Атăлçи чи ăнăçлă çемйине палăртĕç
«Атăлçи чи ăнăçлă çемйи» конкурса кăçал 14 çемье хутшăнать. Чăваш Ен чысне Шупашкарта пурăнакан Львовсем хӳтĕлеççĕ. Тупăшу икĕ куна тăсăлать. Паян ăна официаллă майпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче уçрĕç.
— Ăнăçлă çемье чи малтан — пĕр-пĕрне юратакан, хисепленекен йыш. Ачисем валли те вăхăт уйăраççĕ вĕсем, хăйсем те аталанаççĕ. Ырă, çутă, таса чун-чĕреллĕ кил-йышра телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ. Спортра та, пултарулăхра та ăнăçтараççĕ вĕсем, ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ, — палăртрĕ ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.
Конкурс 2013 çултанпа иртет. Пенза облаçĕнче пуçласа ирттернĕччĕ ăна. Кун хыççăн вăл Атăлçи тăрăхĕнчи тĕрлĕ региона çитнĕ. Чăваш Енре те пулса курнă.
— Кăçалтан тупăшăва пĕрмаях Шупашкарта ирттерме палăртрăмăр. Республикăра пурăнакансем хирĕç пулмасса шанатпăр, — пĕлтерчĕ РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев. — Хисеплĕ конкурсантсем, Шупашкарта хапăл халăх пурăннине туйма ĕлкĕртĕр пулĕ. Хĕрлĕ тӳреме çитсе куртăр ахăртнех. Петрпа Феврони палăкĕ умĕнче те асăнмалăх сăн ӳкерĕнтĕр, тен? Çемье хаклăхне палăртаканн палăк Шупашкарта та пур. Конкурса шăпах çак уявра пухни те пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕринпе паллашма, туслă çыхăну йĕркелеме май парать вăл.
Чăваш Ен хăнасене яланах хапăл йышăннине ЧР Министрсен кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева та палăртрĕ.
— Хăть те мĕнле хула та архитектурăпа мар, çак самантра туйнă кăмăл-туйăмпа асра юлать теççĕ. Эсир паян пурте — çĕнтерӳçĕ. Анчах куншăн кăна мар, ытти лайăх самантпа асра юлтăр Шупашкара килсе курни. Эсир пурте пултаруллă, пурте маттур. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Кунпа пĕрлех Атăл мăнаçĕпе, çĕнĕ шухăш-тĕллевпе асра юлтăр пирĕн хула. Эпир чăваш тĕррипе, чăваш юррипе мухтанатпăр, наци пуялăхĕпе мăнаçланатпăр. Йăла-йĕркене упрама тăрăшатпăр, — терĕ Алла Леонидовна.
ТАТЬЯНА НАУМОВА.
www.hypar.ru Тĕплĕнрех сăн ÿкерчĕкĕсем...
Комментари хушас