- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 12 (2850) № 31.03.2021
«Чăваш Ене çырла туянма килĕç»
Ял пушанса пыни, çамрăксем хулана туртăнни Олег Кашкарова пăшăрхантарнă. Çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнаканскер чăтайман, тăван тăрăха, Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпӳеле таврăннă. Хушма хуçалăха аталантарнипе пĕрлех пĕр шухăшлă яш-кĕрĕмпе ял пурнăçне улăштарма, çĕнĕ варкăш кĕртме тытăннă.
«Чи малтан хамăртан тытăнмалла»
Ачаран ӳкерме килĕштернĕрен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи ӳнерпе графика факультетне вĕренме кĕнĕ вăл. Пĕлĕве ӳстернипе пĕрлех Мускава ĕçлеме çӳренĕ.
— Канмалли кунсене тăван тăрăхра ирттерме тăрăшаттăм. Вăл куç умĕнчех юхăнса, пушанса пыни, ĕçсĕрлĕх, çамрăксем пушă вăхăтне эрех-сăрапа ирттерни, яш-кĕрĕм хулана туртăнни чуна ыраттаратчĕ. Малашне мĕнле пурăнмалла? Лару-тăрăва улăштармалла? Çакнашкал шухăшсем канăç памастчĕç, — чунне уçрĕ йĕкĕт. — Ял пурнăçне улăштарма камран е мĕнрен тытăнмалла? Паллах, чи малтан хамăртан! Пирĕн ыттисене тĕслĕх кăтартмалла, ертсе пымалла. Олег Кашкаров, Константин Любимов, Дмитрий Кашкаров хăйсем тавра пĕр пек шухăшлă çамрăксене пуçтарса ĕмĕтне пурнăçа кĕртме тытăннă. Вĕсем тăрăшнипе Аслă Çĕрпӳелте Акатуй та кĕрленĕ. Чăн та, малтанах хăшĕ-пĕри пуçаруллă яш-кĕрĕме шанманни сисĕннĕ. «Сире мĕн тума кирлĕ вăл? Мероприятисене вырăнти влаç органĕ ирттертĕр», — тенĕ теприсем.
— Ял тăрăхĕн массăллă мероприятисем ирттерме нухрат çукрах. Çавăнпа уяв валли хамăртан укçа хыврăмăр. Хăйсен ирĕкĕпе пулăшас текенсем те сахал мар тупăнчĕç. Çакă пире хавхалантарчĕ. Акатуя тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пултартăмăр. Ку пирĕншĕн пĕрремĕш çитĕнӳ, ял халăхĕшĕн вара тахçанах кĕтнĕ уяв пулчĕ, — палăртрĕ каччă.
— Пирĕн тăрăхра массăллă мероприятисем хăçан ирттернине те маннă-тăр. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Сад ĕрчетме те грант уйăраççĕ
Республикăра сад ĕрчетекенсен эрни пуçланнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Единая Россия» партин общество йышăну пӳлĕмĕнче граждансемпе тĕл пулчĕ.
Республикăра 350 пин сад ăстипе пахчаçă. Сад юлташлăхĕсем 6 пин гектар ытла йышăнаççĕ. Шел, хальхи вăхăтра вĕсенчен çурри ытла юхăннă. Сăлтавĕ паллă, унччен аслă ăру çĕр çинче хаваспах ĕçленĕ. Çемьене тăрантарма та, сутлăх та пахча çимĕç, улма-çырла туса илнĕ. Анчах сад-пахча хуçисем ватăлнă май дачăсем тăлăха юлаççĕ. Çамрăксем çĕр çинче ĕçлесшĕн мар. Лавккара апат-çимĕç туллиех пулсан мĕншĕн нушаланмалла? Хуларан инçетре вырнаçнă сад юлташлăхĕсенче лару-тăру уйрăмах çивĕч. Нумайăшне тахçанах йывăç-тĕм пусса илнĕ. Çĕр лаптăкĕсене предприяти-организаци уйăрнă май ĕçченсене унта автобуссемпе илсе çӳренĕ. Халĕ ырă йăлана пăрахăçланă. Пенсионерсем çул çинче çăмăллăхпа усă курайманран укçа чылай тăкакланать.
Хула çывăхĕнче лару-тăру лайăхрах темелле. Анчах кунта та татса памалли ыйту пайтах: çутăпа, шывпа пурте усă курайманни, хытарнă çул çукки çынсене пăшăрхантарать. Çитменнине, хуçасăр юлнă лаптăксене куç хывакансем, хăйсем тĕллĕн йышăнакансем те тупăнаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Тамара Алексеева Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Упакасси ялне шывпа тивĕçтермешкĕн республика программине кĕртессипе кăсăкланчĕ. Министр шыв башнине тумашкăн патшалăх экспертизи çирĕплетнĕ проект докуменчĕ çуккине палăртрĕ. Ыйтăва татса памашкăн проект хатĕрлесе конкурса тăратма сĕнчĕ. Ял территорине комплекслă аталантарассипе йышăннă программăна кĕрсен палăртнине пурнăçлама çăмăлрах пулĕ. <...>
Лариса АРСЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Манăçмаççĕ çав хура кунсем…
Пичче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Яковлев ӳнерçĕ хăй вăхăтĕнче Сăр тăрăхĕнче окоп чавнă. Унăн аса илĕвне çырса кăтартма шут тытрăм.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ, вырсарникун. Хĕвел хĕртсе пăхать, çанталăк лăпкă. Эпĕ Йӳçĕ улăхĕнче колхоз лашисен кĕтĕвне пăхатăп. Пракух пичче, Хурăнкассинчи Н.Крупская ячĕллĕ колхоз председателĕ, Анатри Панклирен таврăнать. Ман пата пычĕ те: «Коля, пире Германи тапăннă, вăрçă пуçланчĕ», — терĕ.
…Ялсенче салтак юрри илтĕнет, хĕрарăмсемпе ачасем кăшкăрса макăраççĕ. Вăй питти арçынсем вăрçа кайма пуçларĕç. Сатуртарах лашасене суйласа фронта ăсатаççĕ. Июль пуçламăшĕнче Хурăнкассинчен 20 çын темиçе лавпа Хĕрлĕ Чутай патне çул тума кайрăмăр. Эпĕ ун чухне 16 çултаччĕ. 20 метр виçсе пачĕç те лавсемпе тăпра турттарса, наçилккасемпе йăтса çӳллĕ сăртсем тăватпăр. Çул тăршшĕпех çĕр-çĕр çын ĕçлет. Уй варри. Ниçта та шыв çук. Кĕреçепе çĕре алтсан шăтăк тĕпне тăмлă шыв тухатчĕ, çавна ĕçнĕ. Унпах апат пĕçеркеленĕ.
Мана икĕ хĕрарăмпа пĕрле виçĕ лав кӳлсе Сăр шывĕ хĕрринчен хăйăр турттарма ячĕç. Ильина Гора ялĕ витĕр кунĕкунĕпе хуплă урапапа хăйăр турттараттăмăр. Нумай кĕрет-ши чăваш урапине? Чăтма çук хĕвел пĕçертет. Хăйăра темĕн чухлĕ турттарсан та çул час витĕнмест. Ун çине 25 см тăршшĕ йывăçран татнă шашкăсем сараççĕ, хушшисене хăйăр тултарса çиелтен сăмалапа çирĕплетеççĕ.
Çапла, Етĕрнепе Çĕмĕрле хушшинчи çула тăвас ĕçре пĕр уйăх ытла тар тăкрăмăр. 9-мĕш класа çӳретĕп. Арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса каяççĕ. Григорий Егоров, Григорий Порфирьев, Макар Астров учительсене тăван çĕршывшăн çапăçма вут-çулăм хирне ăсатрăмăр. Шел, виççĕшĕ те паттăрла çапăçса пуçĕсене хучĕç. Хĕрсем те, çамрăк хĕрарăмсем те фронта çул тытаççĕ. Йӳçкасси вăтам шкулĕн вăрăм коридорĕнчи чӳрече умĕнче 10-мĕш класра вĕренекен виçĕ хĕрача калаçса тăраççĕ. Паянхи пек астăватăп: ун чухне сентябрĕн 18-мĕшĕччĕ. «Яковлев, пирĕн çарсем Киева фашистсен аллине панă — паян радиопа пĕлтерчĕç», — терĕç вĕсем. Чăтаймарăм, куç шывланчĕ.
Нимĕç çарĕсем пирĕн çĕр çине шалтан шала кĕрсе пыраççĕ. Вун-вун хула, çĕршер ял оккупаци территорине юлаççĕ. Тăшман Мускав патне çывхарни шиклентерет. Чăвашра та мĕн пур çын, Тĕп командовани ыйтнипе, фронт кунталла çывхарнипе, пысăкрах юхан шывсен тăвайккисенче траншейăсем чавма тухрĕ. <...>
Илья ЯКОВЛЕВ. Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.
♦ ♦ ♦
Хурт-хăмăр мыскари
Нумай çул каялла, колхоз-совхозсем саланиччен, ĕçтешпе иксĕмĕр сурăх сутма Çĕрпӳ районĕнчи Чурачăк пасарне кайма калаçса татăлтăмăр. Лаша урапине малтанхи каçах кил умне пырса лартрăмăр. Тепĕр кун ирпе ирех фермăран лаша çавăтса килтĕмĕр, кӳлтĕмĕр. Икĕ сурăха çыхса урапа çине хутăмăр, часах çула тухрăмăр. Мăшăрсем пире телей сунса ăсатрĕç.
Пасара чиперех çитрĕмĕр. Тутарсем пирĕн урапана çавăрса илчĕç. Хакне килĕшкелесе сурăхсене сутса хăвартăмăр. Кăмăл çĕкленӳллĕ, хĕвел те чылай çӳлелле хăпарнă. Юлташпа киле килме тухрăмăр, сăмах çăмхине сӳтсе пыратпăр. Яла çитеспе лаша та йĕп-йĕпе пулчĕ, хамăр та тарларăмăр.
Яла кĕрсен урапана хуçине кайса патăмăр. Лашана çавăтса фермăна кайма тухрăмăр. Юлташ ут пĕккине хулпуççийĕ çине çакса, тилхепине чĕркесе аллине тытрĕ. Хамăр урампа пынă чухне шыв колонки таврашĕнче пушă витресем выртнине куртăмăр. Малтанах нимĕн те ăнланмарăмăр, патнерех çитрĕмĕр те пыл хурчĕсем сĕрленине илтрĕмĕр. Пĕлĕт пек хуп-хура, вĕллерен вĕçсе тухнă пулмалла. Кӳршĕн хурчĕсем явăнаççĕ çеç. Кĕçех вĕсем тар шăршине сиссе малтан — лашана, унтан хамăра тапăнма пуçларĕç. Урхамах ниçта кайса кĕреймест, тапăртатать. Урнăскерсем хама та сырса илчĕç, сăхрĕç.
— Лашана яр! — кăшкăрать юлташ. Хăй, айккинче утса пыраканскер, пĕкке пăрахса тарчĕ. Ăна илме пĕшкĕнен çеç — тапăнаççĕ, çăвара кĕрсе кайманни кăна. Хам алăпа сулкалашатăп, лашана та ямастăп. Тепĕр темиçе хурт сăхса илчĕ, урхамах та тапса сикрĕ. Эпĕ çĕре ӳкрĕм. «Лаша хăйĕн çулне пĕлет», — тесе хама лăплантартăм. <...>
Николай АГАКОВ. Канаш районĕ, Шуркасси ялĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас