алексеевич. Тепĕр хут аса илтерчĕ: чир ерес пулсан та прививка тутарнă çынсем ăна çăмăлраххăн тӳссе ирттереççĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас