- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 29 (6377) № 29.07.2021
Тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер выльăхсене сиплет
Татьяна Лубашкина Германири фермер хуçалăхĕнче стажировкăра пулнă хыççăн профессие тĕрĕс суйлани пирки иккĕленме пăрахнă. Вăл унта 8 уйăх ĕçлесе «Чи лайăх практикант» ята тивĕçнĕ. Халĕ 23-ри çамрăк Патăрьел районĕнчи «Исток» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕнче тăрăшать.
Экзамена кунĕпе тытнă
Татьяна Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ Валентина Григорьевна — кĕçĕн классен вĕрентекенĕ. Ашшĕ Алексей Семенович — платник, тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Таня ача чухне тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Аслă классенче унăн шухăшĕ улшăннă. Ăна выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕн профессийĕ илĕртме тытăннă. Хĕресне амăшĕ çак специальноçпа ĕçлени те ку çула суйлама хистенĕ. 11-мĕш класс пĕтерсен вăл документсене икĕ çĕре панă. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче йышăну комиссийĕнче ларнă ветеринари медицинипе зоотехнологи факультечĕн деканĕпе калаçнă хыççăн пике выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулма çирĕп тĕллев тытнă.
Кăçал алла диплом илнĕскерĕн студент пурнăçĕ еплерех иртнĕ-ши? «Сесси вăхăтĕнче çывăрман каçсем пайтах пулнă, çавах çав тапхăр чи лайăххипе кăна асра юлчĕ. Анатомипе экзамен кунĕпе тытни халĕ те куç умĕнче. Аудиторирен каçхи 6 сехетре тухрăмăр пулин те çав кун вĕренни уйрăмах пуçра çырăнса юлчĕ. Аслă шкул мана çĕнĕ юлташсемпе паллаштарчĕ. Вĕсемпе халĕ те çыхăну тытатăп. Ĕçри ыйтусене те пĕрле сӳтсе явма пултаратпăр. Пĕрремĕш курсра вĕренӳ хуçалăхĕнче практика тухни те асран каймасть. Унта выльăха укол тума, çăмарта касма вĕрентрĕç. Академире пултарулăха пур енлĕ аталантарма май пурччĕ. 1-мĕш курсра баскетбол секцине çӳрерĕм. Тренер ăсталăха асăрхарĕ, ăмăртусене хутшăнтарчĕ. Патшалăх экзаменĕсене тытни те манăçмасть. Студент вăхăтне каялла таврăнма май пулнă тăк халь тесен халь занятисене итлеме аудиторие кĕрсе ларăттăм», — палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ.
Чăвашсем пекех ĕçчен
Пике шкулта вĕреннĕ чухнех Германие çитсе килме ĕмĕтленнĕ. Шăпа ăна ку енĕпе те кӳрентермен. Аслă шкул студентсене унта стажировкăна янă. «Германие кайма май пуррине пĕлсен питĕ савăнтăм. Аттепе анне хирĕç пулмарĕç, манăн шухăша ырларĕç. Унта 1-мĕш курс хыççăнах кайма хатĕрччĕ. Тăхтама ыйтрĕç. Тепĕр çулхине нимĕç чĕлхине ятарласа вĕренме тытăнтăм. Çапла 2019 çулхи пуш уйăхĕнче, 3-мĕш курсра чухне, манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ. Экзаменсене маларах парса çула тухрăмăр. Мана вырăсла пачах пĕлмен нимĕç çемйи йышăнчĕ. Эпштайнсен пысăк хуçалăхчĕ: 100 ытла сăвăнакан ĕне, 50-65 пăрупа вăкăр. Эпĕ унта пурăннă чухне вĕсем чăх-чĕп ĕрчетсе сутма тытăнасшăнччĕ. Çавна май пысăк вите туса лартрĕç. Шел, производствăна хута ярайманран унта ĕçлесе ĕлкĕреймерĕм. Вĕсен çемйинче эпĕ выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ çеç пулман, хуçалăхра та пулăшнă. Ирех тăрса кил хуçи арăмĕпе ĕне сăваттăм. Выльăхсем сăвăмра чухне тислĕк кăларма ĕлкĕреттĕмĕр, кайран апатланаттăмăр. Ун хыççăн фермăна пăрусене пăхма каяттăм. Пĕчĕккисене ĕне суса пĕтерсенех сĕт ĕçтереттĕмĕр. Чирлисене укол тăваттăм. Тин çеç пăруланă ĕнесене тимлеттĕмĕр. Вĕсен ӳт температурине кашни кун тĕрĕслесе ятарлă журнала çырса пынă. Выльăх часрах вăй илтĕр тесе укол тума хушатчĕç. Эпĕ сенаж упранакан вырăнта та ĕçлесе курнă. Нимĕçсем ăна йăлтах çуса тасататчĕç, сăрлатчĕç. Пĕчĕк трактор рулĕ умне ларса курма та тӳр килчĕ. Кил хуçипе ывăлĕ ытларах уйра ĕçлетчĕç. Вĕсен утă, тыр-пул туса илмелли мĕн пур техника пурччĕ. Тĕлĕнмелле те, нимĕçсем чăвашсем пекех ĕçчен. Вĕсем кăнтăрла пĕр сехет канатчĕç. Малтанхи уйăхсенче хам та питĕ ывăнаттăм. Кайран режима хăнăхса çитрĕм. Вăраткăчсăрах тăма тытăнтăм», — аса илчĕ Татьяна. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ан кулян, аннеçĕм, тĕнчере йывăр чирлисем сахал мар»
Шупашкарта пурăнакан Владимир Катин хăй тĕллĕн килтен тухса çӳреймест. Вăл ДЦПпа чирлĕ. Çапах каччă пуç усмасть. 33-ри Вовăн тус-юлташĕ тĕнчипех саланнă. Вăл вĕсемпе интернет урлă çыхăну тытать.
6 уйăхра çуралнă
«Аслă хĕрĕм 14 çул тултарсан иккĕмĕш хут çие юлчĕ. Эпĕ 34-раччĕ. Тухтăр мана кăмăлсăррăн кĕтсе илчĕ. «Ватлăхра çуратас терĕн-и?» — ыйтрĕ те шăтарасла тинкерчĕ. Манăн хырăм пăрахас шухăш нихăçан та пулман», — иртнине куç умне кăларчĕ Вовăн амăшĕ Алевтина Николаевна.
Катинсем Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурăннă. Çемье пуçĕ çар çынни пулнă. Кил хуçи арăмĕ ача садĕнче поварта тăрăшнă. Пĕр çухрăмра вырнаçнăскере çитмешкĕн пилĕк таран хӳсе лартнă юр тăрăх ашма тивнĕ. Пӳре чирĕпе аптăракан хĕрарăм чăн-чăн нуша курнă. Ача кĕтекенскер çил-тăманра ĕçе васканă, садикрен киле чупнă. Унăн ларса канмашкăн вăхăт пулман. Йывăр ĕçлени витĕм кӳнĕ — Вова 6 уйăхранах çуралнă. Çут тĕнче илемне курма васканăскер 1,4 килограмм тайнă. Ывăлĕ пирки шухăшлакан амăшĕн чĕри хыпса çуннă. Хабаровскран çитнĕ невропатолог пепке сывлăхне тĕрĕсленĕ те Алевтина Николаевнăна лăплантарнă: «Ача сывă».
«Вова тантăшĕсемпе пĕр тан аталанмарĕ. Ку педиатра сисчĕвлентермерĕ. Ача çулталăк çурă тултарсан тин диагноза палăртрĕç. ДЦП пирки нимĕн те пĕлместĕм. Çак амакпа аптăранă ачасем утаççĕ-и? Шкулта вĕренееççĕ-и? Ĕçлекен пулаççĕ-и? Тухтăрсем те пăлханса ӳкнĕ амăшĕсемпе кăнттам калаçрĕç, нимĕн те ăнлантармарĕç. Пĕлĕшсен сĕнĕвĕпе çĕршыври чи паллă больницăсене çитрĕмĕр. Пире Мускаври ача-пăча психоневрологин ăслăлăхпа практика центрĕнче йышăнчĕç», — каласа кăтартрĕ Алевтина Катина. Çемье Вовăна сыватассишĕн укçа-тенкĕ шеллемен. 1990 çулта çĕршывăн тĕп хулине Корейăри медицина центрĕн специалисчĕсем çитнĕ. Алевтина Николаевна пĕлĕшĕсене итленĕ — ывăлне вĕсем патне илсе кайнă. Кĕлеткене йĕпсем тирсе сипленин усси пулнă — Вова калаçма пуçланă.
«7 сеанс витĕр тухрăмăр. Укçа нумай тăкакланчĕ пулсан та кулянмастăп. Ача апат-çимĕçе хăй тĕллĕн чăмласа çăтма тытăнчĕ», — терĕ амăшĕ.
Хейтерсем канăç памаççĕ
2004 çулта çемье Шупашкара куçса килнĕ. 2012 çулта кил хуçи сарăмсăр вилнĕ. Упăшкипе сыв пуллашсан Алевтина Николаевнăн пурнăçĕ йывăрланнă. Кӳме çинчен тăрайман ывăлне вăл пĕччен пăхать. Ватлăх енне сулăннăскерĕн вăйĕ чакать. Унăн ывăлне çĕклесе диван çине вырттармалла, хывăнтарса çăвăнтармалла, урама илсе тухмалла.
«Çĕнĕ хваттере куçиччен кивĕ çуртра пурăнтăмăр. Унта урама тухасси чăрмавлăччĕ. Кӳмере ларакан Вовăна антарма, хăпартма йывăрччĕ. Управляющи компанине пирĕн ыйтăва татса пама йăлăнаттăм. Пĕр депутат пире илтрĕ, пулăшрĕ. Çĕнĕ çуртсене кӳмепе кĕрсе тухма, çӳлти хута лифтпа хăпарма меллĕ», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Амăшĕпе ывăлĕ хăйсем тĕллĕн аякка çӳреймеççĕ. Вовăна çĕклесе илекен, транспорта лартакан кирлĕ. Хĕрарăм ывăлне тăватă кĕтесре тытасшăн мар. Алевтина Катина ыттисемпе тан вĕренеймен, ĕçлеймен ывăлне тулли пурнăçпа пурăнтарасшăн. Чăнах та, Владимир общество пурнăçне пĕлсе тăрать. Каччă Шупашкарти сусăрсен пĕрлешĕвĕсене кĕнĕ. Вĕсен хастарĕсемпе пĕрле тĕрлĕ çĕре çитме тăрăшать. Регионти граждансене хӳтĕлекен, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен «Ирĕклĕх» общество организацийĕн волонтерĕсем пулăшнипе вăл Тутарстанри Раиф мăнастирне çитнĕ.
Вовăн «Контактри» ушкăнĕнче 4 пин ытла çын. Чылайăшĕ йывăр чирпе кĕрешекен каччăн пурнăçĕпе кăсăкланать, май пур таран пулăшать. Çав вăхăтрах кӳрентерекенсем те пур. «Пенси илетĕн пулин те ыйткалама именместĕн», «Килте лар!» — çырать хăшĕ- пĕри. Кунашкал сăмахсем амăшĕпе ывăлĕн чунне ыраттараççĕ. Вова вĕсене ушкăнри документсемпе паллашма сĕнет. Вăл никама та улталамасть-çке. Хейтерсем сусăр каччă патне шăнкăравлама именмеççĕ. Владимир вĕсене скайп урлă çыхăнма сĕнет. Йăнăша ăнланакансем чăрмантарнăшăн каçару ыйтаççĕ. Сусăра ĕненменнисем Вовăна страницăна хупма сĕнеççĕ.
Ырă кăмăллă каччă сăмах ваклама хирĕç мар. Пĕррехинче вăл Шупашкарта туссем тупма шут тытнă. Анчах кам патне çырас? Хайхискер çухалса кайман — «Контактра» паллашу ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан тус-юлташ шыраса çырать. Каччă пурнăçĕпе кăсăкланакансемех кулăшсен ушкăнне йĕркелеме сĕннĕ. Вова кĕттермен. Каччă çĕршывра, республикăра мĕн пулса иртнине пĕлсе тăрать, «Хыпарсен» кăларăмне сиктермест. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
«Ирĕклĕ вĕçеве пĕрремĕш юратупа та танлаштараймăн»
Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раççейре парашютист кунне паллă турĕç. Пĕр кун маларах çак уявпа çыхăннă мероприятисем Шупашкарта та иртнĕ. ЧР парашют спорчĕн федерацийĕн председателĕ Андрей Шманов ун чухне самолетран 452 тата 453-мĕш хут сикнĕ. Шупашкарти аэроклубăн штатра тăман инструкторĕпе шăпах уяв кунĕнче тĕл пулса калаçма май килчĕ.
12 çул Камчаткăра пурăннă. Эпĕ 1977 çулта Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ӳсрĕм. 16 çул тултарсан çывăх çыннăмсем мана Камчаткăна ячĕç. Унта аннен пиччĕшĕ пурăнатчĕ, вăл çар çынниччĕ. Шăпах çавăнта 11-мĕш класс пĕтертĕм. Аттестат илсен Петропавловск-Камчатский хулинчи аслă тинĕс училищине вĕренме кĕтĕм. Кайран пурнăçа граждан флочĕпе çыхăнтартăм. Камчаткăра тăван тăрăха таврăнас тĕллевпе 12 çул кун кунларăм. Ĕмĕтленнĕ пекех 2005 çулта Чăваш Ене хамăн çемьепе килтĕм. Аслă хĕрĕм 19 çулта. Халĕ Крымри лагерьте вожатăйра ĕçлет. Кĕçĕнни 4-мĕш класс пĕтерчĕ. Камчаткăри климат пирĕннинчен урăхларах. Çывăхра океан пулнипе сывлăшри танлаштаруллă нӳрĕклĕх виçи пысăк. Хĕлле 15 градус кăна пулсан та сивĕ, çулла 15 градусра шăрăх, сывлама йывăр. Камчаткăра юр та нумай. Сăмахран, пилĕк хутлă çурта 3-мĕш хучĕ таран хӳсе лартма пултаратчĕ. Урампа пынă чухне туннельри пекех туйăнатчĕ.
Шикленнипе нимĕн те астуман. Парашютпа çамрăкранах сикме ĕмĕтленнĕ. Хамăн пурнăçа çар профессийĕпе çыхăнтармарăм пулин те летчиксемпе космонавтсене ăмсанаттăм. Вĕсене тӳпери паттăрсемпе танлаштараттăм. Малтан парашютпа çар çыннисем сикнĕ. Самолетра инкек пулсан летчиксем унпа çĕр çине аннă. 2007 çулта эпĕ те ĕмĕте пурнăçлама шухăш тытрăм. Шупашкарта аэроклуб пурри çинчен пĕлсен унта кайса çырăнтăм. Икĕ кун хатĕрлентĕмĕр. Пĕрремĕш кунхине — теори, иккĕмĕшĕнче практика занятийĕсем иртрĕç. Канмалли кунсенче парашютпа пĕрремĕш хут сикрĕм. Ку тĕлĕкри пек иртрĕ. Хăранипе тата пăлханнипе йĕркеллĕ нимĕн те астумастăп. Хама тăн çухатнă пек туйрăм. Чылайăшĕшĕн парашютпа пĕрремĕш хут сикни çакăн пек асра юлать. Унтан сывлăша тепĕр хут çĕкленме шухăш çуралчĕ. Кăшт вăхăт иртсен аэроклуба кал-лех çитрĕм. Парашютист пулма çирĕп тĕллев тытрăм. Ун чухне кунне икшер хут сикме ирĕк ыйтса илтĕм. Иккĕмĕш хутĕнче çĕр çине йĕркеллех анса лартăм. Виççĕмĕш хут сикни — чи асра юлнисенчен пĕри. Самолетра ларнă чухне пуçра вун-вун шухăш явăнчĕ. Мĕн тума кирлĕ ку мана? Парашют спорчĕ ман валли-и? Сикме вăхăт çитсен урасем пĕрене пек хытса ларчĕç. Хăранипе инструкторсен умĕнче намăс пулать тесе шухăшланăччĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Çак кун мана аэроклуб коллективне йышăнчĕç
Сикме хăрушă-и? Мана çак ыйтăва час- часах параççĕ. Паллах, хăрушă, анчах малтанхи пек мар. Парашют спорчĕ хăюллисем валли. Çынсем пурнăçри йывăрлăхсене тĕрлĕ майпа чăтса ирттереççĕ. Хăшĕ-пĕри телее черкке тĕпĕнче шырать. Эпĕ, тĕслĕхрен, питĕ сайра ĕçетĕп. Çакă парашютист ĕмĕрне вăрăмлатассипе те çыхăннă. Эпир кашни çул комисси витĕр тухатпăр, хамăра страхлатпăр. Унсăрăн сикме ирĕк памаççĕ. Пирĕн сывлăха космонавтсенни пекех çирĕп тĕрĕслеççĕ. Темиçе çеккунта тăсăлакан ирĕклĕ вĕçев мана пурнăçри мĕн пур ыйту — ипотека, кредит, çемье, ĕç тата ытти — пирки кĕске вăхăтлăха та пулин манма май парать. Çак самант пурăнма хавхалантарать. Мана парашютпа сиксе курнисем çеç ăнланĕç. Ăна пĕрремĕш юратупа та, ашшĕ пулнине илтнипе те танлаштарма çук.
Парашюта риггер тĕрĕслет. Хальхи технологиллĕ çĕнĕ парашют 1 миллион тенкĕ ытла та тăма пултарать. Сăмахран, эпĕ пĕрремĕшне, хамăр çĕршывра туса кăларнă «Мальва-21» ятлăскере, 2011 çулта 40 пин тенкĕпе çынран илнĕччĕ. Опыт хушăнса пынă май хăшĕ-пĕри кивĕ парашютне çĕннипе улăштарать, хăйĕнне сутать. Ăна йӳнерех хакпа алăран туянма пулать. Сикиччен кашниех çирĕп тĕрĕслев витĕр тухать. Çакна ятарласа вĕреннĕ çынсене, риггерсене, шанаççĕ. Вĕсемех ранеца саппас парашют чĕркесе хураççĕ. Парашют та çăмăл машина пекех çур çулта пĕрре техника тĕрĕслевĕ витĕр тухать.
Пĕрремĕш хут сикекенсене сывлăш çар десантĕнче усă куракан парашют параççĕ. «Юниор» ятлăскер çын самолетран сикнĕ хыççăн хăй тĕллĕнех уçăлать. «В-6» кăшт урăхларах. Унпа сикекенсен 3 çеккунт кĕтмелле, парашют куполĕ уçăлтăр тесен сулахай енчи унка туртмалла. Çав вăхăтра: «571, 572, 573», — тесе шутлама сĕнетпĕр. Чылайăшĕ хăранипе ăна тӳрех туртма пуçлать. Парашют çинче çынна страхлакан хатĕр пур. Сикекен нимĕн тумасан та пултарать, вăл пулăшнипе купол хăех уçăлать. «Çунат» йышши парашютпа çĕре анас тесен малтан ахальлипе 50 хут сикмелле. Пĕрремĕш хут сывлăша хăпарнисем 900 метр çӳллĕшĕнчен сикеççĕ, опытлă спортсменсем — 1200 метртан. Паллах, сывлăш транспортне çӳлерех хăпартма сĕнекенсем те пур. Анчах эпир йĕркене пăсма пултараймастпăр.
Суранланакан сахал. Хама илес пулсан, эпĕ аманса курман. Парашют уçăлман тĕслĕх питĕ сайра. Ытларах чухне ку çыннăн айăпĕпе пулать. Енчен те парашюта инструкципе килĕшӳллĕн чĕркенĕ пулсан инкек пулас хăрушлăх çук. Чи йывăрри — çĕр çине анса ларасси. Чылайăшĕ вĕçкĕнленме пăхса инструктор хушнине пурнăçламасть. Хăй пултарнине тивĕçлипе хаклаймасăр пысăк хăвăртлăхлă парашют туянать. Вĕсене тытса чарма йывăр. Ятарлă технологине пĕлмелле. Унсăрăн инкек пулас хăрушлăх ӳсет. Инструкторсем çынсене профессионализм шайне кура сикме ирĕк параççĕ. Парашютпа 14 çул тултарнисем те сикееççĕ. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Рязанов ашшĕ пулассине пĕлтернĕ, Федорова Тунисра каннă
Çулла артистсемшĕн уйрăмах хĕрӳ тапхăр. Пĕрисем туй-юбилейран тухма пĕлмесĕр юрланă вăхăтра теприсем канма та вăхăт тупаççĕ. Акă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Стас Владимиров Крым илемĕпе киленет. Сергей Кувшиновпа Николай Пыркин — Оренбург облаçĕнчи Соль-Илецкра, ӳчĕсене пылчăк сĕрсе сипленеççĕ. Вĕсемпе К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма артисчĕ Петр Садовников та çула тухнă. Çамрăк юрăç Ульяна пушă минут тупса Тутарстана кайса килнĕ, «Çеçпĕл» ансамбль юрăçи Алина Кудрявцева — Мускава. Алиса Ижендеева Турцире хĕвелпе хĕртĕннĕ. Денис Антипов вара инçе кайман: Йошкар-Ола хулин урамĕсемпе утса тухнă хыççăн Тинĕс куçĕ кӳлĕ патне çитнĕ. Ытти артист ăçта каннă-ши? Çакна тата вĕсен пурнăçĕнчи юлашки хыпарсене халех пĕлĕпĕр.
