Тантăш № 21 (4740) 10.06.2021

10 Çĕртме, 2021

«Малалла утмалла, нихăçан та парăнмалла мар»

Шупашкарти хавшак сывлăхлă ачасен интернат шкулĕн 8-мĕш класĕнче тата Шупашкарти В.П. Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче пĕлӳ пухакан Зинаида Катерова нумай пулмасть Петрозаводск хулинче иртнĕ «Ачалăх гимнĕ» пултарулăх проекчĕн çĕнтерӳçи пулса тăнă. Ӳнер фестивальне Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа ирттернĕ. Зинаида Аслă Çĕнтерӳ пирки «27 миллионов» сăвва чуна çӳçентермелле вуланă.

Чăвашла вĕрентнĕ

Амăшĕ Алена Катерова садикре ĕçленĕ чухне ачасене музыка енĕпе лайăх вĕрентнине асăрханă. Шăпăрлансенчен вырăсла пурте аван пĕлнĕ-ха, анчах чăвашла никам та калаçман, юрă та юрламан. Зина та çак ача саднех çӳренĕ. «Вырăсла пурте юрлаяççĕ, хĕр пĕрчине чăвашла вĕрентесчĕ», — çакнашкал шухăш мĕлтлетнĕ амăшĕн пуçĕнче. Тăван чĕлхешĕн çунакан Алена Петровна Зинăна килте пĕрмай чăвашла радиокăларăмсем итлеттерме тытăннă, сăвă-юрă вĕрентнĕ. Амăшĕн чĕлхине ăша хывма хĕрачана нумай вăхăт кирлĕ пулман. «Мĕншĕн-ши эп сана пит юрат рăм?» чăваш юррине хăвăрт вĕреннĕ, тăванĕсен умĕнче шăрантарма тытăннă. Яла кайсан кукамăшне юрласа савăнтарнă. Тăватă çулта чухне Зина пĕрремĕш хут сцена çине тухнă. Пиллĕкре «Талантсен фейерверкĕ» фестивале хутшăннă. «Сирĕн хĕрача пултаруллă, ача сачĕ хыççăн фортепиано калама вĕрентĕр. Вăл ăна тата вăйлăрах аталанма пулăшĕ», — тенĕ садикри логопед.

Шупашкарти 4-мĕш ӳнер шкулне пĕтернĕ хыççăн Зина пулатулăхне В.П. Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулĕнче малалла аталантарма тытăннă. Вокал тата фортепиано уйрăмĕнче вăл 4-мĕш çул пĕлӳ пухать. Пултарулăх ăна вĕренӳре пачах та чăрмантармасть. Хĕрача дневникĕнче «5» паллă кăна.

«Пĕчĕк чухнех юрлама тата сăвă калама юрататтăм. Вокал урокĕнче нумай юрă вĕрентĕм. Вĕсем пурте лайăх астăвăнса юлаççĕ. Тĕслĕхрен, «Мама и дочка», «Волшебное слово», «Песня о доброте», «Спасибо деду за Победу». Аннепе килте час-часах чăвашла юрăсем юрлатпăр. Çавăн пекех И.Штраус вальсĕсене, Л. Бетховенăн «Лунная сонатине» тата Р. Ловланд композиторăн «Песня из таинственного сада» композицине калама кăмăллатăп. Юрă-кĕвĕ тĕнчи мана çунат хушать, вĕренӳре хавхалантарать. Пĕлетĕр-и, питĕ нумай ырă ĕç тăвас, çынсене мĕнпе те пулин пулăшас килет манăн. Ыр кăмăллăх концерчĕсене хаваспах хутшăнатăп. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


В детско-юношеской библиотеке

Сейчас во многих школах работают оздоровительные лагеря, и наша – не исключение. Дни проходят очень интересно. Например, на прошлой неделе мы, воспитанники лагеря «Улыбка», были в республиканской детско-юношеской библиотеке, где было организовано мероприятие «Лингвистический бой» и «Наш Пушкин».

Все было очень интересно. Мы вступили в бой с неграмотностью, соревновались в знании значения и истории возникновения фразеологизмов и пословиц. Также на слух разбирали слова по составу и складывали из определенных частей новые, определяли из каких языков пришли к нам заимствованные слова и что они значили. Лингвистическая игра, представляющая редко употребляемые слова, вызвала множество эмоций. Еще вспомнили о жизни и творчестве Александра Сергеевича Пушкина, читали его стихи, смотрели мультфильм по его произведению. <...>

Ольга ИЛЛАРИОНОВА, 8-й класс. Чебоксары, 36-я школа.

♦   ♦   ♦


Эх, аван-çке лагерьте!

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен шкулта кану лагерĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вăл хаваслă лару-тăрура уçăлчĕ: ир-ирех вожатăйсем ачасене илемлĕ юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç, воспитательсемпе вĕрентекенсем саламларĕç. «Кăшăл вирусĕ урăх ан алхастăр, тӳпе яланах таса пултăр, сар хĕвелĕ йăл култăр, ачасен сăн-пичĕ савăнăçпа çеç çиçтĕр», – терĕç вĕрентекенсем. Лагерь йĕркелӳçи Римма Трифонова программăпа паллаштарчĕ, лагерьте интереслĕ те кăсăклă пулассине пĕлтерчĕ. Унтан ачасем асфальт çинче ӳкерчĕç. Лагере çӳрекенсен сăн-пичĕ савăнăçпа çиçрĕ: çуллахи каникул, ир тăрса шкула васкамалла тата урок вĕренмелле мар. Килте телефонпа е телевизор умĕнче ларни мар ку — аттепе анне та çаплах калаççĕ. <...>

Юлиана БОГАТЕЕВА, 7-мĕш класс.

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.