Çамрăксен хаçачĕ 9 (6357) № 11.03.2021

11 Пуш, 2021

ПИРĔНПЕ ЮНАШАР ÇЫН

«Китая та хут купăспа каясшăнччĕ»

ВĂЛ СЦЕНА ÇИНЕ ТУХСАН ПĔР ВЫРĂНТА ЛАРМА ЙЫВĂР. ХУТ КУПĂСНЕ ТĂССА ЯРСА ХАЛĂХ КĂМĂЛНЕ ÇĔКЛЕКЕН ÇАМРĂК МУСĂКÇĂ ТĔРЛĔ КОНКУРС-ФЕСТИВАЛЬТЕ МАЛА ТУХНĂ. ПАЯН ПИРĔН ТĔПЕЛ ХĂНИ — ГЕОРГИЙ СМИРНОВ.

— Георгий, виçĕм çул эсĕ Китая çул çӳреве кайнине пĕлсен фанатусем сехĕрленсе ӳкрĕç ахăртнех. Ав пĕри «Контактра» хăвăн страницунта вырнаçтарнă сăн ӳкерчĕк айне «Китай хĕрĕсем илсе ан юлччăр. Киле таврăн» тесе çырнă. Аякри çĕршыва мĕн илсе çитерчĕ сана?

— Ку ăнсăртран пулса тухрĕ. 2019 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче пĕлӳ пухаттăм. 3-мĕш курса вĕçленĕччĕ. Алена Иванова декан шăнкăравларĕ те Китая кайма сĕнчĕ. Шухăшламашкăн 1 сехет пачĕ. Тĕнче курас килчĕ. Унччен пĕрре те самолетпа вĕçменни çеç кăшт шиклентерчĕ. 8 студент тата 1 ертӳçĕ çула тухрăмăр. «Мускав — Ухань», «Ухань — Гуанчжоу», «Гуанчжоу — Чанша» рейссемпе вĕçрĕмĕр. Утă уйăхĕччĕ. Аякри çĕршыври çанталăк мĕнлереххине пĕлместĕм. Чăматана ăшă тум тултартăм. Хунань провинцийĕнче вара питĕ шăрăхчĕ. Шăлавара пĕрре тăхăнтăм та каялла чăматан тĕпне чиксе хутăм.

— Сана, чăваш каччине, Китай тĕлĕнтерчĕ-и? Мĕнпе асра юлчĕ çул çӳрев?

— Унччен кирек ăçта çитсен те чун киле туртатчĕ. Самолетран анса Китай çĕрĕ çине ура ярса пусрăм та Шупашкара таврăннăн туйăнчĕ. «Кунта пурăнма пулать», — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Унта юлма та юратчĕ пуль, анчах Китай чĕлхине вĕренмелле /кулать/. Хăш-пĕр сăмахĕ халĕ те асрах: «ни хао» /салам/, «цзаошан хао» /ырă ир/, «цзай цзень» /сывă юл/. Çапах тăван кил маншăн хаклăрах. ЧПУпа Китайри аслă шкулсем килĕштерсе ĕçленĕрен ют çĕршыва çитсе килтĕм, унта 2 эрне пурăнтăм. Çак кĕске тапхăра халĕ те ырăпа аса илетĕп. Наци кухнипе паллашрăм. Китайри çемьен сĕтелĕ çинчен рисран пĕçернĕ апат-çимĕç татăлмасть. Рис пăтти пĕрре çирĕм те текех тутанмарăм. Унти халăх апата техĕмлĕх нумай хушать. Эпĕ пăрăçлă апат питех юратмастăп. Тĕрлĕ вырăна çитсе куртăмăр. Пур çĕрте те йăл кулăпа кĕтсе илсе ăсатрĕç. Куçаруçăсем пирĕнпе пĕрлех çӳрерĕç, пĕтĕмпех кăтартрĕç, ăнлантарчĕç.

Çул çӳреврен хăпартланса таврăнтăм. Ывăннине туйманран килте пачах та ларас килмерĕ. Шăллăмпа, йăмăкпа тата хреснаннепе Мускава вĕçтертĕмĕр. Унта курса çӳрерĕмĕр.

— Чылай çамрăк юрăç каппайчăкланма юратать. Хашĕ-пĕри çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленес килни пирки уççăн пĕлтерет. Эсĕ те Мускавра тăтăш пулатăн. Пропискăна улăштарасшăн мар пулĕ те?

— Пулма та пултарать. Анчах унта никам та çăкăр-тăварпа кĕтсе лармасть. Мускавра тĕпленнĕ юлташсем пур. Вĕсем ĕçлеççĕ, пултарулăха аталантараççĕ. Пĕлĕшсен хушшинче пысăк хула пурнăçне хăнăхайманнисем те пур. Вĕсем пуçăннă ĕçе хăварса каялла Чăваш Ене таврăннă. Мана Мускавра малтанах йывăрччĕ: хула пысăк, халăх нумай. Çĕршывăн тĕп хулинче хăвăртах çӳреме хăнăхрăм. Кирлĕ пулсан халĕ сирĕн валли те экскурси ирттерме пултаратăп. Тĕп хуламăрти архитектурăна кăмăллатăп. Шупашкар ялан чĕрере. Кунта ялти пекех лăпкă, ирĕклĕ, хăтлă.

— Пĕлтĕр аслă шкултан вĕренсе тухрăн, дипломлă специалист пулса тăтăн. Халĕ мĕн ĕçлетĕн?

— Студент вăхăтĕнчех хамăн специальноçпа вăй хума пуçларăм. Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча музыка шкулĕн фольклор уйрăмĕнче концертмейстерта тăрăшатăп. Ăна Алена Моряшова ертсе пырать, ачасене юрлама вĕрентет. Уява хатĕрленнĕ чухне тĕрлĕ ӳсĕмри 40-50 ачана пухатпăр. Пĕлтĕр пулас мусăкçăсене 2 уйăх дистанци мелĕпе вĕрентрĕмĕр. Пирĕншĕн ку ĕç кăткăс пулчĕ. Юрра-кĕвве туймалла, чĕре витĕр кăлармалла-çке. <...>

Ольга КАЛИТОВА калаçнă.

♦   ♦   ♦


ПУÇАРУ

«Коронавируспа тепĕр хут чирлесрен хăратăп…»

Çак туйăмран мĕнле хăтăлмалла?

Коронавирус сарăлнине пула йышăннă чарусем пĕчĕккĕн çăмăлланаççĕ пулин те хальлĕхе общество вырăнĕсенче маскăсăр çӳреме ирĕк çук. Чирлекенсем, çак вируса пула вилекенсем çапах пур-ха. Коронавируса парăнтарнисенчен чылайăшĕ сывалсан хăвăрт вăй илсе ĕçлеме тытăнаймасть. Статистикăна ĕненес тĕк, ковида парăнтарнисен 70% тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулать. Пĕрисем чир тепĕр хутчен ересрен хăраççĕ, теприсем çынпа хутшăнма шикленеççĕ… Шăпах çакнашкал çынсене пулăшас тĕллевпе Шупашкарта коронавируса парăнтарнисен «ПĔРЛЕ» реабилитаци центрĕ йĕркеленнĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки проект координаторĕ Анастасия Григорьева каласа кăтартрĕ.

Проката параççĕ

«Ку центра йĕркелес тĕллевпе пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче ĕçлеме тытăнтăмăр. Эпĕ, волонтер пулнă май, пандеми пуçлансан тивĕçлĕ канури çынсене киле эмелсем, апат-çимĕç пырса патăм. Коронавируса чăтса ирттернисене пулăшу кирлине лайăх ăнланаттăм. Анчах интернетра ку тĕлĕшпе ятарлă курс çукчĕ, çавăнпа çак ыйтупа тĕллевлĕн ĕçлеме пуçларăм. «ПĔРЛЕ» реабилитаци центрĕн хастарĕсемпе тата Хулари П.Н.Осипов ячĕллĕ 1-мĕш больницăн ĕçченĕсемпе COVID-19 чире парăнтарнисем валли ятарлă видео ӳкертĕмĕр. Унта организма çирĕплетмелли 40 хускану тата психологăн 16 канашне кĕртрĕмĕр. Юпа уйăхĕнче пирĕнтен пулăшу ыйтса çырусем килме тытăнчĕç. Чылайăшĕ чир хыççăн сывлăха тата ӳт-пĕве çирĕплетмелли хусканусен комплексĕпе кăсăкланчĕ», — каласа кăтартрĕ Анастасия.

Служба «хĕрӳ лини» мелĕпе ĕçлет. Консультацие телефонпа, видеоçыхăну урлă йĕркелеççĕ. Çавăн пекех центрта прокат пунктне хута янă. Унта скандинавсен мелĕпе утмалли туясем тата трекерсем /юн пусăмне тĕрĕслекен тата утăмсене шутлакан хатĕр/ параççĕ. Çанталăк сивĕ тăнă вăхăтра вĕсене сахаллăн килсе илнĕ. Ăшăтсан ятарлă туя тытса утакансем йышланасса шанать проект ертӳçи.

Арăмĕ ĕçрен килессе кĕтет

Анастасия пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен центр йĕркеленĕ хускану комплексĕсемпе 1 пин ытла çын усă курнă. Çак йыша хулара пурăнакансем çеç мар, районсенче кун кунлакансем те кĕнĕ. «Шупашкарта пурăнакан пĕр çемье пирки каласа кăтартам. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


ПАТТĂРСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ

1945 çулта тухнă хаçата парнеленĕ

Шупашкарти 37-мĕш шкулта хăйне евĕр музей пур. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче юсанă хыççăн çĕнĕрен уçăлнă вăл. Унта — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче сывлăшри сăнавăн хыпарлавпа çыхăнăвăн 101-мĕш уйрăм батальонне кĕнĕ 500 хĕр пурнăçĕ пирки пухнă материалсем.

Çак батальона 1941 çулта тăшман Мускав çывăхĕнче пулнăран йĕркеленĕ. Боецсен йышĕнче арçынсем пулнă. Анчах вĕсене çĕршывăн тĕп хулине хӳтĕлеме ярсан батальона хĕрсене те йышăнма шухăшланă. 1942 çулта Чăваш Енри спортпа туслă 500 хĕре суйланă. Ĕнерхи шкул ачисене çарпа промышленноç комплексĕсене, кĕперсене, аэродромсене, складсене хураллама шаннă.

Музейра çак батальон мĕнле йĕркеленни пирки, хĕрсен вăрçă умĕнхи тата хыççăнхи аса илĕвĕсене вуласа пĕлме пулать. Хăйне евĕр сăн ӳкерчĕксемпе боецсен харпăр япалисем те пур. Чылай экспоната ветерансен тăванĕсем парнеленĕ. Кăçалхи нарăсăн 13-мĕшĕнче асăннă шкулти «Обелиск» шырав отрячĕн хастарĕсем Ольга Арановичпа тĕл пулнă. Вăл — 101-мĕш батальонра пулнă Анастасия Вьюгова /Шумилова/ ветеранăн мăнукĕ. Ольга Аранович тăванĕпе кашни çулах Çĕнтерӳ кунĕнче Чапаев скверне кайни çинчен каласа кăтартнă. Унта батальонри кашни ветеран çитнĕ. Шел, 20 çул каялла Анастасия Георгиевна пурнăçран уйрăлнă. Унăн вăрçăри служби пирки информаци нумай мар, юрать, документсем сыхланса юлнă. <...>

Виктория КАНДАКОВА, Шупашкарти 37-мĕш шкулти истори учителĕ.

♦   ♦   ♦


ВĔСЕМ ТЕ ÇАМРĂК ПУЛНĂ

«Эпĕ артист пулнине анне 70-тен иртсен тин йышăнчĕ»

Сăмах вăйне ĕненекенскер 53 çул пĕр театрта вăй хурать. Мельпомена тĕнчине парăннă Лидия Красова ачаранпах артист пулма ĕмĕтленнĕ. Çакна пĕлсен амăшĕ кăмăлсăрланнă. Çапах хĕрĕ тĕллевĕнчен пăрăнман.

17-рех качча тухнă

«Вăрнар районĕнчи Тăваньушкăнь Ялтăра ялĕнче хресченсен çемйинче çуралнă эпĕ. Хăва пек çинçе пилĕклĕ анне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕмĕрле районне вăрман касма çӳренĕ. Питĕ ĕçченччĕ вăл. Астăватăп-ха: хыткан пулсан та хăйĕнчен йывăртарах миххе çурăмĕ çине вăшт! кăна çавăрса хуратчĕ. Халăх пĕр норма тултариччен манăн анне иккĕмĕшне вĕçленĕ. 5-мĕш класра чухне мана хăйĕнпе пĕрле тырă вырма илсе тухрĕ, утă çулма вĕрентрĕ.

Эпĕ çемьере пĕртен-пĕр ача. Çакăншăн питĕ кулянаттăм. Апат çимесĕр пурăнăттăм та, килте 10 ача пултăр тесе шухăшлаттăм. Çурма тăлăх ӳсрĕм, атте 33-рех çĕре кĕчĕ. Сусăрскер ялти чаплă тимĕрçĕччĕ. «Торф кăларма каяс мар тесе 17-рех качча тухрăм», — тетчĕ анне. Атте кӳршĕ ял хĕрне çураçасшăн пулнă. Асаттепе асанне ывăлĕпе килĕшмен, çырма урлă пурăнакан ĕçчен хĕре вăрласа кĕнĕ. Аннен 11 пĕртăван пулнă. Кĕçĕн йăмăкĕ манран 10 çул çеç аслăрахчĕ. Унпа пĕрле пукане валли кĕпесем çĕлеттĕмĕр, выляттăмăр. Кукамай юмах-халап калама ăстаччĕ, асанне вĕрӳ-суру чĕлхине пĕлетчĕ. Ачалăхăм хăйне евĕр ватă çынсемпе иртрĕ. Атте вилсен аннепе иксĕмĕрĕн уйрăлса тухма тиврĕ. Çывăх çыннăм çурт-йĕр, мунча çĕклерĕ. Халĕ шухăшлатăп та: вăй-хăватне мĕнле çитернĕ-ши? Унăн мана ыталаса ачашлама вăхăт пулман. Туйăмсене шалта тытнă, кăтартма пĕлмен. Пĕчĕк чухне сахал мар патак çирĕм. Ялти сыснасем пирĕн пахчана кĕрсе улмуççисене сăтăр тăватчĕç. Çакăншăн мана пĕçерккĕ лекетчĕ.

5 çултах вулама пĕлеттĕм. 6-ра пĕр касри ачасемпе шкула чупрăм. Шăпăртах лараттăм-ха. Имшеркке кĕлеткеллĕ пулнăран вĕрентекенсем шелленĕ пуль мана. «Лида, халь киле кайма пултаратăн», — тетчĕç. 7-ре 1-мĕш класс ачи пулса тăтăм. Вулама питĕ юрататтăм. Кашни кунах ялти вулавăша чупаттăм. Унта вуламан кĕнеке хăвармарăм.

Илле Тăхтин вĕренекенĕ

Ялта кукамая «тракторист карчăкки» тесе чĕннĕ. Парта хушшинче вăл 4 çул çеç ларнă, ăна Илле Тăхти вĕрентнĕ. Кукамай ялти ачасене пухатчĕ те çĕр улми пĕçерсе çитеретчĕ, выляттаратчĕ. Сăвă вулакансене кучченеçпе хавхалантаратчĕ. Кукаçи туйра купăс, шăпăр каланă. Аннен юрлама-ташлама вăхăт пулман. Унăн хуçалăх тытса тăма, мана пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ.

Пĕчĕк чухне хамăн тĕнчере пурăнаттăм. Кăмака хыçĕнче усал пур пек туйăнатчĕ. Ăнлантармалла мар туйăм вăйлă аталаннăччĕ. Хĕрт-сурт куçа курăнатчĕ. Пĕчченех ӳснĕрен хам тĕллĕн вăйăсем шухăшласа кăлараттăм. Алкум картлашки айне кĕрсе лараттăм та пуканесемпе выляттăм. Сăмсана пур çĕре те чикеттĕм çав. Асаттепе асаннен кӳрши — эвакуаципе килнĕ еврейччĕ. Унăн кĕсйинче яланах канфет, сахăр катăкĕ пурччĕ. Кӳршĕ иккĕмĕш сыпăкри йăмăка пукане парнелерĕ. Унпа выляттаратчĕç-ха, çапах мана парнелеменшĕн чĕрере темĕн хускалчĕ. Пукане ăшĕнче мĕн пуррине питĕ пĕлес килчĕ. Теттене вăрттăн илтĕм те хырăмне хачăпа çуртăм. Унта пăчкă кĕрпи тултарнине курсан питĕ хурлантăм. Манăн пукане ăшĕнче чĕре курас килетчĕ-çке-ха. Тетте ăшне татăксем тултартăм та çĕлесе хутăм. Унтан чечеклĕ пусмаран кĕпе хатĕрлерĕм. Çĕлеме кăмăллаттăм. Аннен тĕрленĕ тутăрĕсене çураттăм та пукане валли тум ăсталаттăм. Çакăншăн мана мĕн чухлĕ патак лекнĕ-ши?

«Ял халăхне ан култар»

Ĕççи вăхăтĕнче колхоз председателĕ тырă выракан халăха кăшт кантарас тесе драма театрĕн артисчĕсене чĕнетчĕ. Вĕсене пĕр уйăх маларах кĕтме пуçлаттăмăр. Эпир клуб çывăхĕнчех пурăнаттăмăр та спектакль хыççăн артистсем пирĕн пата хăналанма кĕретчĕç. Сĕт ĕçме юратакан Ефим Никитин артиста лайăх астăватăп. Радио итлеттĕм те артистсене сасăран уйăрма вĕрентĕм. Вĕсемпе пĕрлех юрлаттăм. Шăп çав вăхăтра артист пулас шухăш çирĕпленчĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


АСРА ТЫТМА

Йывăçсем те сиплеççĕ

Мĕнле майпа? Çапла ыйтма пултаратăр эсир. Йывăçсем пирĕн алă пекех «ĕçлеççĕ»: пĕрисем энергие туртса илеççĕ, теприсем вара пачах тепĕр май — хушаççĕ. Вĕсене икĕ ушкăна уйăрма пулать: донорсем тата вампирсем.

Хăш йывăç сирĕншĕн донор? Хăшĕ вампир? Çакна палăртас тесен ун патне пырса темиçе минут тăмалла. Вăй-хал кĕнине туятăр тăк вăл сирĕншĕн — донор. Тăрук ывăнса кайсан, пуç ыратма е çаврăнма тытăнсан пĕлсех тăрăр: çак йывăç сирĕншĕн вампир. Ытларах чухне донорсем çаксем: юман, хурăн, хыр, чăрăш, кедр, абрикос. Çирĕк, тирек, ăвăс — вампирсем. Вĕсенчен хăрама кирлĕ мар, мĕншĕн тесен сипленмешкĕн икĕ ушкăнĕнчи йывăçсем те кирлĕ. Чирлетĕр тĕк малтан вампирпа «хутшăнмалла», вăл сирĕнтен япăх вăя туртса кăларать. Унтан донор патне пырса лайăх энерги пухмалла. Сипленмелли чи лайăх вăхăт — çуркунне, йывăçсем чечек ларнă чухне.

Эсир çынсемпе хутшăнаймастăр, çĕнĕ пĕлĕшсем çухалаççĕ пулсан кил умне юман лартма сĕнеççĕ. Анчах хĕрарăмсене ку йывăç питех каймасть: вăл вĕсене ытлашши вăйлă пулма, никама пăхăнмасăр пурăнма хистет. Арçынсем вара унашкаллисене ытлах кăмăлламаççĕ. Çапах лайăх тепĕр ен пур: сывă та çирĕп ачасем çуралаççĕ. Аритми аптăратсан йывăçа ыталамалла. Ăна çамкапа перĕнсен ăс-тăн çуталать.

Çăка ывăннине ирттерет, пурăнма хавхалантарать, хăват кĕртет, шухăшсене пĕр тĕвве пухма пулăшать. Шкул ачисене килте панă ĕçе çăка айĕнче тума сĕнеççĕ — вĕренӳ аван пырĕ.

Хурăн лăплантарать, йывăр самантра пулăшать. Пурнăçра пĕр вĕçĕм кулянмалли тупăнса пырать тĕк çак йывăçа ыталăр та чунра капланнине йăлтах калăр, сыв пуллашнă чухне вулли патне тимĕр вак укçа хурăр. Хурăн хĕрарăмсен чирĕсенчен хăтăлма пулăшать. <...>

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.