- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 16 (6364) № 29.04.2021
«Аттепе анне çӳлтен пăхса савăнчĕç пулĕ»
«КĔМĔЛ САСĂ» ФЕСТИВАЛЬ-КОНКУРСРА ГРАН-ПРИЕ ТАТА ÇИ-ПУÇ ÇĔЛЕТТЕРМЕШКĔН 20 ПИН ТЕНКĔЛĔХ СЕРТИФИКАТ ÇĔНСЕ ИЛНĔ АЛЕКСЕЙ КАЗАНЦЕВ ПАТĂРЬЕЛ РАЙОНĔНЧИ АСЛĂ АРАПУÇ ЯЛĔНЧЕ ÇУРАЛНĂ. ВĂЛ ЭСТРАДĂРИ ПАЛЛĂ ЮРĂÇСЕМПЕ ДУЭТ ÇЫРТАРМА ТА, ÇЕМЬЕ ЧĂМĂРТАМА ТА ĔЛКĔРНĔ.
Баян калама вĕреннĕ
Алексей 5-мĕш класчен ялти шкул сукмакне такăрлатнă. «Музыка учителĕ Владимир Верликов шкулта «Чĕкеç» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕ. Эпĕ те çав ушкăна çӳреттĕм. Манăн анне питĕ хитре юрлатчĕ. Асатте хăй тĕллĕн аккордеон калама вĕреннĕ. Эпĕ те купăс калама хăнăхас тĕллевпе Шупашкара, Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицей-интернатне, кайрăм. Унта купăс çуккипе баян калама вĕрентрĕç. Тепĕр çулхи авăн уйăхĕнче лицея килсен чун хурланчĕ, яла таврăнас килчĕ. Аттепе анне патне шăнкăравласа мана тăван шкула куçарма ыйтрăм. Хирĕçлемерĕç. Чи кирли маншăн — баян калама вĕренниччĕ. Ун хыççăн купăса çăмăллăнах алла илтĕм. Малалла Аслă Арапуçрах ăс пухрăм. Юрă-кĕвĕ тĕнчине килĕштернĕрен 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытрăм, фольклор уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Ăсталăха Людмила Петухова преподаватель патĕнче туптарăм», — ачалăхĕ пирки каласа кăтартрĕ Алексей.
Диплом илнĕ хыççăн, 2010 çулта, вăл салтака кайнă, сывлăш десанчĕн çарне лекнĕ. Вĕренӳ Чĕмпĕрте иртнĕ, кайран Иваново хулине куçарнă. Присяга тытнă кун салтакшăн пысăк хурлăха çаврăннă. Ашшĕпе амăшĕ çак савăнăçлă самантра ывăлĕпе юнашар пулас тесе Чĕмпĕре килнĕ. 2010 çулхи çулла шăрăх тăнăран, вăрмансем çуннăран тавралăха тĕтĕм карса илнĕ. «Присяга тытнă хыççăн уçăлма тухрăмăр. Атте пĕве хĕрринче хăш вăхăтра шыва анса кайнине сиссе юлаймарăмăр. Сывлама çук пăчă пулнăран çав кун Чĕмпĕр облаçĕнче 23 çын шыва путса вилнĕ. Аттене куç умĕнчех çухатма питĕ йывăр пулчĕ. Мана çывăх çыннăма юлашки çула ăсатма 10 кунлăха киле ячĕç. Аттен ĕмĕрĕ çав тери кĕске пулчĕ, 41 çултах ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Анне кун хыççăн хуçăлчĕ», — пурнăçĕнчи хурлăхлă самантпа паллаштарчĕ Алексей.
Стройкăра ĕçленĕшĕн вăрçнă
Шел те, амăшĕ те ашшĕ вилсен нумай пурăнайман. «Анне виçĕ çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. 47 çул тултариччен пĕр кун маларах вилчĕ. Унăн пуçĕ çинче аневризма пурччĕ, вăл çурăлса кайрĕ. Ăна операци турĕç. Пĕр кун тăнпах выртрĕ те тепĕр уйăх куçне уçмарĕ. Тăна кĕмесĕрех вилчĕ. Анне эпĕ концертра юрланине пĕртен-пĕр хутчен килсе курма ĕлкĕрчĕ. Вăл мана Мускавра стройкăра ĕçленĕшĕн вăрçатчĕ. «Санăн сцена çинче юрламалла», — тетчĕ. Çывăх çыннăм каланине вăхăтра итлемен çав. Халĕ вĕсем çӳлтен пăхса манăн çитĕнӳсемпе савăнаççĕ пулĕ», — чунне уçрĕ 27 çулта тăлăха юлнă Алексей.
Ялти çуртра халĕ никам та пурăнмасть пулин те Алексейпа йăмăкĕ унăн вучахне сӳнтермеççĕ. Унта пушă вăхăт тупăнсанах каяççĕ. Чăвашсен йăлине пăсман, Мăнкун умĕн кайса пӳрте çунă. «Çурта кĕрсен темĕн çитмест пек. Унта аттепе анне çук, пуш-пушă», — чун ыратăвне палăртрĕ вăл.
Салтакран таврăнсан Алексей çур çултан авланнă, Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи клубра ĕçленĕ, кайран Чăваш патшалăх филармонийĕнчи «Чăваш Ен» ансамбльте юрланă, чылай хулапа районта та пулнă. Шалу çитсе пыманнипе Мускава çул тытнă. Унта темиçе çул ĕçленĕ вăл. Кайран ентешĕпе Александр Сорокинпа тĕл пулнă. «Хăвăн пултарулăхна мĕншĕн пытарса пурăнатăн? Санăн сцена çинче юрламалла», — тенĕ вăл ăна. 2018 çулта Алексей Александрăн концертĕнче хăй çырнă «Пысăк пул, ывăлăм» юрра шăрантарнă. Çавăнтанпа вăл чăваш эстрада анине сухалать.
Алексей «Ялар» ушкăнра та юрлать, Вячеслав Христофоровпа та концертсене çӳрет, купăс каласа юрлать. Алексей дуэтсем те хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. «Сĕтел çаврака» юрра малтан Сергей Кувшиновпа çыртартăмăр. Кайран «Утасчĕ пĕр çулпа» юрра Катя Петровăпа юрларăмăр. Нумаях пулмасть радиопа пирĕн тепĕр çĕнĕ юрра, «Ан çунтар чунăма» ятлăскере, çавăрттарма пуçларĕç. Георгий Смирновпа пĕрле шăрантаракан юрă та пур», — пултарулăхĕпе паллаштарчĕ Алексей. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Дояркăсемпе свинаркăсем пирки çырмалла!» —
тесе Леонид Агаков истори романне йышăнман
«Серафима Михайловна, сăвă çырма хăтланатăп, анчах темшĕн пулмасть. Миша вара чӳречерен пăхать те çырать, пăхать те çырать», — тарăхса пĕлтернĕ урокра 2-мĕш класс хĕрачи учительницăна. «Манăн калем вĕçĕнче çырма пулăшакан хĕвел пайăрки пур», — ура çине сиксе тăнă арçын ача. Ку пулас Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши пулнă. Нумаях пулмасть 85 çулхи юбилейне паллă тунă 341 кĕнеке авторĕ ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илчĕ.
Улмуççи выçлăхран çăлнă
«Йĕпреçри куçса çӳрекен театр ертӳçи Михаил Кубенев манăн атте-аннепе туслă пулнă. Патăрьел районне черетлĕ хут спектакль кăтартма килсен мăшăрĕпе Машăпа пирĕн пата çĕр каçма пынă. Хайхискерсене çĕрле асанне вăратнă: «Кин «çĕнĕ кайăк» илме каясшăн, кӳрше каçатăр пуль», — тенĕ. «Эппин, «ылтăн» çуралсан — Миша, «кĕмĕл» пулсан Маша ят хуратпăр», — сĕннĕ манăн пулас хĕресне атте. Тепĕр кунхине эпĕ кун çути курнă.
Çемьере 5 ача ӳсрĕмĕр, эпĕ — тăваттăмĕш. Ачалăх йывăр пулчĕ, выçлăхпа аптăраттăмăр. Вăрçă пуçлансан атте çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайрĕ. Сталинград çывăхĕнче çапăçнă, йывăр аманнă. Вăл вилнĕ тесе шухăшланă. Салтаксене пытаракан ушкăн ăна ăнсăртран тупнă, госпитале леçнĕ. Çавăнта вăл старшинана курнă, лешĕ аттен вилнĕ хутне яла яма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Атте çыру шăрçаласа киле вĕçтернĕ. Икĕ çыру пĕр кунра çитнĕ.
6-ра чухне колхоз ĕçне илсе кайма тытăнчĕç. Пучах пуçтарни, кĕлте йăтни асрах-ха. Юрать, пирĕн ял вăрман çывăхĕнче: вăл выçлăхран çăлса хăварчĕ. Мĕн çимелли пур — çырла, курăк, йĕкел, йӳçĕ улма, çăка çулçи… — веçех пухаттăмăр. Вăрманти кашни çăкана палланă, йывăçсем çап-çара тăрса юлатчĕç. Пĕрре 7-8 ача мĕн те пулин тупас тĕллевпе вăрмана çул тытрăмăр. Курах кайрăмăр: улмуççи ларать, пан улмийĕсем шултра. Тахăш самантра ăна çисе ятăмăр. Тепĕр çул та килес тесе çак вырăна астуса юласшăнччĕ, анчах кайран тупаймарăмăр. Çав йывăç пире выçă вилесрен çăлса хăварассишĕнех тупăннă-ши?
Пуçламăш классенчех сăвă çырма тытăнтăм. Виççĕмĕш класра атте пирки «Салтак килет» сăвă шăрçаларăм. Анне манăн тетрадьсене, аттен çырăвĕсене упранă. Комсомол организацине йĕркелессине пĕлтерсен çак йыша кĕресшĕнччĕ. 14-ран йышăнаççĕ, эпĕ вара 12 çулта кăна. Мĕн тумалла? Документсенче 2 çул хушса çырчĕç. Комсомола кĕни маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă, мĕншĕн тесен ачаранпах патриот пулса çитĕннĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн 10 çухрăмри Патăрьеле çӳреме тытăнтăм. Питĕ вĕренес килетчĕ, уйрăмах историе кăмăллаттăм. Анчах пĕр урокра учитель «4» лартрĕ. Хăй темĕн те пĕр ыйтса тĕпчерĕ, веçех хуравларăм. «Мĕншĕн «4»?» — ыйтрăм тĕлĕнсе. Эпĕ вырăсла начар калаçни килĕшмен иккен. Çав вăхăтра шкулта вырăсла вĕрентетчĕç. «Сирĕн ывăл историе начар пĕлет, чылай япалана манран ыйтать. Ăна мĕншĕн «5» лартатăр?» — парăнмарăм эпĕ. Вăл вырăс чĕлхине лайăх пĕлет-мĕн. «Ку истори е вырăс чĕлхи урокĕ?» — çапла каланă хыççăн учитель мана яланах «5» лартма тытăнчĕ.
Урокран кăларса янă
Пирĕн ялта тутар арçынни, кĕтӳç, пурччĕ. Алим пичче тесе чĕнеттĕмĕр ăна. Вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ, юмах¬сем каласа паратчĕ. «Миша, ӳссен автобуса ларатпăр та ту-тут! Шупашкара каятпăр», — тетчĕ. Шупашкар маншăн ĕмĕтри хула пулнă. Çавăн чухнех тĕллев лартрăм: тĕп хулана чăваш халăх культурине, историне тĕпчеме каятăп. Çавнашкал ĕмĕт истори урокĕ хыççăн çуралчĕ. Учитель учебник тыттарчĕ, унта тĕрлĕ халăх пирки çырнăччĕ. Шĕкĕлчесе тухрăм — чăвашсем пирки пĕр сăмах та çук. Мĕншĕн çырман-ши? Эпир халăх мар-им вара? Кун пирки вĕрентекенрен ыйтсан нимĕн те хуравламарĕ. Кайран уроксенче çак ыйтăва темиçе хут та парса халтан ятăм, юлашкинчен класран кăларса ячĕ. «Учитель чăвашсем пирки нимĕн те пĕлмест тĕк никам та тĕшмĕртмест», — шухăшларăм. Тăван халăх историне тĕпчесе кĕнеке çырма хама сăмах патăм.
Асаннене ялта Ăста Наçтук тетчĕç. Йăла-йĕркене лайăх пĕлетчĕ, юмахсем каласа кăтартатчĕ. Пире, ачасене, ял çывăхĕнчи сăрта ертсе кайрĕ. 1391 çулта çав вырăна Тамерлан çарĕсем Ылтăн Уртана аркатнă хыççăн çитнĕ. Унта Чĕкĕрчĕк паттăрăн вил тăпри пурччĕ, ун тавра 7 хут çаврăнтăмăр. Ку та истори писателĕ пулма хавхалантарчĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Манăн юратнă вырăн — кухня»
Ĕмĕр ирттересси — урам урлă каçасси мар. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, пушар хуралĕнче чылай çул вăй хунă чăвашпа, сăвăçпа, кĕвĕ ăстипе, маттур спортсменпа, çĕр çинче 80 çул утса çӳрекен Георгий ФАДЕЕВ-ХАВАЛПА пурнăçĕнчи кăсăклă самантсене аса илнĕ май çак каларăшăн тĕрĕслĕхне тепĕр хутчен ĕнентĕм. Çамрăксен Георгий Андреевичран вĕренмелли чăнах та нумай.
— «Пур Чăвашра чăн-чăн арçынсем!» — тенĕ Раиса Сарпи сăвăç хăйĕн пĕр сăввинче. Манăн шухăшпа, çак сăмахсем сирĕн пиркиех. Калăр-ха: мĕнлерех пулмалла чăн-чăн арçыннăн?
— «Çул хыççăн çул» кĕнекемре Сарри Мишши манран илнĕ «Чăн-чăн арçын вутран та вăйлăрах» интервью пур. Унта арçыннăн чи пĕлтерĕшлĕ енĕсене палăртрăм — паттăрлăх, ĕçченлĕх, яваплăх, çынна пулăшни, ăнланма тата каçарма пĕлни, ачашлăх… Унăн рыцарь те пулмалла. Пĕр сăмахпа, хăйне шеллемелле мар. Эпĕ пушар хуралĕнче 22 çул ĕçлерĕм. Республикăри пушарсене сӳнтерекен штаб пуçлăхĕнче вăй хутăм. Темĕнле инкек те куртăм. Арçыннăн та, хĕрарăмăн та — икĕ алă. Пĕр ĕçе те пайламалла мар. Килте манăн юратнă вырăн – кухня. Кăмпа, пахча çимĕç тăварлама юрататăп, хамах тумтир çĕлетĕп, кĕпе-йĕме утюг¬па якататăп, япала çăватăп... Çемьере тăваттăн ӳсрĕмĕр. Хырăм выçсан качакана çенĕке çавăтса кĕрсе кашни хăйне кирлĕ чухлĕ сĕт суса илеттĕмĕр те çăкăрпа çиеттĕмĕр. Аннене çăкăр пĕçерме чуста та çăрма пулăшаттăм.
— Тĕлĕнмелле арçын эсир! Сирĕн мăшăра ăмсанма пулать.
— Ĕçрен темĕнле ывăнса таврăнсан та кухньăна кĕрсен йăлтах иртсе каять. Яшка пĕçерме пуçласан мăшăр мана чăрмантарас мар тесе тепĕр пӳлĕме каять. Зинаида — Çĕрпӳ районĕнчи Çитчарак ялĕнчен. Эпĕ вара — кӳршĕ Тепикассинчен. Вăл çамрăк чухне пирĕн ял клубĕнче ертӳçĕре ĕçлетчĕ. Улатăра бухгалтера вĕренме кайсан унăн ĕçне мана шанчĕç. Жданов ячĕллĕ колхозăн комсомол организацийĕн секретарьне,
ДОСААФ тата «Урожай» спорт обществин председательне суйларĕç. Районти комсомол организацийĕ сĕннипе направленипе Ленинградри пушарпа техника училищине вĕренме ячĕç. Зинăпа пĕр-пĕрин патне çыру вĕçтертĕмĕр. Манпа юнашар яланах хĕрсем ĕçленĕ пулсан та никампа та çавтăнса çӳресе курман. Урăххине алăран тытни те юратăва сутнăн туйăнатчĕ. 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне атте çĕре кĕчĕ. Анне хуйхăпа чире кайрĕ. «Икĕ ывăл ӳстертĕм, пĕри те çумра çук, пĕччен юлтăм, пĕри те пулин кин кĕртинччĕ», — тесе йĕретчĕ. Анне тархасланипе яла килсен Зинăпа пĕрлешрĕмĕр, ăна аннепе хăварса каялла Ленинграда вĕренме кайрăм. Çемьере лару-тăру йывăр пулнăран туй туса çынсем пек савăнаймарăмăр. Зина хунямăшне те, хăйĕн амăшне те пулăшма ĕлкĕретчĕ.
— Мăшăрăр эсир ăна юратнине, куç пек упранине кашни самантрах туйса тăрать апла.
— Пур ĕçе те пĕрле туни, чун ыратăвне пĕрле пайлани – çакă вăл юрату. Зинăпа икĕ ывăла Сергейпа Андрея пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. 4 мăнукпа 1 кĕçĕн мăнук пур пирĕн. Эпĕ мĕн ачаран ĕçсĕр пурăнаймастăп. Ĕçсĕр аптăранă чухне пурнăç ахаль иртнĕн туйăнать. Каçсерен ыйхă килмесен алла кăранташ тытса сăвă шăрçалатăп. Кĕвви те çийĕнчех çуралать. Ăна манса каясран диктофон çине çыртаратăп.
— Ял ачи ĕçпе пиçĕхсе ӳсет çав.
— Эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, çут тĕнчене килнĕ. 5-6 çултах аннепе пĕрле тырă вырма кайнă, ана çинче пĕр пучах та хăварман, кĕлтесем йăтнă. Çуркунне крахмал пуçтарнă. Ирхине шăнла каяттăмăр, кăнтăрла çĕр ăшăнсан атă пылчăк ăшне ларса юлатчĕ, ана çинчен çара уран тухни те пулнă. Пӳрнесем çинчи суран çĕввисем — çурлапа кастарнă йĕрсем. 1945 çул ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Урамра хĕрарăмсем шавлаççĕ, йĕни илтĕнет, каллех вăрçă пуçланать-ши тесе кулянаççĕ. Хĕвел анăçĕнчен самолетсем вĕçсе килчĕç. Пирĕн тĕле çитрĕç. Самолетсем сас паллисем туса «Ленин. Сталин. Победа» тесе çырчĕç. Вĕсене курăнми пуличченех пăхса тăтăмăр. Кайран вĕсем Япони еннелле вĕçнине пĕлтĕмĕр. 1947 çул та манăçмĕ. Эпĕ 6 çултаччĕ. Ачасемпе урамра выляттăмăр. Тӳпере «кукурузник» курăнса кайрĕ. Ял тĕлне çитсен çӳлтен листовкăсем юр пек вĕçме пуçларĕç. Вĕсене пуçтарса чупрăмăр. Хутла пĕлменрен унта мĕн çырнине вулаймарăмăр, аслисене тыттартăмăр. Сталин халăха Аслă революци пулнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа саламлать иккен. Халăх савăнчĕ.
— Тăван çĕршыва хӳтĕлесе мĕн чухлĕ çын пуç хунă! Чылай ача тăлăха юлнă.
— Атте вăрçăран суранланса таврăнчĕ. Тăм илнĕ хыççăн унăн ура тупанне каснă. Ăна колхоз бригадирне лартрĕç. «Атте сăнарĕ» поэмăра унăн кун-çулне сăнарларăм. Вăл хушнине сăмахсăрах пурнăçланă эпир. Лаша кӳлме вĕреннĕ. Уроксем хыççăн сысна ферминчен уя тислĕк турттараттăм. Эрне варринче ĕлкĕреймесен канмалли кун та ĕçлеттĕмĕр. Атте тума пĕлмен ĕç çукчĕ. Хырăм выççи халĕ те асра. Ăш-чик туртса ырататчĕ. Аттепе анне пире вĕрентме тăрăшрĕç. Ялти шкулта 7 класа «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренсе тухрăм. Комсомол ретне илчĕç. Туссемпе пĕрле 12 çухрăмри шкула, Виçĕкассине, çӳреме пуçларăмăр. Вĕреннĕшĕн çулталăкра 150 тенкĕ тӳлемеллеччĕ. 2 уйăх нушалантăмăр. 2-мĕш смена хыççăн часах тĕттĕмленетчĕ. 4 çырма урлă каçмаллаччĕ, курăкран тытăнса чакаланса хăпараттăмăр. Тата вăрман витĕр тухмаллаччĕ. Кĕлпе краççына хутăштарса консерв банкине тултараттăмăр. Банкăри хутăша, резинăна е улăмран тунă пĕчĕк кĕлтесене пĕчĕккĕн çунтарса килелле утаттăмăр. Нушалансан-нушалансан туссемпе пĕр шухăшлă пулса шкула çӳреме пăрахрăмăр. 14 çулта колхозра ĕçлеме пуçларăм. Вăй питти арçынсемпе пĕрле вăрман та каснă, платниксен бригадинче те ĕçленĕ. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Çулăм типĕ курăк тăрăх яла хăвăрт çывхарчĕ»
Юр кайса пĕтнĕренпе Чăваш Енре çине-çинех пушар алхасрĕ. Типĕ курăк çунтарнăран ялта харăсах темиçе çурт çунса кайни те пулчĕ. Шел те, инкекре çынсен пурнăçĕ те татăлчĕ. Канаш районĕнчи Аччара пурăнакан 87-ри Юрий Николаев 2 эрне каялла мăшăрне ĕмĕрлĕхех çухатнă. «Гороскоппа Скорпион вĕт вăл, никама итлемесĕр хăйĕннех тума хăнăхнăскер», — терĕ арăмне сивĕ тăпрапа хупланă арçын. Унăн шухăшĕпе, мăшăрĕ инкек çывхарнине сиснĕ.
«Пӳрт пушă, никампа калаçма çук»
Мария Васильевнăпа Юрий Николаевич 1958 çулта мăшăрланнă. Çемье пурнăçĕнче темĕн те курнă, темĕн те чăтса ирттернĕ. Çынран кая мар пуласчĕ тесе тăрăшнă вĕсем. Николаевсем 5 ача çуратса ӳстернĕ: 2 хĕрĕ юнашарах, ялта, кун кунлаççĕ, виççĕмĕшĕ Алькешре пурăнать. Икĕ ывăлĕ çут тĕнчерен уйрăлнă.
«Радиопа, телекуравпа типĕ курăка çунтарма юраманни пирки асăрхаттарсах тăраççĕ. Çав кун, ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче, мăшăр ирхи 8 сехетре килтен тухрĕ. Ял çывăхĕнчи çырмара пĕлтĕрхи курăка чĕртсе çунтарчĕ. Тавралăха тĕтĕм шăрши сарăлчĕ. Арăм юлашки вăхăтра улшăннине сисрĕм. Ĕнер мĕн пулса иртнине астумастчĕ, сăмса айĕнче темĕн мăкăртатса çӳретчĕ. Ăна тухтăр патне илсе каясшăнччĕ… Шел, ĕлкĕреймерĕмĕр», — кулянчĕ Юрий Николаевич. Арăмĕ çырмара аппаланнă вăхăтра мăшăрĕ килте ĕçленĕ. Арçын кăнтăрлахи апат хатĕрленĕ, газ плити çинче яшка пĕçернĕ. Унтан кил хуçи мăшăрне шырама тухнă. Çырма хĕррине çитсен унăн куçĕ умне хăрушă ӳкерчĕк тухса тăнă: арăмĕ çĕр çинче хускалмасăр выртнă, кĕлеткин сылтăм енĕ çуннă. Юрий Николаевич часрах кӳрши патне чупнă. Инкек пирки каласа кăтартнă чухне чĕлхи çыхланнă, алли-ури чĕтренĕ.
Яла пушарнăйсем, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çитнĕ. 85-ри Мария Васильевнăн ӳтне Канашри морга илсе кайнă. Тепĕр кунхине тăванĕсемпе ял çыннисем унпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашнă. «Хăçан вилетĕп-ши тесе çӳретчĕ. Ăнсăртран пулса иртнĕрен халĕ те ĕненес килмест. Пӳрт пушă, никампа сăмах ваклама çук», — терĕ кил хуçи.
Тимлĕрех пулма хистет
Иртнĕ канмалли кунсенче, ака уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче, çӳп-çап, типĕ курăк çунтарнă 16 тĕслĕхе шута илнĕ. Канаш районĕнчи 59-ти арçын çакна пула вити-сарайĕсĕр тăрса юлнă. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи «Оринин» сад юлташлăхĕнче хуралтăсем кĕле çаврăннă. Çак районти Макаçи ялĕнче пурăнакан 60-ти арçынна пула уйрăм çын харпăрлăхĕнчи çуртсем çулăмпа сиенленнĕ.
«Çак тĕслĕх йĕркене тата çирĕплетме хистерĕ. Шăматкун субботник пулчĕ. Пĕлтĕрхи курăка, çулçа пуçтарса михĕсене тултартăмăр. Вăхăтра илсе тухаймарăмăр, çил вăйлă пулни чăрмантарчĕ. Кил-тĕрĕшре усă курман ăпăр-тапăра контейнерсене тултартăмăр. Макаçри пушар тимлĕрех пулма хистет», — терĕ Муркаш районĕн Ильинка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Марина Соколова. 60-ти арçынна вара суд сакки кĕтет. Ăна штраф тӳлеттерме пултараççĕ. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Фильмсем ӳкерсе хваттер туянмалăх укçа тăкакланă
«Никита» кĕске метражлă фильм интернета тухсан Марат Никитин режиссерпа пĕрремĕш хут тĕл пултăм. 2015 çулта унпа курнăçма тепĕр сăлтав тупăнчĕ: ун чухне «Хорло» фильм ӳкерме пуçланăччĕ. Чăваш Енре çуралса ӳснĕ пултаруллă режиссер халĕ «Содействие» кĕске метражлă фильм хатĕрлет. Хальхинче вулакансене пултарулăхĕпе кăна мар, пурнăçĕпе те паллаштарасшăн.
— Марат, санпа тĕл пулмассерен ытларах санăн пултарулăху пирки калаçнă эпир. Пурнăçу пирки те пĕлес килет.
— Эпĕ 1975 çулта Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă. Ачалăхăм хуйхă-суйхăсăр иртрĕ. Унашкаллисенчен, манăн шухăшпа, лайăх актерсем пулаççĕ. Паллах, йывăрлăхсемсĕр пулман. Аттепе анне — «вăрçă ачисем». Анне — тутар хĕрĕ, Рушания ятлă, анчах ăна пурте Роза тесе чĕннĕ. Унăн ашшĕ фронтра вилнĕ. Атте — Виктор, вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн выçăпа нушаланнине, 1961 çулта тин хырăм тăраниччен çиме пуçланине каласа кăтартатчĕ. Унăн та ашшĕ вăрçăра пулнă, аманса таврăнсан нумай пурăнайман, 1955 çулта чĕре чирĕпе вилнĕ. Аттепе анне иккĕшĕ те çемьеленсе уйрăлнăскерсем пулнă, пĕр-пĕрне килĕштерсен пĕрлешнĕ. Эпĕ çемьере пĕртен-пĕр ача ӳсрĕм.
— Киноискусствăпа ача чухнех кăсăкланма тытăнтăн-и?
— Çук. Малтан спортпа аппаланса пăхрăм, анчах ку мана илĕртмерĕ. Пĕр вăхăт ӳкертĕм, велосипедпа ярăнтăм. Атте темĕн тума та пĕлетчĕ, алă ĕçне хăнăхтарчĕ. Ун чухне пултарулăх енне ытлах туртăнман. Ача-пăча лагерьне канма кайсан театрализациленĕ постановкăсенче вылянă-ха, анчах унтан таврăнсан кун пирки аса та илмен. Кайран 90-мĕш çулсем пуçланчĕç. Пурнăç йывăрланчĕ, укçа çитсе пымастчĕ. Кам пуласси пирки пачах шухăшламан эпĕ, шыв юххи майлă ишнĕ. 9-мĕш класс хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумне механике вĕренме кĕтĕм. Унтан аннепе суту-илӳпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Бизнесра пулнăран ятарлă пĕлӳ кирлех тесе шухăшларăм та Шупашкарти коопераци институтне тӳлевлĕ вĕренме кĕтĕм. 3-мĕш курсра чухне тăрук пуçа пырса çапрĕ: мĕн тума вĕренетĕп эпĕ? «Диплом кирлех», — терĕç аттепе анне. Вĕренсе пĕтертĕм. 2003 çулта сăн тата видео ӳкерессипе кăсăкланма тытăнтăм. Мускава кайса аппаратура туянтăм, роликсем, туйсем, юбилейсем ӳкерме пуçларăм. Унтан реклама роликĕсем хатĕрлес шухăш çуралчĕ. «Тен, кино?» — хама ыйту патăм тепĕртакран. 2004 çулта Мускавра Александр Митта шкулĕ пуррине пĕлтĕм. Пĕр уйăхлăха унта кайрăм, таврăнсан темиçе сценари çыртăм. Çав çулах Геннадий Ивановпа /халĕ вăл Митта шкулĕн генеральнăй продюсерĕ/ паллашрăм. Одессăра пурăнатчĕ, хăйĕн патне кино ӳкернине курма чĕнчĕ. Кĕске метражлă фильмра хам та роле калăпларăм. «Гена пултарать тĕк эпĕ ӳкерейместĕп-ши?» — тесе шухăшларăм та ĕçе пуçăнтăм. Чăваш Ене таврăнсан интернетра актерсем шырани пирки пĕлтерӳ çыртăм. Çапла Вырăс драма театрĕн, Çамрăксен театрĕн артисчĕсемпе паллашрăм. Пĕр 3 кĕске фильм ӳкертĕм те шухăша путрăм: мĕн те пулин тумалла, пăхма май çук, ку енĕпе вĕренмеллех. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА калаçнă.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментари хушас