Чăваш эстрадинче хусахсен йышĕ чаксах пырать. Хальхинче çамрăк юрăç Сергей Лекеров авланнисен ретне тăма хатĕрленесшĕн. Нумаях пулмасть вăл савнă хĕрне Катьăна качча тухма ыйтнă. «Йĕкĕтсем», «Эс илемлĕ теççĕ» тата ытти юрăпа халăха ташлаттараканскер çак утăма тума тĕплĕ хатĕрленнĕ. Сценари хатĕрленĕ, видеооператора чĕннĕ, саксофон калакана тупнă. Юрăçа ре-сторанти официантсем те пулăшнă. Паллах, савнă хĕрĕ нимĕн те чухламан. Сергей шурă кĕл чечек çыххипе тухса тăрсан, чĕркуçленсе ларсан пике арăмĕ пулма килĕшнĕ. «Туй хăçан?» — интересленеççĕ подписчиксем. «Систеретпĕр», — хуравланă артист. Çынсене мăшăрланнă ятпа саламласа «Арăм ман» юрра шăрантараканскер часах ăна тепĕр хут юрлĕ. Хальхинче — хăйĕн туйĕнче.
Пĕрисем алла ылтăн çĕрĕ тăхăнма шухăш тытнă вăхăтра теприсем ашшĕ пулма хатĕрленеççĕ. «Чуптăвашка», «Ту-ту-ту» хитсен авторĕ, Константин Рязанов аранжировщик çак ята иккĕмĕш хут илтĕ. Вăл мăшăрĕпе Юлийăпа хĕр çитĕнтерет. Хальхинче ывăл çуралать-мĕн. Çакна çирĕплетсе артист страницисене сăн ӳкерчĕксемпе видео вырнаçтарнă. Рязановсем беби шауэр йĕркеленĕ. Урăхла каласан, кам çуралассине пĕлмешкĕн тăванĕсене кĕрекене пухнă. Константинăн мăшăрĕ сыв-лăш хăмпине йĕппе шăтарсан кăвак тĕслĕ конфетти вĕçнĕ. Çав кунах Рязановсем мăшăрлану кунне уявланă. Константин юратнă арăмне савăнтармашкăн ятарласа юрă çырнă, ăна хăнасен умĕнче юрланă.
«Улшăнусене юрататăп», — Диана юрăç çак сăмахсене Инстаграмри страницинчи пĕр сăн ӳкерчĕк айĕнче çуркуннех çырнă. Хăй йĕрке хуралçин кепкине тăхăннă. Кун хыççăн вăл ШĔМ ĕçченĕсен мероприятийĕсене хутшăннине çирĕплетсе чылай сăн ӳкерчĕк вырнаçтарнă. Министерствăн «Та-лисман» ансамблĕн юрăçисемпе республикăн тĕрлĕ кĕтесне концертсемпе те тухса çӳрет. «Профессие улăштартăн-им?» — Диана йĕрке хуралĕнче ĕçлеме тытăннă тесе шухăшлакан пĕр çын çав-нашкал ыйту панă. Анчах «Хĕлле» юрăпа чапа тухнă артист хурав пама васкаман.
Лариса Федорова юрăç отпуска тăван тăрăхра мар, чикĕ леш енче ирттерме шухăшланă. Ывăлĕпе иккĕшĕ нумаях пулмасть Туниса вĕçнĕ. Аякри тăрăха çитсен Лариса тĕпренчĕкне вырăнти зоопарка çавăтса кайнă. Пĕчĕк Ярослав тĕвепе альпака, фламингăпа ашак, хир качакипе жираф, слонпа страус умĕнче хаваспах сăн ӳкерĕннĕ. Амăшĕпе ывăлĕ «Пират карапĕ» экскурсие те çитнĕ. Вăл тинĕсре иртнĕ. Вĕсене карап çинче пират тумне тăхăннă арçын кĕтсе илнĕ. Вăл артист мар, чăн-чăн пират тейĕн! <...>
Çăлтăрсен Инстаграмри страницисене Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментари хушас