- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 12 (1189) № 01.04.2021
Кулăш капкăнне çакланса е çаклатса курнă-и?
Паян — Кулăш кунĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, пурте пĕр-пĕринчен тăрăхлама, кулма, улталама тăрăшаççĕ çак кун. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче никама та шанма юраманнине пĕле-тăркач шӳт серепине лекекен темĕн чухлех. Эпир вара республикăри паллă кулăш ăстисенчен ыйтса пĕлес терĕмĕр: вĕсем çак кун улталаса тата, тен, хăйсем улталанса курнă-и?
Виктор ПЕТРОВ:
— Хама хам улталанинчен пуçлам-ха. Ун чухне «Москвич» автомашина туяннăччĕ. Савăннă хам. Лавкка умне çитсе чарăнтăм. Кĕрсе апат-çимĕç туянса тултартăм — темиçе хутаç. Лавккаран тухрăм та пăхатăп — 4-мĕш троллейбус тăрать. Шăпах пирĕн пата каять вăл. Эй, çынсемпе тĕккелешсех кĕрсе лартăм хăвăртрах. Çул çинче аса илех кайрăм — эпĕ машинăпа килнĕччĕ вĕт-ха лавккана! Антăм черетлĕ чарăнура. Каялла нимĕн те каякан çук. Тарăха-тарăхах таврăнтăм кĕпер урлă, йывăр çĕклеме силлесе.
Хама та пĕрре мар улталанă ыттисем. Çыннăн «ыратакан» вырăнне пĕлсен ăна шăнман пăр çине ним те мар лартса яма пулать. Пирĕн дачăна темиçе хутчен те çаратнăччĕ. Пĕрре çапла юлташăм килчĕ те калать: «Эпĕ дачăна кайса килтĕм. Çула май сирĕнни патĕнчен иртнĕ чухне пăхатăп та — каллех çаратнă!» Пĕтрĕмĕр! Мĕн тумалла-ха? Çыннине, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулсан та, ĕненмесен май çук. Вăл пит шӳтлекенскер мар. Арăм Василиса патне шăнкăравлатăп: «Пире каллех çаратнă!» Унтан ĕçе пĕлтеретĕп: «Репетицие пыраймастăп — дачăна каймалла». Пуçтарăнса çула тухма тапраннăччĕ кăна, хайхискер: «Аплах ан пăшăрхан-ха, йăлтах йĕркеллĕ, ара, паян ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ-иç», — тет. Çапла çулталăкра пĕр кун шӳтлетчĕ вăл. <…>
Олег СОФРОНОВ:
— Кулăш кунĕпе нумай шӳтленĕ, хам та улталанă, ыттисен капкăнне те çакланнă. Ĕçтешсене ытларах чухне «Пуçлăх чĕнет» тесе чи пысăкки патне ăсататтăм. Юлташсене вара «килӳнте арăм кĕтет, алăк умĕнче, çăраççине манса хăварнă, кĕреймест» тесе тыттараттăм. Ĕнсе чикки-и? Çук, лексе курман. Ара, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ вĕт, вăл кун тĕрĕссине каласан та ĕненме юрамасть. Тепĕр тесен, эпĕ шӳтлени — айăпсăр кулăш кăна, кулса кăна ирттерсе яраççĕ. <…>
Рита АРТИ кăсăкланнă.
♦ ♦ ♦
Пĕрне улталаççĕ, теприн мăшăрĕ аякра…
Туй хыççăн туй кĕрлеттереççĕ çамрăксем. Çемье çавăрма кăмăл тунăскерсене читлĕхрен тухнă кайăкпа танлаштарма пулать-тĕр. Пандемие пула кача пӳрнене çĕрĕ тăхăнма тăхтаса тăнисем тăван-пĕтенне кĕрекене йыхравлама васкаççĕ халĕ. Коронавирус пурнăçа улшăну кĕртрех. Çирĕп утăм тăвиччен кĕтсе пăхмашкăн ыйтрĕ. Çакă цифрăсенче те курăнать. 2019 çулта республикăра 6310 çемье чăмăртаннă пулсан, пĕлтĕр — 4613. Самаях пĕчĕкленни сисĕнет. Çав вăхăтрах уйрăлакансен йышĕ те чакнă. Нумаях та мар пултăр — 5,3 процент кăна. Апла пулин те çакă та пĕчĕк çитĕнӳ. Упăшкипе арăмĕ пĕр çăвартан пурăннине ырламалла кăна.
Çемьере килĕшӳпе çураçу хуçаланнине нимĕн те çитес çук. Шăкăл-шăкăл кăна пурăнмалла та… Анчах ĕмĕр пĕрле пулма тупа тунисем те уйрăлаççĕ çав… Кăтарту кăштах чакнă пулин те 2020 çулта та 3663 çемье текехрен пĕрле пулмасса пĕлтернĕ.
Чи кăткăс вăхăт — мăшăрлă пурнăçăн иккĕмĕш пилĕк çуллăхĕ иккен. Уйрăлма шухăш тытнă кашни виççĕмĕш çын «çемьеллĕ» статуспа 5 çултан пуçласа 10 çулччен çӳрет. Кил-çурт вучахне, ăшшине малтанхи тапхăртах йĕркелеме пĕлейменнисем — 29,4 процент. Чĕрĕк пайĕ 10 çул пĕрле пурăннă хыççăн уйрăлса каять. Кĕмĕл туй паллă тунă хыççăн тĕрлĕ çулпа утакан та пур. Вĕсем пĕтĕмĕшле йышăн 10,4 проценчĕ чухлĕ.
Мăшăрсем пĕр-пĕринчен мĕнле сăлтавсене пула уйрăлнине палăртмашкăн юстици ĕçĕсен патшалăх служби хăйне евĕр тĕпчев ирттернĕ. ЗАГС органĕсене кăмăла хуçакан хыпарпа пыраканскерсенчен çак утăма тума мĕнле сăлтавсем хистенине ыйтса пĕлнĕ. Çемьене уйăракан чи пĕрремĕш усал — мăшăр улталани. 27,2 процентра арăмĕ е упăшки айккине чупать. 14,5 проценчĕ эрех-сăра, наркăмăш ура хунине парăнтараймасть. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те малти вырăнта паян. Чылайăшĕ «çук пурнăçпа» асапланать. Нумайăшне пуç хыçтарать ку амак. Уйрăлакансен 11,1 проценчĕ шăпах укçа-тенкĕ ыйтăвне татса параймасть те. Çемьене тулăх пурнăç туса парас тесе паян пысăк йыш аякри хулана çул тытать. Анчах хăшне-пĕрне çакă килĕшмест иккен. Мăшăрĕ ĕçлеме аякка кайнăран уйрăлакансем те /15 процент/ пур. Ытти сăлтавсемпе пĕрлех çурт-йĕр ыйтăвне /6,5 процент/, çемьери пусмăра /3,5 процент/ тата пĕрлехи ачасем çуккине /9,3 процент/ асăнмалла. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Выртан чул айĕн шыв юхмасть
— Виктор Александрович, эсир çирĕп кăмăллă çын, çитĕнӳ çулĕпе утакан усламçă. Депутат пулмашкăн мĕн хистерĕ?
— Пурнăçра кăмăл-талайпа, ĕçпе çирĕпленнĕскер обществăшăн ырă та пархатарлă ĕçсем тума пултарнине ăнланнипе, тĕрлĕ ыйту тĕлĕшпе халăх майлă йышăну тумашкăн пĕлӳ пухăннипе çыхăннă-тăр çакă. Паллах, пурнăçра пулса иртнĕ трагеди — 20-рен иртнĕ хĕрĕме çухатни те — пархатарлă ĕçсем пурнăçласа лăпланма хистерĕ.
Депутат ĕç-хĕлĕ тĕлĕшпе пĕр самант аса килет. Пĕррехинче хамăрăн округра пулăшуçăпа пĕрле çӳретпĕр. Пире хирĕç килекен пĕр хĕрарăм мана палласа илчĕ те: «О, шăпах сирĕнпе тĕл пуласшăнччĕ те эпĕ, мĕншĕн тесен ман ыйтăва эсир кăна татса пама пултаратăр», — терĕ. Мĕнлерехскер пăшăрхантарать-ши тесе шухăшлама кăна тытăнтăм — нуши çинчен калама та пуçларĕ: «Эпĕ хваттерте юсав пуçларăм. Душ пӳлĕмĕ вырнаçтарасси кăна юлчĕ. Анчах ăна туянма манăн укçа çук. Эсир çав çитменлĕхе сирме, сантехника хатĕрне туянса пама пултаратăрах ĕнтĕ». Пĕр енчен, кулăшларах çавнашкал калаçу хыççăн депутат темĕн те тума пултарать тесе шухăшлакан пуррипе хăпартланмалла та пек…
Хула 8-мĕш округĕнче — 54 çурт. 14,5 пин суйлавçă йышĕнче тĕрлĕ ыйту хускатакан пур. Пĕрисем управляющи компанийĕн ĕç- хĕлĕпе кăмăлсăр, теприсене картишсене хăтлăлатасси канăçсăрлантарать… Чăн та, çурта пăхса-тирпейлесе тăракан организацие айăплама е витĕм кӳме полномочи çук депутатăн. Апла пулин те вĕсен ертӳçисемпе çыхăну йĕркеленĕ, кăлтăксене вăхăтра сирме тăрăшатпăр. Пулăшу кĕтсе килекен-шăнкăравлакан ыйтăвĕсене — 90 процентне те пулин — татса паратпăр. Мухтанма юратмастăп, анчах пурнăçланă ĕçсемпе эпир хулари чи лайăх 5 округ йышне кĕретпĕр.
Федераци программисене хутшăнса картишсене хăтлăлатни — курăмлă ĕçсен йышĕнче. Юлашки вăхăтра чылай çĕрте тротуар юсаса çĕнетме май килчĕ. Ленинла Комсомол урамĕнчи 48-мĕш, Пролетари урамĕнчи 4-мĕшпе 6-мĕш çуртсен картишĕсенче ача-пăча вылямалли хатĕрсем — иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80 çулсенчисем кивелнĕччĕ — йăлтах çĕнетрĕмĕр. Лапамсене картапа уйăртăмăр, резина сарăм пĕчĕккисем суранланасран хӳтĕлет.
Çĕнĕ çул, Çăварни, Çĕнтерӳ, Хула кунĕсем… — паллă пулăмсен тĕлне уяв йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вĕсенче аслăрах ăрурисем йышлăнрах пухăнаççĕ. Менелникре çавра çулпа саламласси, парне парасси те — кăмăллă. Уйрăмах 90 çултан иртнисене тимлĕхре тытатпăр.
Пĕлтĕр çуркунне республикăра сарăлма тытăннă чир-чĕр плана кĕртнĕ хăш-пĕр мероприятие ирттерме ура хучĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче халăха Çăварние ăсатма йыхравличчен те амакран сыхланас тĕлĕшпе тĕплĕн шухăшларăмăр. Хаваслă мероприятие 500 çын таранах хутшăнчĕ. Юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем, çĕнтерӳçĕсене чыслани йышпа пухăннин ырăлăхне аса илтерсе хавхалану туйăмĕ çуратрĕ-тĕр. <...>
Ирина ИВАНОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Кайăк та йăвине упрать
«Уйăп — хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăк теççĕ. Эппин, мĕншĕн-ха хăшĕ-пĕрин шупка кăна? Е тата — сăрă?» — биологи урокĕ хыççăн килне таврăнакан Валерия Никифоровăна çак ыйту канăç паман. Амипе аçи пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ иккен. Чĕпписем те расна. Çакна тишкернĕ май шкул ачине вĕçен кайăксем кăсăклантарма пуçланă. Кĕнеке вуланисĕр пуçне нимех те туман-ха вăл. Çав вăхăтрах чи кирли — сăнанă. Ку киленĕç кăмăлне кайнă.
2007 çулта Владимир Алексеевичпа Елена Николаевна хĕрне фотоаппарат парнеленĕ. Хăпартланнă çамрăк вăрмантан тухмасăр çӳренĕ темелле. Карачура вăрманĕ çывăхĕнче пурăнаканскерĕн кун пек тума пур майĕ те пулнă.
— Пĕр-пĕр япалана, пулăма ухмаха тухасла юратас тесессĕн ăссăр пулмалла-тăр. Эпĕ те кăштах çапларах пулĕ, — кулать Валерия. — Йытăпа уçăлма пуçтарăннă май фотоаппарата илеттĕм те вăрмана тухса каяттăм. Тантăшсем урамра чупнă, вылянă чухне эпĕ çут çанталăк илемĕпе киленсе çӳреттĕм. Туссем çитĕннĕ, çемьеленнĕ, хăшĕ-пĕри уйрăлма та ĕлкĕрнĕ тапхăра кайăксем хыççăн чупса сиктерсе хăварнă эпĕ, — тет вăл шӳтлĕн.
Çав вăхăтрах 3 çулти ывăлĕ пуррине пĕлтерет. Павлик амăшĕ кайăксене юратнине хальлĕхе ăнлансах та пĕтереймест-ха. Çавăнпах асли уçăлма тухнă чухне ятарлă хатĕре пĕрле илнине хăйне ӳкермелле пек йышăнать.
— Фотоаппаратсăр ниçта та çӳреместĕп. Унсăр тухсан мĕн те пулин кăсăкли пулса иртетех. Пахчара-и, вăрманта-и — яланах çумра вăл. Кайăксене «тытма» май килмесен, чăн та, ывăла ӳкеретĕп, — систерет çамрăк амăшĕ.
Хĕрĕ çунатлă туссем шыранине ашшĕ- амăшĕ хурламан паллах. Япăх-и вара? 11 класран вĕренсе тухнă хĕрне фотоаппарат та ятарласах парнеленĕ-тĕр — ачан мĕнпе те пулин кăсăкланмалла вĕт. Унтанпа Валерия пилĕк хатĕр те улăштарнă ĕнтĕ.
— 150 пин сăн ӳкерчĕк тума пултараканскерсем те çĕмĕрĕлеççĕ. 4 терабайтлă флешка та часах тулса çитет. Юлашки пĕр виçĕ çул ун чухлĕ ӳкерместĕп пуль. Малтанхи тапхăрта кунне пин сăн ӳкерчĕк туни те пулнă. Аякка кайнă чухне — 2 пин таранах. Ăнăçлă кадр тăвас тесе пĕр япаланах темиçе хутчен çатлаттарни мар ку, — тет хăйне евĕр сунарçă.
«Ура айне пăхма та манатăн»
Кайăксене юратакан, тĕпчекен, сăнакан, сăн ӳкерекенсене çĕнĕлле «бердвотчер» тесе чĕнеççĕ-мĕн. Кун пирки сăмах епле пуçармăн-ха?
— Хама яланах кăсăкланакан орнитологсен йышне кĕртеттĕм. Чукоткăра пулнă май çакна пĕлтĕм: унта орнитолог тесе ку тĕлĕшпе ятарлă пĕлӳ илнисене кăна калаççĕ. Ыттисем, кайăксене юратакансем — бердвотчерсем иккен. Ятланă пекех илтĕнет çакă. Çавăнпах хама кайăксене юратакан пекех йышăнатăп. «Натуралист» теççĕ теприсем. Кама мĕнле чĕнмеллине сӳтсе явма пуçтарăнса лараççĕ тата, — ăнланман самантсем пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерет çунатлисен тусĕ.
Пуян тавра курăмлă пулас тесен тӳпери, йăвари кашни кайăка ӳкерни кăна çителĕксĕр паллах. Вĕсене уйăрма та пĕлмелле. Ку тĕлĕшпе ятарлă сайт — Чăваш Енри кайăксене сăнланăскер — пулăшнă хĕре. Пĕрин хыççăн теприн пирки ытларах та ытларах пĕлме тăрăшнă вăл. Часах паллакан та пулса çитнĕ. Объектива халиччен тĕл пулманни çаклансан — тĕпчеме васканă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕнтерĕве халалланă чĕрĕ палăк
Иккĕмĕш сыпăкри аслă пичче Иван Никитин, 1928 çулта çуралнăскер, халĕ Шупашкарта пурăнать. 1945 çулта 7 класс вĕреннĕ 16 çулти çамрăка пĕрлешӳллĕ хуçалăх бригадирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Епле хумханса каласа кăтартрĕ вăл Çĕнтерӳ кунĕнче пулса иртнĕ ĕç çинчен.
1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ Кивçурт Марка çыннисемшĕн те нихăçан та манăçа тухмĕ. Çав кун «Красноармеец» колхоз ертӳçи Созим Журавлев, вăрçăран аманса таврăннăскер, Николай Халапсин вăрманçă ыйтнипе Иккасси лесничествине кĕрекен Кĕсенер улăхĕнчи Илле варне 1 гектар çĕр çинче çамрăк юман хунавĕсем лартнă. Ку ĕçе ваттисем кăна мар, салтак тăлăх арăмĕсемпе ачисем те хутшăннă. Çанталăк çурхи сарă хĕвел айĕнче шăранса кăна тăнă. Уй-хирте пĕр чарăнмасăр тăри юрри янăранă. Сад-улăхпа вăрман та чуна уçăлтаракан, кăмăла çĕклекен тĕрлĕ кайăк сассипе тулнă, илĕртӳллĕн хавхалантарнă. Çынсем пур хуйха-суйха сирсе пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ. Тăватă çул хаяр вăрçă асапне тӳснĕ çĕр ĕçченĕ çав кун пĕлтерĕшлĕ хыпарпа вĕçленессине тавçăрман та.
Илле варĕнче хĕрӳ ĕç вĕçленесси нумай та юлман, çак самантра колхоз ертӳçи Созим Иванович Историк ятлă утне халăх патне чуптарса çитнĕ те çапла пĕлтернĕ:
— Вăрçă чарăннă! Сире пурне те клуба митинг ирттерме йыхравлатăп!
Шăп çеç тăракан халăх вĕлле пек сĕрлесе каять. Хăшĕ хĕпĕртенипе çерем çине выртса çĕре чуп тăвать. Тăлăха юлнă арăмсем тăварлă куççульне чараймаççĕ. Теприсем урисем уксах пулсан та савăннипе ача пек сиксе ташлаççĕ. <...>
Михаил ИГНАТЬЕВ. Шупашкар районĕ.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментари хушас