Эпĕ — чире хирĕç
Надежда СМИРНОВА, «Хыпар» хаçатăн пай редакторĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Çапла калама, акă, мĕн хистет. Коронавирус чирĕпе хам нушаланса куртăм. «Пĕрре тӳссе ирттернĕ — çитет», — çапла пĕтĕмлетӳ турăм хам валли. Çавăнпа вакцинаци умĕн шиклĕх пĕрре те пулмарĕ. Грипран та çулсеренех прививка тутаратăп. Çакăн усси пурах — ОРВИпе сайра чирлерĕм.
Хальхинче пĕрремĕш хут вакцинациленнĕ чухне нимех те туймарăм. Сăмах май, «Гам-Ковид-Вак» вакцинăпа прививка тунă мана. Иккĕмĕш прививка хыççăн 12-13 сехетрен температура хăпарнине туйса илтĕм, эмел ĕçрĕм те çывăрма выртрăм. Ирхине ним пулман пекех вăрантăм. Температура урăх пулмарĕ.
Эсир те хăвăрăн сывлăхăршăн хăвăрах тăрăшăр.
Комментари хушас