«Чăваш хĕрарăмĕ» 7 (1184) № 25.02.2021

25 Нарăс, 2021

Витӗр тухнă пуля та хуçайман

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи кунне Шупашкарта пурăнакан, 95 çула кайнă Геннадий Кузьмин çулленех çĕкленӳллĕн кĕтсе илет. Ирех шкапран орден-медальлĕ пиншакне, кăсăруклă карттусне, шурă кĕпине кăларса хурать. Те тăванĕсем, те пĕлĕшĕ-ĕçтешĕ саламлама килес пур — чыс кӳрекен çи-пуç хатĕр. Хĕрĕпе Марианна Геннадьевнăпа уяв ячĕпе сĕтел майлаштараççĕ. Телевизорпа вăрçă çинчен фильм курнă май аслă çулти çын аса илӳ авăрне путать, хушăран куççульленет те. Иртнĕ самантсен тыткăнĕнчен тăруках вĕçерĕнеймесĕр кĕмĕл çӳçлĕ ватă çын сăн ӳкерчĕксен альбомне алла илет...

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Этнескерте çуралнă Геннадий Кузьмич. Ялти пуçламăш шкула тăватă çул сукмак такăрлатсан Урхас Кушкăри çичĕ çул вĕренмеллине вăрман урлă çуран çӳренĕ. Арçын ача «питĕ лайăх» паллăсемпе вĕçленĕ ăна.

— Çĕрпĕве техникума вĕренме кĕнĕччĕ. Шкулти туссем, Мĕшĕл тата Караньял ачисем, Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумне çул тытрĕç. Пĕччен çӳрес килменнипех эпĕ те çав пĕлӳ çуртне куçрăм. Çĕр виçевĕпе мелиораци уйрăмĕнче ăс пухма тытăнтăм, — пурнăç çулĕн тăван тăрăхра иртнĕ тапхăрне аса илчĕ професси паракан шкултан «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухнăскер.

1943 çулхи кĕркунне Геннадий патне çара кайма йыхрав çитет.

Этнескер каччи малтанах Вăрнарта вĕренӳ-хатĕрленӳ курсĕ витĕр тухать. Çав вăхăтра шăллĕ патне аслă аппăшĕ Валентина, çемье çавăрса ача-пăча çуратнăскер, темиçе хутчен те пынă. Тăванне кураймасăрах — лешĕ вĕренӳ занятийĕнчен пушанайманнипе — каç пуличчен каялла тухса килме тивнĕ унăн. Аппăшĕ хăварнă хăймапа пашалу Геннадие кил ăшши çинчен аса илтернĕ.

Унăн тути кайран вăрçă хирĕнче те манăçман.

— Тĕл перекенсен саппас 357-мĕш полкĕнче çур çул вĕрентĕмĕр. Вăрçă вутĕнче малтанах минометчик пулса кĕрешме тиврĕ. Чăваш Енрен пĕрле кайнă тусăмпа, Белов хушаматлăччĕ-ха вăл, тĕл перекенсен 288-мĕш дивизийĕн йышĕнче Прибалтика 2-мĕш фронтĕнче тăшмана хирĕç тăтăмăр. Шел, Псков облаçĕнче эпир хутшăннă малтанхи çапăçурах ентешĕмĕн пурнăçĕ татăлчĕ, — çывăх çынна çухатни вăрçă хаярлăхне тӳрех туйма хистенĕ чăваш каччине.

Ирина ПУШКИНА.

♦    ♦    ♦


Чăвашсен кун-çулӗ яр уççăн курăнать

Шупашкарти халăхсен хушшинчи кинофестиваль çĕнтерӳçин Владимир Синяевăн «Полем» фильмне интернет уçлăхĕнче шырарăм. Ăна тепĕр хут курас килчĕ. Анчах ку ĕçе автор ирĕк памасăр пăхаймăн.

