Кану кунĕсенчи ĕçшĕн ĔК 153 статйипе тӳлемелле

28 Ака, 2021

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларура ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çу уйăхĕн пуçламăшĕнчи уяв-кану кунĕсемпе çыхăннă хăш-пĕр саманта уçăмлатрĕ.

Пĕрремĕшĕнчен, ĕç укçи тӳлемелли кун уяв-кану кунĕсемпе пĕр килсен ĕç параканăн шалăва çав кунсем пуçланиччен тӳлемелле.

Иккĕмĕшĕнчен, Президент указĕпе палăртнă хушма кану кунĕсем çыннăн отпускĕпе пĕр килни отпуск тăсăлассине пĕлтермест.

Тепĕр самант вара çав кану кунĕсенче çынсене ĕçлеттерес пулсан мĕнле тӳлессине пырса тивет. «Ĕçлев кодексĕн 153 статйипе килĕшӳллĕн тӳлемелле», — татăклăн каларĕ Алена Геннадьевна. Асăннă статьяра, эпир пĕлнĕ тăрăх, сăмах çынсене уяв-кану кунĕсенче ĕçе явăçтарнăшăн икĕ виçерен кая мар виçепе тӳлессине çирĕплетнĕ. Эппин, пăшăрханма кирлĕ мар — вунă кунах канайманнине пысăк тӳлев саплаштарĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас