- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 17 (4736) 13.05.2021
Фестиваль çывăхлатрĕ
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕнче Чăваш Республикин Цифра министерствин тата Раççейри çамрăк журналистсен лигин пулăшăвĕпе çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен тата киностудисен «Атăлçи тĕлпулăвĕсем» фестивалĕ иртрĕ.
Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи проекта йĕркелеме тытăннăранпа 31 çул çитрĕ. Çак тапхăрта фестивальте 10 пине яхăн çамрăк пулса курчĕ. Кăçал кунта Раççейĕн 37 регионĕнчен пултаруллă 150 ытла ача çитрĕ. Вĕсем фестивальте пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, çавра сĕтелсене, дискусси лапамĕсене, конкурссене, семинарсемпе тренингсене, пресс-конференцисене, паллă журналистсемпе кинематографистсем ирттерекен ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç, хаçат кăларчĕç, радиокăларăмсем, теледневниксем, киноĕçсем хатĕрлерĕç, культура тата ӳнер ĕçченĕсемпе, ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕл пулчĕç.
Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Атăлçи тĕлпулăвĕсем» фестивальте Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, цифра министрĕ Кристина Майнина, вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева, культура министрĕ Светлана Каликова, Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева пулса курчĕç. «Фестиваль 31-мĕш хут иртет, кунта чылай регионтан çамрăксем килеççĕ. Эппин, вăл кирлĕ. Пирĕн хăйсен пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарас тĕллевлĕ пултаруллă çамрăксене, тренерсене тата нумайрах явăçтарма тăрăшмалла», — терĕ Кристина Майнина фестивальпе кăмăллă пулнине палăртса. Вăл шкулсенче "Журналистика" класĕсем уçас ыйтăва тишкернине те каларĕ.
Çамрăк журналистсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулнипе усă курса ăна тĕрлĕ ыйту пачĕç. Çитĕнекен ăру Олег Николаевăн ачалăхĕпе те, республикăри ĕçсемпе те кăсăкланчĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш чунĕллĕ пулмалла
Нумаях пулмасть чăвашсен паллă поэчĕ, журналисчĕ, чылай кĕнеке тата юрă авторĕ Альбина Юрату пирĕн шкулта хăнара пулчĕ. Ăна кĕтсе илме ачасем тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр: юрă-сăвă вĕрентĕмĕр.
Альбина Юрату – 30 ытла кĕнеке авторĕ. Унăн сăввисемпе 500 ытла юрă хывнă, вĕсене чăваш эстрадин 100 ытла артисчĕ юрлать. Альбина Васильевна — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Николай Никольский ячĕллĕ преми лауреачĕ. Хăйĕн сăввисене вăл чăваш халăхне, Шупашкара, тăван тăрăха, аннесене, вĕрентекенсене, çамрăк ăрăва халалланă. Поэтесса хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа панине эпир, ачасем, сывламасăр тенĕ пекех итлерĕмĕр. <...>
Александра ФЕДОРОВА, 6-мĕш класс.
Муркаш районĕ, Чуманкасси шкулĕ.
♦ ♦ ♦
И снова среди лучших
Сборная команда Чувашии по фитнес-аэробике приняла участие в фестивале физической культуры, спорта и фитнеса «Я выбираю спорт!», который прошел в конце апреля в Москве. Соревнования проходили во Дворце гимнастики Ирины Винер-Усмановой, где собрались более 300 команд и 4000 участников со всей России. Нашу республику представляли более 100 спортсменов.
Рады отметить, что сборная команда Чувашии под руководством заслуженного работника физической культуры и спорта Чувашской республики Оксаны Вербиной составила достойную конкуренцию сильнейшим спортсменам России. В копилке нашей сборной несколько «золотых» и «серебряных» медалей. Так, в номинации «Аэробика» команда «Шерлок Холмс», в составе которой выступили Валерия Сымова, Анна Свиридова, Валерия Гурьева, Карина Шашкова, Наталия Осипова и Каролина Поженко, поднялась на первую ступень пьедестала. Также первой в дисциплине «спортивная аэробика» стала Юлия Тимофеева. В номинации «спортивная аэробика» в возрастной категории 14-16 лет 2-е место заняли Анастасия Степанова, Анастасия Николаева и Виктория Репина. <...>
Подготовила Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Пусть выбор будет правильным
В жизни каждого человека бывают такие моменты, когда ему необходимо совершать выбор, от которого может зависеть его дальнейшая судьба. По сути, вся наша жизнь и есть выбор. Каждый день мы выбираем, во что одеться, что приготовить на обед, пойти ли вечером на концерт или пораньше лечь спать, почитать книгу или посмотреть кино и многое другое. Но бывают и более сложные моменты, когда надо хорошо подумать, прежде чем сделать следующий шаг.
