- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 24 (2862) № 30.06.2021
Чи пахи, чи тутли — хамăр туса илни
Июнĕн 24-25-мĕшĕсенче Шупашкарти Юхан шыв портĕнче Пĕтĕм Раççейри хресчен-фермер хуçалăхĕсен «Хамăрăн» фестивалĕ иртрĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççей ял хуçалăх банкĕ, РФ Ял хуçалăх министерстви, Чăваш Ен Правительстви пулăшнипе йĕркеленĕ.
Пысăк лапамра республикăри, регион тулашĕнчи вун-вун хресчен-фермер хуçалăхĕпе предприятисем хăйсен таварне тăратнă. Чăваш Енрен кăна 100 ытла фермер хутшăннă. Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсенчи, Мари, Мордва, Тутар республикисенчи çĕр ĕçченĕсем те хăйсен продукцийĕсемпе килсе çитнĕ. Ретĕн-ретĕн вырнаçтарнă павильонсенче мĕн кăна çук-тăр? Ашран, сĕтрен, çăмартаран хатĕрленĕ продукцисем, пахча çимĕç, улма-çырла, пулă, кăмпа, пыл, çăкăр-булка изделийĕсем, пылак çимĕç… Ăстасем çыхнă, тĕрленĕ япаласен умĕнчен те халăх татăлмарĕ. «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнисем те бизнесри малтанхи утăмĕсемпе паллаштарма кăмăл тунă. Акă Комсомольски районĕнчи Олег Кашкаров, çĕр çырли туса илессипе ĕçлекенскер, пылак çимĕçне кăтартма-сутма илсе тухнă. Решит Санзяповпа /Патăрьел районĕ/ Василий Семенов /Куславкка районĕ/, Светлана Михопарова /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ асăннă шкулта çĕнĕ технологипе сыр пĕçерес вăрттăнлăха алла илнĕ хыççăн хаваспах продукцийĕсемпе паллаштарчĕç. Кĕске хушăрах мĕн тĕрлĕ кăна сыр пĕçерме вĕренмен-ши вĕсем?
Çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр фестивале çын йышлă пуçтарăнчĕ. Фермерсен, предприятисен апат-çимĕçне тутанса пăхма, туянма пултарчĕç.
Фестивале уçма РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕ Денис Константинов, яваплă ытти хăна хутшăнчĕç. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Сăваплă ĕç — ĕмĕре
Чăваш халăхĕ авалтанпах пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Пӳрт лартмалла-и е урăх ĕç пурнăçламалла — ял çынни нимене пуçтарăннă. Ку вăл питĕ авалтан, чăвашсен тĕрĕк вăхăтĕнчи тапхăртан килнĕ йăла.
Ниме пуçĕ ял çыннине ĕçе чĕнсе çаврăннă. Аллинче унăн ниме ялавĕ пулнă. Вăл кашни кил умĕнче чарăннă, хăйĕн патне ĕçе йыхравланă.
Ял çынни нимене пуçтарăннă, юрла-юрла вăй хунă. Ĕç вĕçленсен сĕтел хушшине ларса хăналаннă. Пĕрле тунă ĕç вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланнă. Ара, пĕччен çак ĕçе эрни-эрнипе тунă, йышпа вара ăна 1-2 кунра вĕçленĕ. «Туслăхра — вăй», — тени тĕрĕсех çав.
Ниме вăл — ĕç уявĕ. Йышпа ĕçленĕ чухне хаваслăрах та. Çитменнине, ĕç те ăнать. Çак ырă, сăваплă йăла халăхра вуçех пĕтменни савăнтарать. Ăна малашне те сыхласа хăварасчĕ, çамрăк ăрăва вĕрентесчĕ.
Акă нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче пурăнакан хастар çынсем хăйсен шучĕпе кĕпер тунă. Ялти Çĕнĕ урамра нимелле ĕç пуçланă. Ку кĕпер тахçанах юрăхсăра тухнă. «Хамăр пурăнакан вырăншăн хамăрăнах тăрăшмалла, пире мĕн нушалантарнине айккинчи çын пĕлес çук», — тенĕ Владислав Самойлов депутат. Çак ĕçе арçынсем 2 кунра пурнăçланă.
Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнчи хастарсем, ял-йыш вара урамри çула хăйсен вăйĕпе тикĕслесе сарма шут тытнă. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕн депутачĕ Федор Ляпкин, Дениспа Андрей Ляпкинсем тата ыттисем пĕр шухăшлă пулса чăн малтан халăхран укçа пуçтарнă. Çивĕч çак ыйтăва татса пама никам та хирĕçлемен, кашнийĕ мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшнă. Çимĕк уявĕ умĕн 400 метра яхăн çула халăх вăйĕпе, ыр кăмăллăхпа тирпейлесе пĕтернĕ. Малашне çак урама кирек мĕнле çанталăкра та автомашинăпа çăмăллăнах кĕрсе тухма пулать. Шăхач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лидия Кутузова Сигачинская урамри çула нимелле сарнăшăн халăха тав тунă. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Хамăр сыхланмасан кам пулăшĕ?
Чăваш Енре прививка тунă е чирлеменнине çирĕплетекен ПЦР-тест пуррисем валли «ковидсăр» кафе уçăлать.
Коронавирусран ирĕклĕ вырăнсене общество апатланăвĕн заведенийĕсенче йĕркелесшĕн. Хăрушă инфекцин çĕнĕ штамĕсем сарăлнăран Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушма чарусем кĕртесси пирки указ проектне хатĕрлеме хушнă. Вăл июлĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕмелле. Ковидран апатлану предприятийĕсенче вăй хуракансен, апатланма çӳрекенсен те COVID-19-тан профилактика прививкине тутарни пирки сертификат е чирлеменнине çирĕплетекен ПЦР-тест, паспорт е урăх документ пулмалла. Ачасем ашшĕ-амăшĕпе кăна апатланма çӳреме пултараççĕ.
Коронавирус сарăлни татăклă утăмсем тума хистет. Усал амакран мĕнле хăтăлмалла? Хальхи вăхăтра вакцинациленни кăна унран сыхланма пулăшĕ. Чăн та, малтанхи тапхăрта, чир сарăлма кăна пуçласан, нумайăшĕ асăрханма, сыхланма тăрăшрĕ. Анчах вăхăт иртнĕ май çынсем хăйсене ирĕкрех тытрĕç, асăрхансах каймарĕç. Çу кунĕсем çитнĕ май усал амака хĕртсе пăхакан хĕвел тĕп тăвасса шантăмăр. Шел, кĕтни тӳрре тухмарĕ. Çитменнине, тата та хăрушăрах Инди штамĕ вăй илме, халăх чирлесси тата вилесси ӳсме тытăнни ковид çине урăхларах пăхма хистет. Вакцинациленни кăна чиртен сыхланма пулăшнине нумайăшĕ ăнланса илчĕ. Чăн та, прививка тунисем те чирлеме пултараççĕ, анчах ăна çăмăлрах чăтса ирттереççĕ, сывалас шанăç та ӳсет.
«Çĕнĕ Шупашкарти поликлиникăна кайма тиврĕ. Унта халăх кĕпĕрленсе тăнине асăрхарăм. Черете «ютсем» кĕресрен хушаматсене хут çине çыраççĕ. Чăтайманнипе пырсах ыйтрăм. Ак тамаша, ковидран вакцинаци тутармашкăн черетре тăраççĕ-мĕн. Курни-илтни мана шухăша ячĕ. Унччен хам та иккĕленнĕ пулсан халĕ çывăх вăхăтра прививка тутарасшăн. Инди штамĕ те хăратать çав. Хамăр сыхланмасан кам пулăшĕ?» — терĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Чĕмпĕр облаçĕпе Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕ Надежда Васильева. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Асра юлнă хаклă самантсем
Юхма Мишши çыравçă яланах халăх хушшинче. Вулакансене килĕшнĕ сăнар, историллĕ пулăм çинчен ытларах пĕлес шухăш кăсăклантарать.
Хăш-пĕр курнăçу Вениамин Чернов тунă сăн ӳкерчĕксенче ĕмĕр асăнмалăх юлчĕ. 1986 çулхи майăн 13-мĕшĕнчине Шупашкара килнĕ ял клубĕсен директорĕсем ыйтнипе йĕркеленĕччĕ. Унта шкул ачисем те хутшăнчĕç. Чăваш республикин тавра пĕлӳ музейĕнче иртнĕ çав тĕлпулăва Михаил Николаевич мăшăрĕпе Роза Ивановнăпа пынăччĕ. Халĕ вăл та çыравçă – Роза Шевлепи хушма ятпа палăрчĕ.
Тепĕр уйăхран Михаил Николаевича Комсомольски районĕнчи «Заветы Ильича» колхоза йыхравларĕç. Унта пире Вениамин Федорович хăйĕн «Нива» çăмăл машинипе илсе çитерчĕ. Районти хаçат редакцине кĕрсе Геннадий Уткин журналиста, унтан колхоз правленийĕнчен Иван Чернов председателе лартса тухрăмăр. Аслă Чурачăк уй-хирĕнче утă пуçтаракан хĕрарăмсем патне васкарăмăр.
Юхма Мишшин пултарулăхне халалланă куçса çӳрекен курава машинăран кăларса вырнаçтартăмăр. Унпа хĕрарăмсем хаваспах паллашрĕç. Унтан Геннадий Алексеевич сăмах илчĕ, çыравçăн хайлавĕсене тишкерчĕ. Вĕсене пысăка хурса хакларĕ.
Ял çыннисем Михаил Николаевичăн кашни сăмахне хапăлласа йышăнчĕç. Унăн кăмăлне ытараймасăр сенĕк çине таянса Эмине юррине шăрантарчĕç. Çапла тав турĕç ăна Виçпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕ хĕр юрăçă ятне тĕнчене пĕлтернишĕн. Юрăçсене чысласа Михаил Николаевич хăй кĕнекине парнелерĕ.
1987 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Главчувашстройăн 3-мĕш общежитийĕнче пурăнакан хĕрсем Юхма Мишшипе мăшăрне кĕтсе илчĕç. Зала сăн ӳкерчĕксен куравĕпе, афишăсемпе илемлетнĕ. Прозăллă сăввисене пăхмасăр вĕреннĕ. «Таврăнни» ятлине иккĕн тан килĕштернĕ-мĕн.
Сăмах çемьери хутшăнусем çинчен пуçланса литературăри пулăмсене сӳтсе явнипе вĕçленчĕ.
– «Молодой коммунист» хаçатра драматурги пирки пыракан диспут çинчен мĕн шухăшлатăр? Унта хутшăнма кăмăл пур-и? – пĕлесшĕн пулчĕç вулакансем.
Михаил Николаевич хаçатри диспут кĕçех пĕтесси, хăйĕн шухăшне вăл писательсен пухăвĕнче пĕлтерни çинчен каларĕ.
– Диспут тĕрĕс мар йĕрпе пырать тесе шухăшлатăп. Унта ялан драматургсем япăх пьесăсем çыраççĕ, теççĕ. Драматург пьесăсене вулама мар, сцена çинче лартма çырать. Пьесăсене вулама йывăр. Наци театрĕ наци драматургийĕн никĕсĕ пулмалла тесе шухăшлатăп эпĕ. Чăваш пьесисене чăваш сцени çинче лартсан çеç чăваш драматургийĕ малалла аталанма пултарать, – терĕ Михаил Николаевич. <...>
Галина ЕЛИВАНОВА, К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн наука сотрудникĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас