Тантăш № 8 (4727) 04.03.2021

4 Пуш, 2021

«Çынсене пулăшмалла тата тирпейлĕ пулмалла»

Вăл вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Хăйне шанса панă ĕçе вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçлать. Шкулта волонтерсен ушкăнĕнче тăрать, проектсем çырас ĕçе хастар хутшăнать. Вĕрентекенсем ăслă, хастар, çивĕч тăнлă арçын ачан вĕренӳри тата пултарулăхри ăсталăхне пысăк хак параççĕ. Маттур çамрăк кăçал ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине илме тивĕçнĕ. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Турхан вăтам шкулĕнчи Андрей Кольцов пирки.

Пархатарлă ĕç

2018 çулта Андрей Кольцов «Чи лайăх волонтер» ята тивĕçнĕ. «Çынна ырă туни ырăпах таврăнать. Мана аслă ăрурисене пулăшма килĕшет. Пире курсанах вĕсен сăнĕ çуталать. Акă икĕ çул ытла ĕнтĕ эпĕ Турханти медик волонтерсен ушкăнĕнче», — çапла пуçларĕ калаçăва 10-мĕш класра вĕренекен Андрей.

«Пулăшма çăмăл, кăмăл анчах пулмалла» çак каларăша тĕпе хурать Турханти волонтерсен отрячĕ. Ăна 2018 çулта, Раççейре ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтерсен, пуçарнă. Вырăнти амбулатори врачĕ Анатолий Кольцов маттур та хастар ачасене хăй тавра пуçтарнă. Шкулти вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ унăн шухăшне ырласа йышăннă. «Эпир хамăр та ваттисене пулăшса çитĕннĕ, шкулта вĕреннĕ чухне тимурçăсем пулнă. Мĕншĕн пирĕн ачасен çав ырă йăлана малалла тăсас мар?» — тенĕ вĕсем. Отряда çырăннисем чи малтан килĕрен çӳресе аслă ăрурисемпе сывлăха упрамалли пирки калаçу ирттернĕ. Таврари ялсене çитсе юн пусăмне виçнĕ, юнри сахăр шайне тĕрĕсленĕ. Çапла майпа чылай чирлĕ çынна тупса палăртнă. Унсăр пуçне çакăн хыççăн чылайăшĕн хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас ĕмĕт-шухăш çуралнă. Çав шутра Андрей Кольцовăн та. Ашшĕн Анатолий Валентиновичăн çулĕпех каясшăн вăл. Амăшĕ Алина Анатольевна — медсестра. Ахальтен мар пулĕ химипе биологи — арçын ачан юратнă предмечĕсем. Çынсене сыватас, тăванĕсене пулăшас, ырă ĕç тăвас килни çак професси енне туртать Андрея. Тухтăр ĕçĕ сăваплă тесе шухăшлать вăл.

Волонтерсем таврари ялсенчи пур ватă çын патне те çитме тăрăшаççĕ. Вĕсем çинче халь — 70 кил ытла. Сăмах май, 85 çулти Любовь Дубинина Чемен ялĕнче пĕчченех пурăнать. Вăл ĕмĕрĕпех колхозра дояркăра ĕçленĕ. Çăмăлах мар-мĕн ăна, çи-пуçне те машинăпа мар, алăпа çăвать мăнтарăн. Çуллахи пĕр ăшă кун волонтерсем килĕ умне çитсе тăрсан кинемей тем пекех хĕпĕртенĕ. Унăн кăмаки ишĕлме пуçланă-çке. Волонтерсем малтанхи кун пахчинче пулăшнă, кил-çуртне тирпейленĕ. Тепĕр кунне ирех кăмака купалама çитнĕ.

— Чи малтан кивĕскерне шăллăмпа Димăпа салатрăмăр. Кайран юлташсемпе пĕрле çырмаран хăйăр тата тăм йăтрăмăр, килтен цемент, инструментсем, пăрăх илсе килтĕмĕр. Паллах, купалама атте пулăшрĕ, вăл ĕç хыççăн тӳрех Чемене килетчĕ. Пире кирпĕче епле хумаллине те вĕрентрĕ. Вăл пирĕн ал ăсти. Пилĕк кунра кăмакана купаларăмăр, кайран ăна якатрăмăр, шуратрăмăр. Люба аппа мĕн тери савăнчĕ, — ăшшăн каласа кăтартать Андрей. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


«Люби искусство в себе, а не себя в искусстве!»

В рамках фестиваля детских и молодежных театральных коллективов «Театральное Приволжье» и проекта дискуссионных студенческих клубов Всероссийской акции «Диалог на равных» в Чувашском государственном институте культуры и искусств состоялась встреча заслуженного деятеля искусств Чувашской Республики Вячеслава Оринова со студентами и гостями вуза.

Проект призван показать студентам и школьникам на примере успешных и известных людей, что современная Россия – это страна возможностей, где можно добиться успеха в любой сфере и в любом регионе, независимо от места рождения и социального статуса.

Встреча проходила в дружеской обстановке. Заслуженный деятель искусств Вячеслав Оринов рассказал о формировании амплуа молодого актера современного детского и юношеского театра, поведал о своем жизненном пути, сложном и тернистом, также раскрыл секреты, которые должен знать каждый начинающий актер, чтобы стать профессионалом своего дела. «Я снял 19 фильмов на чувашском языке, из них 10 оригинальных киносценариев я придумал сам. Люби искусство в себе, а не себя в искусстве!» – подчеркнул Вячеслав Николаевич. <...>

Ирина ЧЕРНОВА.

♦   ♦   ♦


Подарим книги библиотеке

Часто бывает, что прочитанные книги «скучают» и стареют на полках домашних библиотек. У нас у всех дома есть такие книги.

Мы решили подарить им вторую жизнь, участвуя в акции «Подари книгу библиотеке!»

Ведь книга была и остается прекрасным подарком. Чтение интересной, красочной книги – радость для любого ребенка. Пусть же из тех книжек, которые мы уже успели прочитать, и наши сверстники узнают много нового и интересного.

3-й «б» класс. Чебоксары, 59-я школа.

♦   ♦   ♦


Урок мужества

25 февраля в нашем классе прошел Урок мужества «Отчизны верные сыны», посвященный Дню Защитника Отечества. В ходе мероприятия мы узнали много нового о празднике, об истории Отечества и родного края. Мы стали еще больше гордиться своей Родиной, еще больше уважать историю нашей страны.

Классный руководитель рассказала нам об истории строительства Сурского оборонительного рубежа. Мы на несколько минут представили себя теми мальчишками и девчонками, которые жили в это тяжелое время. А как же было непросто женщинам, подросткам и старикам, которым в лютый мороз приходилось рыть окопы! Но голод, холод и непосильный труд, пожалуй, были не самыми страшными испытаниями в годы войны. Разлука, тоска по близким людям и родной земле – вот что являлось самым болезненным явлением того времени.

В конце мероприятия девочки поздравили мальчиков с праздником и вручили подарки.

3 «ж» класс. Чебоксарский район, Кугесьский лицей.

♦   ♦   ♦


Тăван чĕлхе кунĕ

Аслă Чемен шкулĕнче Тăван чĕлхе кунне уявласси йăлана кĕнĕ. Çавна май кăçал та ăна халалласа мероприятисем иртрĕç. Чăвашсем тĕрлĕ халăхпа тăван-хурăнташлă пулнине ĕнентерес, чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхи пулнине çирĕплетес тĕллевпе пиллĕкмĕшсемпе класс ту лашĕнчи ĕç пулчĕ. Ачасем «Камсем, мĕнле йăхран эпир?» презентаци пăхрĕç. Алтай чĕлхисен йышне хăшĕсем кĕнине тишкерчĕç, хурăнташлă чĕлхесен пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхне тĕпчерĕç. Тĕп Азирен пуçласа Атăлçи Пăлхар таран çитнĕ несĕлсен çул-йĕрĕпе паллашрĕç.

Улттăмĕш класра Ф.П. Решетниковăн «Каллех «иккĕ» ӳкерчĕкĕпе усă курса уçă урок ирттерчĕç. Ачасем унти ĕç-пулăма хак пачĕç, сăнарсене тишкерчĕç. Вĕренекенсен кăмăлне урока пĕтĕмлетсе «Ералаш» пăхни çĕклерĕ.

Çиччĕмĕш класра ăс пухакансем «асанне арчинчи» çăмха сӳтĕлнĕ май ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕç. Аслисем каланă кашни сăмах тĕрĕс те тарăн шухăшлă пулнине çирĕплетрĕç.

Саккăрмĕшсен хушшинче «Янра, янра, тăван чĕлхем!» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. «Вĕ çĕхĕррисĕр Раççей çĕрĕнче ми çе пин юхан шыв-ши? Шăнкăр-шăнкăр шывсен хушшинче чи илемлĕ сасли хăшĕ-ши?» — текен сăвă йĕркисемпе пуçларĕç ачасем конкурса. Ыйтăва хурав парса чăваш поэчĕсен тăван чĕлхе çинчен çырнă сăввисем янăрарĕç.
Тăххăрмĕш класра та тăван чĕлхе кунне халалласа «Ăс-хакăл вучахĕ» ятпа класс тулашĕнчи ĕç пулчĕ. Вĕрентекенпе пĕрле ачасем тăван чĕлхе çинчен çырнă паллă çынсен каларăшĕсемпе паллашрĕç. Кăмăла кайнă сăмахсене сӳтсе яврĕç, çыра-çыра илчĕç.

Вуннăмĕш класра ăс пухакансем ушкăнпа «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» ăслав сочиненийĕ çырчĕç. «Эпир вырăсла та, чăвашла та калаçма-çырма пĕлетпĕр, ют чĕлхесене те вĕренме тăрăшатпăр. <...>

Кристина СЕЛИВЕРСТРОВА, 10-мĕш класс. Патăрьел районĕ, Аслă Чемен шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.