- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван Атăл, 4 №, ака, 2021 çул
Василий КЕРВЕН: Пăтта паха çупа пăсаймăн
«Ку каларăш поэзие те пырса тивет», — тет паллă поэт Василий Кервен. Рифма, ритм мĕнне пĕлмесĕр çыркаланă сăвă пеккисем ун чунне ыраттараççĕ, тĕрĕссипе, питĕ асапланать вăл унашкал «пултарулăх» тĕслĕхĕсене курсан. Аслă ăрури пысăк поэтсенчен вĕреннĕскер, ăсталăхне тимлĕ те çивĕч критиксен тĕрĕс сăмахне шута хурса туптанăскер сăвă техникине яланах хаклать. Çук, рифма тăвас тесе сăвă шухăшне, кăмăл-туйăмне катертмест вăл, шăпах тулли те хитре рифма шыраса шухăшпа кăмăл-туйăма чи çӳллĕ шая çĕклеме ăнтăлать. Унăн чĕлхи пуян, ытарлă та сăнарлă — Патăрьел районĕнчи вăрман варринче вырнаçнă тăван Упамса ялĕн пур илемĕнчен, ашшĕ-амăшĕн калаçăвĕ-вĕрентĕвĕнчен шăранса тухать çак пуянлăхпа сăнарлăх. Çапла, кунашкал поэтсем хальхи чăваш литературинче шутлă тăрса юлчĕç. Василий Гавриловичпа çавăнпа та ытларах поэзири ăсталăхпа паянхи çитменлĕхсем çинчен калаçрăмăр, çав вăхăтрах, паллах ĕнтĕ, вулакана унăн пурнăçĕ те, пултарулăхĕнчи хăш-пĕр самант та кăсăк пулассăн туйăнать.
— Василий Гаврилович Кошкин-Кервен — поэт, прозаик, критик, куçаруçă, журналист. Çапах та хăш енне кăмăлу ытларах туртать? Пултарулăх ĕçне маларах хăшĕнчен пуçăннă? Мĕн хĕтĕртнĕ е хавхалантарнă? Хăйне евĕр сăлтавсем пулнă-и — каласа парсам, тархас-шăн.
— Владислав, эс мана хамăр хушăра анатрисемле, тăван енле, «Ваççа тете» тесе чĕнетĕн — çакă чуна çывăххăн илтĕнет. Ку евĕк чĕнӳ, хăш-пĕрин шучĕпе, вырăс чĕлхинчи «дядя» сăмахран пулса кайнă, çавăнпа диалект çеç имĕш. Çакă иккĕленӳллĕ. Çав сăмах китайлара та пĕр пекрех илтĕнет-çке. Тĕрĕксем те çавнашкалах калаççĕ. Чăннипе, иероглиф çĕршывĕ пире чылай сăмах парнеленĕ. «Кĕнекенех» илер. Пăлхартан славян чĕлхисене кĕнĕскер, вăл пирĕншĕн тăванах ĕнтĕ. Шел те, лавккасен тăрринче, алăкĕсем çине «Кĕнекесем» тесе çыраççĕ. «Сем» ытлашши кунта, кун пек чухне чăваш чĕлхи пĕрреллĕ хисепе килĕштерет.
Пĕр кулăшларах ĕç-пуç çинчен те каласах хăварас-ха. Акă хăй вăхăтĕнче /2013 çулта/ Владимир Жириновский политик «Ы» сас паллине вырăс алфавитĕнчен кăларса пăрахасси пирки шăв-шав çĕкленĕччĕ Патшалăх Думинче. Унран «азиатчина» шăрши-марши кĕрет-мĕн. Çавна пула Раççее тĕнчере юратмаççĕ имĕш. Европа чĕлхисенче çав сасă /сас палли/ пачах çук иккен. Тĕлĕнмелле, çав «ытлашши» сасăсăр вырăсла «быть» теме те çук-çке, «бить» пулса тухать. Унăн ывăлĕ пĕчĕккĕ чухне «мышка» вырăнне яланах «мишка» тесе каланă пулать.
Вулакансем каçарччăр панă ыйтуран пăрăнса кайнăшăн. 60 çул каялла, 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, тĕнчене тĕлĕнтерсе совет çынни Юрий Гагарин вĕçсĕр уçлăха вĕçсе хăпарчĕ. Пĕрре, ăшă çурхи кунсем çитнĕччĕ, тепĕр савăнăç çунат хушрĕ чуна — сăвă çырмасăр чăтаймарăм. Ун çинчен эпĕ «Виçĕ пӳрнепе» ятлă сăвăра аса илсе çапла çырнă:
Чĕремре хавхалану капланчĕ,
Сăвă та пуçа пырса кĕрет:
«Çын вăл пĕтĕм çут тĕнче Атланчĕ», —
Терĕм эпĕ, çуралас поэт.
/«Тăван Атăл», 2018 çул, 8;/.
Упамса шкулĕнче пире пиллĕкмĕш класра В.В. Иванов чăваш, вырăс чĕлхисемпе литературисене вĕрентме тытăннăччĕ. Хамăр районти Нăрваш Шăхаль ялĕнченччĕ. Ырăскерччĕ, шел, пĕр пысăк çитменлĕх пурччĕ унăн, хăш- пĕр пултарулăх çыннин чирĕ ернĕччĕ ăна /ĕçетчĕ хушăран/. Вăл çамрăклах кĕнеке кăларма пултарнă та — пуçĕ ăнăçупа çаврăнса кайнă-тăр. Хайхи сăвва стена хаçачĕ валли патăм ăна — кăлармарĕ, учительпе фельдшерĕн ывăлĕсен çеç тухрĕ. Çакăн хыççăн эпĕ шăплантăм, ахаль çын /хресчен/ ачине хисеплесех кайманнăн туйăнчĕ. Василий Васильевичăн часах шкултан тухса кайма тиврĕ. Ун вырăнне вырăс чĕлхипе литературине çирĕп кăмăллă та хастар Георгий Прокопьевич Васильев вĕрентме тытăнчĕ. Илемлĕ литературăна юратма, ăнланма хăнăхтарнăшăн ăна паянчченех тав тăватăп /йывăр тăпри çăмăл пултăр/. Чăваш чĕлхипе тата литературипе ăнман пире, вăйăн-шайăн çеç иртетчĕç уроксем. Саккăрмĕш класра вара Кешаф Феткуллович Зейнетдинов çамрăк тутар тăрăшса, юратса вĕрентрĕ — тайма пуç ăна.
1962 çулта Андриян Николаев космоса çĕкленсен, çулла пулин те алла хутпа кăранташ тытрăм. Çав сăвăпа «Алтăр çăлтăр» ярăмра та усă курнă эпĕ кайран. Çакна каласа хăварас килет: пирĕн ентешĕн паттăрлăхĕ чăваш халăхĕн йышне те сасартăк ӳстерме пулăшнă ун чухне. Пытармастпăр, ашшĕ е амăшĕ вырăс /е вырăса тухнă/ пулсан, чăвашсем ачисене вырăс тесе çыртарасси йăлана кĕнĕ. Çав çулсенче пач урăхла пулса иртнĕ – чылайăшĕ хăй чăваш пулнăшăн именме пăрахнă, Андриян Николаевпа пĕр йăхран пулнипе мăнаçланнă та.
Каллех ыйтуран айккинелле пăрăнтăм. Çавăнпа кĕскен хуравлам: хальчченех чунăма поэзи çывăхрах.
— Эсĕ Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕнче поэзи секцине ертсе пыратăн. Хальхи чăваш поэзине мĕнлерех хаклатăн?
— Çав тери йывăр ыйту патăн. Юлашки вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче сăвă кĕнекисем ытлах тухсах каймаççĕ. Авторĕсем хăйсем тӳлесе кăларнисенчен вара чылайăшĕ пысăк шайрах мар. 2017-2020 çулсенче «Тăван Атăл» журналта хальхи поэзи курăнсах каймарĕ: поэмисем пачах поэма марччĕ, сăвăсем вырăнне чылай чухне айванла такмаксем, юрă сăмахĕсем тухатчĕç. Пирĕн юрă сăмахĕсем мĕн шайрине чылайăшĕ чухлать-тĕр. Петĕр Хусанкая хăй вăхăтĕнчех вĕсем тарăхтарнă. Ахальтен мар çакăн пек кулăш анлă сарăлнăччĕ:
— Ăçта васкатăн каплах? — тесе ыйтать тет пĕр сăвăçран тепри.
— Сăвăсене журнала йышăнмарĕç, композиторсене кайса парасшăн-ха, — хуравлать тет лешĕ. <…>
Владислав НИКОЛАЕВ калаçтарнă.
Комментари хушас