Вакцинациленме хăрамарăм

28 Çĕртме, 2021

Людмила АЙДАК, Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче пурăнаканскер:

— Вакцинаци тăвасси пирки тахçанах шухăшланă, анчах иккĕленсе пурăнтăм. Тăванăм шыçă чирĕпе чирлет пулсан та прививка тутарчĕ. Ăна аванах тӳссе ирттерчĕ. Çакна кура эпĕ те вакцинациленме хăрамарăм. Прививка тума тухтăрсем ялах килчĕç. Ун чухне ман пек ватă çынсем чылаййăн вакцинациленчĕç. Çăвăнма, йывăр ĕçлеме юрамасть терĕç. Эпĕ вара вĕсене итлемерĕм курăнать: çăвăнтăм та, ĕçлерĕм те. Çавна май кăштах чирлерĕм. Çавăнпа та прививка тутаракансене ман пек паттăрланма кирлĕ мар тесе каласшăн.

Вакцинацилентĕм пулсан та унта-кунта тухнă чухне маскăна яланах тăхăнатăп. Прививкăна вара тутарма тăрăшмаллах, иккĕленмелле мар. Мĕншĕн тесен чире чăтма тата та хĕнрех.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас