Улатӑрта хула кунне палӑртмасан та пултараҫҫĕ

30 Утă, 2021

Ҫапла палӑртрĕҫ паян ЧР Правительство ҫуртĕнче иртнĕ оперштабӑн черетлĕ ларӑвĕнче. Сӑлтавĕ - коронавирус инфекцийĕ сарӑлас енĕпе лару-тӑру ҫивĕчленнинче те. Ку ҫеҫ-и? Улатӑрта халӑха ковидран вакцинацилес енĕпе те начар ĕҫлеҫҫĕ-мĕн. Улатӑр, Вӑрмар, Элĕк районĕсем республикӑра кая юлса пыраҫҫĕ.

Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, регионта чирлекенсем ҫав-ҫавах нумайӑн. Ҫав вӑхӑтрах иртнĕ эрнере Инди, Британи штамĕпе чирлекенсене те тупса палӑртнӑ. Иртнĕ эрнере вырӑна тухса прививка тӑвакан бригадӑсем ытларах Шупашкар хулипе Шупашкар районĕсенче ĕҫленĕ. "Кĕҫех ҫурла уйӑхĕ ҫитет, ачасем шкула каймалли вӑхӑт, суйлав ҫывхарать. Маска тӑхӑнса ҫӳремелли йĕркене вӑйлатмалла. Вакцинаци тӑвас ĕҫе те хастарлатмалла. Халӑхпа тĕл пулса ӑнлантару ĕҫĕсем ирттермелле. Ковидпа чирлесе ирттернисем, прививка тутарнисем ытларах каласа паччӑр хӑйсем ҫинчен. Ялсене тухтӑрсем вакцинаци тума килсен халӑх йышлӑ пуҫтарӑнтӑр", - терĕ Олег Алексеевич.

Тĕплĕнерех - "Хыпар" хаҫатра.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас