“Чăваш Енре спорт аталанать”

22 Çурла, 2014

Кăçал юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртĕ. Республикăра кунашкал мероприяти пĕрремĕш хут пулĕ. Мускавра çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко форум лапамĕсенчи тĕп дискуссисенчен пĕри спорт резервне хатĕрлесси пулассине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - Раççей спортсменĕсем пысăк кăтартусемпе палăрнă, анчах çак шайран чакас мар, малалла аталанас тесен спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетмелле. Форумра ăслăлăх-практика конференцийĕсем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем, фестивальсем, куравсем иртĕç. Тĕнче шайĕнчи анлă çак мероприятие «ÇХ» вулаканĕсем мĕнле хаклаççĕ-ши? Малалла вулас...

 

Ирина АЛЕКСЕЕВА, Ирина КОШКИНА, Алена АЛТУХОВА ыйтса пĕлнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.