Я думаю, что первый серьезный выбор стоит перед нами после окончания 9-го класса. Нам нужно решить, что делать дальше: покинуть стены родной школы, чтобы поступить в колледж, или остаться учиться в 10-ом профильном классе. Для кого-то выбор очевиден, а кто-то долго сомневается и думает о том, какое же решение принять. И в том, и в другом случае для девятиклассников очень важна поддержка близких людей, родителей и, конечно же, подсказка учителей. Я еще слишком юн, чтобы с уверенностью утверждать что-либо, но мне кажется, что надо взвесить все «за» и «против», прислушаться не только к голосу разума, но и учитывать веление сердца. Ведь, в конце концов, это твоя жизнь, и решение за тобой. <...>
Владислав ДАНИЛОВ, 9-й класс.
Урмарская школа им. Г.Е. Егорова.
♦ ♦ ♦
Яла чăлха вĕççĕн çитнĕ
Манăн кукамай, Елена Васильевна Гаврилова, Патăрьел районĕнчи Пăлаçи Атăк ялĕнче 1923 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн кăна курман-ши, мĕн кăна чăтман-ши мăнтарăн? Вăрçă пуçлансан вун саккăрти хĕре повестка килсе тыттарнă. Ыттисемпе пĕрле ял тăрăх виçĕ кун салтак юрри юрласа çӳренĕ вăл. Вăрçăран аманса таврăннă пиччĕшĕ: «Ăçта каятăн? Тăван колхозра кам юлать? Ялта арçын çукпа пĕрех, ĕçĕ вара туллиех», — ӳкĕтлеме тытăннă.
Кукамай çакăн хыççăн тантăшĕсемпе пĕрле окоп чавма тухса кайнă. Мĕн тери йывăр пулсан та чăтнă: апат йĕркеллĕ çитермен, бараксенче çĕр каçнă, ир тăнă çĕре тумтирĕ типме ĕлкĕреймен, çавăнпа та тепĕр кунне нӳрлĕ япалисене тăхăнма тивнĕ. Çитменнине, ĕç виçи пулнă. Пĕр кунта пурнăçлама ĕлкĕреймесен çĕрĕпе тар тăкма тивнĕ. Никама та çăмăл пулман. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисенчен чылайăшĕ чире кайнă, килĕсене таврăнсан сывлăх хавшаккипе нумай пурăнайман. <...>
Елена КИРИЛЛОВА.
Патăрьел районĕ, Турхан шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Амбразурăна кăкăрĕпе хупланă
Çак кунсенче Элпуç шкулĕн 3-мĕш тата 4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем Тăвайри тавра пĕлӳ музейĕнче пулса курчĕç. Владимир Федоров заведующи ăшшăн кĕтсе илчĕ, ачасене район историйĕпе паллаштарчĕ. Çар мухтавĕн залĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Павел Меркурьев ӳкерсе хатĕрленĕ «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хӳтĕлев сооруженийĕсем» диорама умĕнче ачасем чылайччен чарăнса тăчĕç. Вĕсене хăçан, кам тата мĕнле условисенче туни пирки Владимир Федоров тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Окоп чавнă çĕрте ытларах хĕрарăмсемпе аслă çулсенчи арçынсем тата 17 çулти хĕрсем ĕçленĕ. Ĕç пĕр самантлăха та чарăнман, канмалли кун та пулман вĕсен. <...>
Светлана КОНСТАНТИНОВА, пуçламăш классен вĕрентекенĕ.
Тăвай районĕ, Элпуç шкулĕ.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментари хушас