- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 13 (1190) № 08.04.2021
Йĕрке хуралçисем вертолетпа туххăмрах çитеççĕ
Раççей гвардийĕнче çар вертолечĕпе вĕçекен пĕртен-пĕр хĕрарăмăн Анастасия Апасейкинăн çывăх çыннисем, юлташĕсем Чăваш Енре пурăнаççĕ. Çавăнпа пушă вăхăт тупăнсанах Хусанран Шупашкара çул тытать вăл. Кӳршĕ республикăра ĕçлесе пурăнаканскерне паян хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
Хĕрĕн вĕçес килет
Унăн ашшĕ Вениамин Николаевич хĕсметре авиаци техникĕ пулнă. Истребитель самолетсем çинчен хĕрне каласа панă, сăн ӳкерчĕксем кăтартнă. Çакă Анастасийăн чун хĕлĕхĕсене хускатнă пулинех. Хĕр-упраç авиаци техникипе кăсăкланма пуçланине урăхла епле хаклăн?
Анастасия шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Апла пулин те тӳпене парăнтарас ĕмĕте пăрахăçламан. Çавăнпах виççĕмĕш курсра пĕлӳ илнĕ вăхăтра Шупашкарти аэроклуба çул тытнă вăл. «Чи малтанах хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас килчĕ», — пытармасть çамрăк. Çакăнта çар летчикĕсемпе, вертолетчикĕсемпе паллашма тӳр килнĕ ăна. Анастасия аэроклуб пуçлăхне Александр Костина, Андрей Кузьминпа Алексей Силанов инструкторсене ырăпа аса илет. Вĕсен витĕмĕпе хĕр штурвал умне ларнă, тӳпене çĕкленнĕ.
Дипломлă экономист Шупашкарти пĕр фирмăра пуçлăх заместитĕлĕнче ĕçленине те каласа хăвармалла. Темле пулсан та çакăнпа кăна çырлахма пултарайман вăл. Унăн малтанхи пекех вĕçес килнĕ.
Ĕмĕте çитерес тĕллевпе Омскри граждан авиацийĕн вĕçевпе техника колледжĕн студенчĕ пулса тăнă вăл. Çакăнта каччăсемпе пĕрле пĕр курсра 8 хĕр пĕлӳ илнĕ. Аэроклубра хăй тĕллĕн вĕçме хăнăхни, ятарлă тренажерсемпе ăсталăха туптани Анастасийăна вĕренӳре самай пулăшнă. Ахальтен мар ăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Шупашкар хĕрĕ вĕçев училищинчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.
8 хĕртен 7-шĕ граждан авиацине суйланă. Анастасия Апасейкина вара Раççей гвардийĕн авиаотрядне службăна вырнаçнă. Арçынсен йышĕнче хăйне хăтлă туять вăл.
«Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра Оборона министерствин специалисчĕсем килсе çӳретчĕç. Çак тытăма вырнаçма сĕнетчĕç. Мана авиаотряд йышĕнче ĕçлесси нимрен ытла илĕртетчĕ. Ку ушкăн таврари йĕркешĕн яваплă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Хăватлă, çавăнпа хăрушă та
Тăван халăхăмăр, авалтанах пурнăçа сăнама юратнăскер, «çĕр çинче çил, вут тата шыв хăватлă» тесе çав тери тĕрĕс палăртнă. Çут çанталăк виçĕ тĕрлĕ вăйĕ ырăпа та, усалпа та çыхăнма пултарни, вĕсене этем те яланах витĕм кӳрейменнине систернĕ несĕлсем.
Кăçал хĕлле юр нумай çурĕ. Çавна кура çĕр çинче нӳрĕклĕх пĕлтĕрхинчен 60 процент ытларах. Апла тăк ейӳ вăйлă сарăласса кĕтсех тăмалла. Ака уйăхĕн малтанхи кунĕсенче çанталăк ăшăтса пынăçемĕн юр ытларах ирĕлет, шыв-шур шайĕ хăпарсах пырать. Ейӳ тапхăрĕнче Чăваш Ен 17 муниципалитетĕнчи 57 ял-хула шар курас хăрушлăх пур. Çав шутра — 1600 кил-çурт. Акса сухалакан çĕрĕн 85 тăваткал километр лаптăкĕ те шыв вăрах тăнипе шар курма пултарать. Çакăн çинчен регионри ведомствăсен ейӳпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕпе Чăваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн нумаях пулмасть иртнĕ пĕрлехи коллегийĕнче те çурхи ейӳ ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Çут çанталăк министрĕн Алексей Воробьевăн сăмахĕпе, республика сисчĕвлентерекен тапхăра инкексĕр ирттерес тĕллевпе районсемпе хуласенче ятарлă комиссисем йĕркеленĕ. Вĕсем ейӳпе кĕрешсе пурнăçламалли ĕç-хĕле палăртаççĕ. Республикăра гидротехника сооруженийĕсен тĕрĕс-тĕкеллĕхĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн шырав-çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов пĕлтернĕ тăрăх, яваплă тытăм çанталăка сăнакан специалистсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Метеорологсем ака уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче ирсерен те, каçсерен те ăшă тăрасса калаççĕ. Çӳлерех асăннă комитет ĕçченĕсем ейӳ ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлнелле вăй илме пултарнине шута илеççĕ. Шырав-çăлав служби сăнанă тăрăх, вăйлă çил сайра хутра алхаснăран юр ытларах хирте, вăрманта ларнă. Çавăнпа та нӳрĕклĕх пысăк пайĕ тăпрана сăрхăнас шанчăк пур. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Юмăç пăхаççĕ, йÿнетсе сутаççĕ
Тĕлĕнмелле халăх — чикансем. Хăйсен патшалăхĕ те çук. Апла пулин те чĕлхине те, йăли-йĕркине те упраççĕ. Паян, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чикансен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Çак халăхпа çыхăннă пулăм кашнинех пур-тăр. Шăпах вĕсем тавра сăмах хускатрăмăр та вулаканпа.
АННА, 32 çулта, Комсомольски районĕ:
— Кукамай каласа кăтартни асрах. Кукка хуларан хуп-хура йытă çури илсе килсе панăччĕ. Ăна Цыган ят хунăччĕ. Унччен çак халăх ял-ял тăрăх пĕрмай тем сутса çӳретчĕ. Пĕрре çапла чикансем килсен Цыган урама тухса кайнă. Кукамай хапха умне тухнă та анчăк ют çын хыççăн ан чуптăр тесе йыттине чĕнме тытăннă. Пысăк кутамкка çакнă чикан пĕр утăм пусать те хыçалалла çаврăнса пăхать тет. Тепĕр утăм тăвать те — чарăнса тăрать... Ватă çын хăйне мар, йыттине чĕннине пĕр хушăран çеç тавçăрса илнĕ вăл. <...>
Татьяна НАУМОВА, Марина ТУМАЛАНОВА, Ирина ИВАНОВА ыйтса пĕлнĕ.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментари хушас