Тем тесен те, çакă — пăшăрханмалли сăлтав мар. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн кинозалĕнче Чăваш Енри кинорежиссерсен фильмĕсемпе паллаштараççĕ. Ку ĕç «Культура для школьников» проектпа килĕшӳллĕн пулса пырать. «Полем» илемлĕ фильма шăпах çакăнта курма май пур. Сăмах май, Владимир Синяев кинофестивальсене тăтăш хутшăнать. Унăн ытти ĕçне те куракан пысăк хак пачĕ. Вăл çамрăксем çинчен фильмсем ӳкернине каласа хăвармалла. «Полем» кинора Çĕмĕрлери шкул вĕренекенĕсем тĕп сăнарсене выляççĕ. Куракансем ку фильм ырра вĕрентнине пĕр саслăн калаççĕ. Программăна чăваш кинорежиссерĕсен ытти ĕçне те кĕртнĕ.

Çак кунсенче Тутарстанра Чăваш кино кунĕсем иртнине палăртма кăмăллă. Кинофестивале кӳршĕ республикăри Тăван чĕлхе тата халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. «В красном море» /А.Митешин/, «Наследие» /Ю.Сергеев/, «Юман» /Е.Рябцева/, «Хурăн шывĕ» /З.Илларионова/, «Туса лартатăп шурă çурт» /В.Карсаков/ фильмсем чăвашсен историне, кун-çулне, йăли-йĕркине сăнлаççĕ. Ял-ял тăрăх фольклор пуçтаракан студентсем «Юман» фильмра, ахăртнех, хăйсене палласа илеççĕ. Пĕчĕк ялта йăх-несĕлĕн чунĕ пурăнать тейĕн. Иртнĕ вăхăтпа хальхи пурнăç чиккине тупма çăмăлах мар.

Тутарстанри халăхсен кинофестивалĕ вăхăтĕнче тĕл пулусем йĕркелени вырăнлă. Çакă зала пухăннисене чуна уçса калаçма, хăйсен шухăшне палăртма май парать. Куракансем, тĕслĕхрен, «Наследие» фильма шкулсенче кăтартма сĕннĕ, мĕншĕн тесен наци культурине ачаран упрамашкăн тата аталантармашкăн тăрăшмалла. Çавнашкалах «Чăвашкино» тытăмĕнче ĕçлекенсене тăван чĕлхепе мультфильмсем ытларах ӳкерме ыйтнă. Вĕсем пĕчĕккисене уйрăмах килĕшĕç, чунĕсенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратĕç.

«Чăвашкино» тата «Тутаркино» патшалăх киностудийĕсем пĕрлехи фильм ӳкересси тавра сăмах пуçарнă. Куракансем Чăваш кино кунĕсене Тутар Республикинче çуллен йĕркелеме сĕннĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦    ♦    ♦


Мӗнле вăрă аванрах?

Пирĕн тăрăхра çĕртме çумăрлă пулать. Утă уйăхĕ ăшă-ха, анчах каçхине сивĕтме тытăнать.

Кăнтăрлахи тата каçхи температура вылянăран сывлăм ӳкет. Кун пек чухне нӳрĕке пула, чир-чĕр аталанма тытăнать. Çимĕç акнă чухне ир е кая юлса пулаканнине çакна шута илсе суйламалла. Халĕ помидор çинчен шухăшлама иртерех-ха.

Йăрана 60 кун çитĕннĕ калчана куçарма юранине шута илсе ăна пуш уйăхĕн 10-мĕшĕ хыççăн акма тытăнмалла. Нарăс уйăхĕнче пăрăçпа баклажана шăтармалла. Кайран пулаканнине акма кая юлнă ĕнтĕ. Çак кунсенчех ĕçлесен ир тата вăтам пулаканнине акма юрать-ха.

Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха вĕсем? Ир çитĕнекенни 120 кунран çимĕç парать. Кая юлса пулаканнине 160 кун кирлĕ. Вăтаммине — 140.

Мĕнле сорт суйлассине кашни хăй палăртать.

Пĕри пуклак пуçлине кăмăллать, теприне вăрăмми кирлĕ. Хĕрлине, саррине юратаççĕ. Темĕн ятли те пур. Вăрлăха çимĕç пахалăхне курса суйламалла: хăçан пулни, форми, мĕн тума юрăхли тата ытти те.

Çимĕç вăрăм е пуклак пулни тутине те, пахалăхне те, упранассине те витĕм кӳмест. Тăрăхлараххи, сăмахран, пăшăхлама меллĕрех. Пуклак пуçли тачкарах — çиме, консервлама аван. Тĕрĕссипе, çак пахалăхсене вăрлăх хучĕ çинче пурне те çырса кăтартаççĕ. Хальхи вăрăсен хушшинче «драже» йышши нумай. Им-çамланине пĕлтерет çакă. Кунашкаллине шӳтермелле мар, унсăрăн паха япаласем шывра çăвăнса юлаççĕ. Типĕллех акмалла. Чылайăшĕ кунашкал мелпе вăрă час сăмсаланмасть тесе кулянать. Тăпрана шыв сапса аксан 7-10 кунран шăтать вăл.

Им-çамланă вăрăсем симĕс, хĕрлĕ е тата ытти тĕслĕ пулаççĕ. Акнă чухне вăрра 1-2 сантиметр тăпрапа хупламаллине, хушши 1-1,5 сантиметр кирлине асра тытмалла. Калча тухсан сывлăш çӳремелĕх вырăн кирлĕ пулĕ.

Ольга БЕЛОВА,
Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçин ӳсен-тăрана сыхлас енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

♦    ♦    ♦


«Ун хăвачӗ — Уçлăхран...»

Наци библиотекинче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Раиса Сарпин «Сире савса, юратса» литературăпа кĕвĕ каçĕ иртрĕ. Уяв пуçланичченех фойере унăн сăввисемпе çырнă халăх юратакан юрăсем янăрарĕç. Вĕсем чăвашлăхпа çыхăннине, тăван халăхăн кун-çулне сăнланине уйрăммăн палăртас килет. Сăмах май, Раиса Сарпин 200 ытла сăввине композиторсем юрра хывнă.

Наци библиотекин пуçлăхĕ Роза Лизакова Раиса Сарпие пĕрремĕш хут курнине аса илчĕ. Ун чухне Тутарстанра Чăваш чĕлхин кунĕсем иртнĕ. Хусанта Культура институтĕнче вĕренекен студентсене Оперăпа балет театрне чĕннĕ. «Çав вăхăтра наци тумтирне питех тăхăнмастчĕç. Чăваш çи-пуçĕллĕ Раиса Сарпи чипер, стайлă курăнчĕ», — уяв саманчĕсене куçĕ умне кăларчĕ Роза Михайловна. Вăл сăвăçа тăван халăха çав тери юратнăшăн, хăйĕн пурнăçне чăваш литературипе çыхăнтарнăшăн тав турĕ. «Наци библиотекине тата ытти вулавăша хамăн иккĕмĕш кил вырăнне хуратăп. Библиотекарьсене халалласа сăвă та çырнăччĕ. Унăн шухăшĕ çакнашкал: библиотека ĕçченĕсемпе çыравçăсем альпинистсем пек пĕр вĕренпе çыхăннă. Эпир, пĕр шухăшлăскерсем, халăха пĕлӳлĕх тăвĕ çине çĕклетпĕр», — хушса каларĕ кĕреке хуçи.

Раиса Сарпи — 10 пьеса авторĕ. Унăн ĕçĕсене республикăри профессионал театрсем хапăлласах йышăнаççĕ. «Эсĕ пĕр интервьюра килте пысăк библиотека пурри пирки каланăччĕ. Манăн та — пĕчĕк мар. Кĕнекесен шутне хам та пĕлместĕп. Килти библиотекăри пĕр сентре эс парнеленĕ кĕнекесемпе тулнă. Алăпа çырнă йĕркесем те упранаççĕ. Вĕсене вăрттăн çырусен йышне кĕртмелле-ши?» — сăмах илчĕ К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев. «Манăн тăван халăхран ним пытармалли те çук», — йăл кулăпа çуталчĕ чăваш хĕрарăмĕ. Валерий Николаевич калаçăва шӳтлесе те чăнласа малалла тăсрĕ. «Санран хăратăп. Сăлтавне калас-и?
Нумайăшĕ сан çине ту çине тинкернĕ евĕр пăхать.
Эпĕ те çак йышра.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.