«Хыпар» 16 (27749) № 16.02.2021
Хамăрăннех кăмăллатпăр, анчах ютрине сĕнеççĕ
Пирĕн министерствăсем вырăнта туса кăларнă продукцин федерацин суту-илÿ сечĕсенчи ассортименчĕпе калăпăшне çуллен палăртаççĕ. Вĕсенче йĕркеленĕ рейда журналистсене те явăçтараççĕ. Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн министерствисен комиссийĕ сентресем çине, сивĕтмĕш-шăнтмăша пăхса хамăр тавара шырать. Ăна пĕр тĕле вырнаçтарман пирки тупма çăмăлах мар иккен. Сапаласа хунăран тавара çивĕч куçлă туянакан та тÿрех асăрхаймасть. Васкаканăн пĕтĕм сентрене пăхма вăхăт çук, алла мĕн лекет — çавна илсе касса патне утать.
Тен, сетьсенче çынсем вырăнтине тăруках ан тупчăр тесе «лабиринт» тăваççĕ? Ытларахăшĕ хамăрăннех кăмăллать. Çакна тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Сăмахран, мана Чăваш Ен тулашĕнчен илсе килекеннин пахалăхĕ иккĕлентерет. Хамăрăн тирпейлекен предприятисем этем сывлăхĕшĕн яваплăрах тесе шухăшлатăп.
Сетьсенче апат-çимĕç туянатăп та вырăнти продукцие юратсах илнине асăрхатăп. Анчах ăна çĕр-çĕр тавар хушшинче кĕске хушăрах тупайманран чылайăшĕ алă сулса тухать. Сетьсенче ĕçлекенсем çакна «ыйту мар» теççĕ. Вĕсемпе килĕшес килмест. Вырăнти тавара кăмăллакансен вăхăтне перекетлемешкĕн, кирлине кĕске хушăра шыраса тупмашкăн май тума ыйтас килет. Тен, çÿлти сентре çине «Чăваш Енре хатĕрленĕ апат-çимĕç» тесе çырса çапмалла.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче, «Манăн бизнес» центрта Вак суту- илÿ компанийĕсен ассоциацийĕн президиумĕн председателĕпе Сергей Беляковпа тĕл пулсан, çавнашкал кĕтесе «лавккари лавкка» ят пама сĕнчĕ. Ăна кашни сетьрех уçсан лайăх пулĕччĕ. Пирĕн министерствăсем тата сетьсем тавар туянакансем валли тивĕçлĕ условисем тăвассине час-часах сÿтсе явнă пулин те вырăнти продукцие ятарласа пĕр вырăн пама ыйтманччĕ-ха.
«Лавккари лавкка» ĕçлеме пуçласан Чăваш Енри предприятисен продукцийĕ хальхинчен лайăхрах сутăнасси куçкĕрет. Пĕрремĕшĕ, суту-илĕве çĕнĕлле йĕркелесе сетьсем укçа çаврăнăшне пысăклатĕç. Иккĕмĕшĕ, тавар туянакан хăйĕн хаклă вăхăтне çухатмĕ.
Сетьсенче çак çĕнĕлĕх тупăша ÿстерессе пĕлеççĕ. Анчах республика халăхне вырăнта туса кăларнă апат-çимĕçпе мар, ытларах регионсенчен турттараканнипе тивĕçтереççĕ. Хуçисем ăçтан нумайрах турттармаллине кăтартсах тăраççĕ. Регионсенчен илсе килекен тавар ассортименчĕпе калăпăшне çирĕплетмен. Тен, хăш-пĕр тавара Чăваш Енрен е ытти субъектран пачах туянмаççĕ. Çакна сетьсем республикăри предприятисемпе килĕшÿ çирĕплетменнипе те, тулашрисем хăйсен продукцине пирĕнтен маларах вырнаçтарма мехел çитернипе те, ахаль çынсем пĕлмен ытти сăлтавпа та ăнлантармалла-тăр. Хальхи вăхăтра саккунлă мар схемăсем те пуррине палăртаççĕ вырăнти предприятисен ертÿçисем.
Тавара ăçтан туянассине федераци саккунĕнче палăртман. Кирек хăш субъектран та турттарма пултараççĕ, Чăваш Енри тавара çителĕксĕр туянсах бизнес тăваççĕ. Çакăнпа пĕрлех республикăна экологи тăкакĕ кÿреççĕ: халăх пурăнакан ял-хулана таса мар сывлăш кăлараççĕ, Çĕнĕ Шупашкарти полигона хытă каяш пайтах ăсатаççĕ /ăна тума укçа Чăваш Ен бюджетĕнчен те уйăрнă/, суту-илÿ çурчĕсенчен контейнерсене куллен кăларакан каяш йĕкехÿре-шăшие ĕрчеме, этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ чир-чĕре сарма пулăшать.
Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче вырнаçнăскерсенчен хăшĕ-пĕри санитарипе, сивĕтмĕш-шăнтмăш оборудованийĕн шавне пĕтерессипе, тавар турттаракан транспорт çул çÿреве пÿлнипе çыхăннă ыйтусем кăларса тăратать. Тĕслĕхрен, Шупашкарти С.Максимов урамĕнчи 13-мĕш тата Энтузиастсен урамĕнчи 24-мĕш çуртсенче вырнаçнисене фурăсем тавар турттарса пырсан иртен-çÿрен транспортшăн, çав шутра коммуналлă хуçалăхăн юр хыракан тракторĕсемпе хытă каяш турттаракан КАМАЗĕсемшĕн, çынсемшĕн пĕр-икĕ сехетлĕхе çул хупăнать, урăх çĕртен иртме тивет.
Çавнашкал тĕслĕх кашни хула-районтах пур, мĕншĕн тесен лавккасен пысăк пайĕ нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенче вырнаçнă, вĕсен алăкĕнчен тухсанах — çул-тротуар, картишсем. Кĕскен каласан, сетьсем пурăнмалли çуртсенче вырнаçнипе чылай енĕпе чăрмав кăларса тăратаççĕ. Юрать, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсен прависене хÿтĕлеççĕ, çивĕч ыйтусене прокуратурăна пĕлтереççĕ, суда çитереççĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Цифра сервисĕсем пурнăçа çăмăллатаççĕ
Чăваш Енĕн тĕп хулинче пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Регион управленийĕн центрĕ вырăсла кĕскен: ЦУР ĕçлеме пуçларĕ. Çĕнĕ тытăм влаç органĕсене çынсен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе адреслă, чи кирли, хăвăрт йышăнусем тума май парать. Республикăра «цифра» калаçăвне мĕнле йĕркелени, влаçпа обществăн хутшăнăвĕсен çĕнĕ меслечĕсем пирки ЦУР ертÿçи Татьяна Немцева каласа кăтартрĕ.
— Татьяна Вячеславовна, республикăра Регион управленийĕн центрне туса хунăранпа кĕçех виçĕ уйăх çитет. Республикăра пурăнакансем сире ытларах мĕнле йывăрлăхсем пирки пĕлтереççĕ?
— Регион управленийĕн центрĕ — çынсем социаллă сетьсенче çыракан комментарисемпе пĕлтерÿсене тишкерекен, вĕсене тĕпе хурса тăтăшах тĕл пулакан йывăрлăхсене тупса палăртакан тата çивĕч ыйтусене татса пама пулăшакан тытăм. Çынсем социаллă сетьсемпе уйрăм йывăрлăхсене палăртас тесе çеç усă курмаççĕ, влаç органĕсем патне пайăр сĕнÿсемпе те тухаççĕ. Тĕслĕхрен, Канашра пурăнакансем влаçрисене хутса ăшăтмалли тытăма май килнĕ таран хăвăртрах реконструкцилеме сĕннĕ. Канаш хулин администрацийĕ ĕçсен планне блокпа модульлĕ виçĕ котельнăй проектлассине тата тăвассине, ăшăпа тивĕçтерекен сетьсен реконструкцийĕпе пĕрле, кĕртрĕ. Кун пек тĕслĕх нумай. Кăçалхи пĕрремĕш уйăхра эпир 1472 пĕлтерÿ илсе вĕсемпе ĕçлеме пуçларăмăр. Темăсем пирки калас тăк, халĕ çулсемпе картишсене юртан тасатассипе çыхăнни нумай. Çавăн пекех общество транспорчĕн ĕçĕпе, сывлăх сыхлавĕн, ЖКХ тытăмĕсемпе çыхăннă ыйтусем тăтăшах килеççĕ. ЦУРа килекен пĕлтерÿсене тĕпе
хурса «ăшă карттине» тăватпăр. Унта республикăри пĕтĕм район курăнать. «Ăшă карттинче» регионти йывăрлăхсем куç тĕлне тÿрех лекеççĕ, кашни муниципалитет тăрăх — уйрăммăн.
— Хире-хирĕçле çыхăнăва цифрăлатнин лайăх енĕсем сисĕнеççĕ-и?
— Çапла. Чăваш Енре халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлесси çĕнĕ шая куçрĕ. Кулленхи ыйтусене татса парасси — ĕçĕн пĕр пайĕ çеç. Эпир килекен пĕтĕм ыйтăва тишкеретпĕр, пайлатпăр, çавнашкал сĕнÿсем килессине прогноз тăватпăр — влаç органĕсене малашне çакăн пек йывăрлăхсем сиксе тухассине сирме май паракан йышăнусем тума пулăшатпăр. Кунашкал диалог граждансемшĕн те, влаçшăн та усăллă: çынсем чуна ыраттаракан ыйтăва хăвăрт татса панине курса тăраççĕ, влаç органĕсем ĕçе мĕнле йĕркелесен аванраххине шута илеççĕ. Цифрăн çĕнĕ сервисĕсем пирĕн пурнăçа çăмăллатаççĕ, çапах хушăран аталану питĕ хăвăрт пырать те хăнăхма çăмăлах мар. Çавăнпа профильлĕ пециалистсем çитменнине куратпăр. Digital тытăмĕнче тăрăшакансем ĕç рынокĕнче халĕ нихçанхинчен ытла кирлĕ. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Уроксем хыççăн хире тухса аслисемпе тан вăй хунă
Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсене Василий Петровичпа Зоя Карповна Маркидановсене шыраса тупма йывăр пулмарĕ. Тĕп урам вĕçĕнче вырнаçнă çурт çине «Кунта Кĕçĕн Арапуçăн хисеплĕ гражданинĕ Василий Маркиданов пурăнать» тесе çырса çакнă.
Коронавируса та парăнтарнă
Пÿрт умĕнчи юра тип-тикĕс хырса тасатнине курсан çакăн пек шухăш çуралчĕ: «Ачисемпе пĕрле пурăнаççĕ пулĕ». Картишĕнче те çаплах тирпейлĕ: ăна та шăпăрпах шăлнă. Йăнăшнă иккен, çак ĕçе пурнăçлаканĕ — 96 çулти кил хуçи хăй. 90-ри мăшăрĕ каланă тăрăх, Василий Петрович — лара-тăра пĕлмен çын. Мухтав Турра, сывлăхĕ çирĕп унăн. Алли тем патне те пырать: çÿхелсе юлнă кăçатă тĕпĕсене, атă-пушмака юсать, чăлха-нуски саплать, çĕвĕ машинипе минтер пичĕ тата ытти япала çĕлет... Ял çамрăкĕсем çулла çава туптамашкăн вĕренме пыраççĕ. Зоя Карповна та хавшак хĕрарăм мар, хура çи-пуçа мунча кĕнĕ хыççăнах чÿхесе илме тăрăшать. «Кĕпе çума питĕ юрататăп, — тет вăл. — Ачасем кĕпе çăвакан икĕ машина — пĕчĕккине тата пысăккине — парнелерĕç. Эпĕ вара алăпах аппаланма кăмăллатăп. Манăн тепĕр киленĕç — апат пĕçересси. Кукăль, пÿремеч, кулач пĕçерме кăмăллатăп. Тепĕр чухне эрнере икĕ хутчен те пÿртре кукăль шăрши сарăлать. Икĕ качака тытатпăр. Хамах сăватăп. Мăшăрăм вĕсем валли утă хăех çулса типĕтет. Пахчари пĕчĕкрех ĕçсене те хамăрах пурнăçлама тăрăшатпăр».
Çакна эпир те курса ĕнентĕмĕр: пире те Маркидановсем килте пĕçернĕ çемçе кулачпа, кукăльпе кĕтсе илчĕç. Чунтанах савăнтăм ватă çынсемшĕн. Сывлăхĕ çирĕппипе пĕрлех — сакăр ачаллă пулма пÿрнишĕн те. Пĕри тепринчен лайăх, пултаруллă. Шел, иккĕмĕш ачи Альберт темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлнă.
Вулаканăм, эсĕ çапла та шухăшлама пултаратăн пулĕ: чун тĕпренчĕкĕсем ашшĕпе амăшне мĕншĕн çав териех ĕçлеттереççĕ-ха, ватăсен ăшă пÿртре кăна лармалла мар-и? Тĕрĕс, ачисем те çапла тăвасшăн, ватă амăшне хуçалăхра икĕ качака тытма чарасшăн, ашшĕне вĕсем валли утă çулма çÿресе ывăнтарасшăн мар. Çак ĕçсене хăйсемех пурнăçлама хатĕр, анчах вуннăмĕш теçетке çула ярса пуснăскерсем ахаль ларма хăнăхман. Ура утнă чухне ĕçсĕр ларни вĕсемшĕн усал чиртен те хăрушă иккен. Чир тенĕрен, коронавируса та парăнтарнă Маркидановсем. Ялтан тухса çÿременскерсене тахăшĕ Василий Петровичăн çуралнă кунĕнче ăна киле пырсах «парнелесе» хăвар-нă. Патăрьел сыватмăшĕнчен чире парăнтарса таврăннă мăшăр.
Çĕнтерÿ кунĕнчи куççуль
Паянхи пурнăçа питĕ юратаççĕ ватă çынсем. «Çăтмахри пек пурăнатпăр, анчах ватăлтăмăр», — теççĕ. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ вара вĕсен пыл та çу пулман.
Василий Маркиданов Кĕçĕн Арапуçрах çуралса ÿснĕ. Тăваттăн пĕртăван пулнă вĕсем: пĕр ывăл та виçĕ хĕр. Ашшĕ Петр Савватьевич коллективизаци çулĕсенче хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ. Амăшĕ Наталья Васильевна колхозра вăй хунă. Василий ашшĕпе амăшĕн шанчăкĕ пулнă. Анчах ĕмĕчĕсене вăрçă татнă. Çичĕ класс пĕтернĕ арçын ачан ФЗОна кайма ят тухнă. Хабаровск хулинех çитнĕ. Нимĕç фашисчĕсем тапăнсан чăваш ачине унти Максим Горький ячĕллĕ 10-мĕш çар завочĕн чукун шăратакан цехне ĕçе илнĕ, унта мастера çити çĕкленнĕ. Предприяти фронта гранатăсем, çар техники валли юсав пайсем тата ытти хатĕр кăларас енĕпе ĕçленĕ.
Ялта мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхни ăна йывăр вăхăтра питĕ пулăшнă. 1943 çулта Василий Маркидановăн салтака кайма вăхăт çитнĕ. Унччен вăл 110 сехет çар ĕçне — снайпера – вĕреннĕ. Анчах ĕçре ăна улăштаракан çукран завод директорĕ çар ĕç комиссариатне ыйтупа тухнă. Çапла майпа ентеше вăрçă вĕçлениччен броня панă.
Вăрçă чарăннă, шăпах çав вăхăталла Инçет хĕвел тухăçне тăван килтен амăшĕ йывăр чирлĕ пирки телеграмма çитнĕ. Цех пуçлăхĕ Маркиданова отпуска кайма ирĕк панă. Кĕçĕн Арапуç ялĕ ăна хăйне майлă кĕтсе илнĕ. Ашшĕ Петр Маркиданов хăйĕн ĕмĕрĕнче виçĕ вăрçа хутшăннăскер, фронтран аманса таврăннă. Ăна ял канашне ертсе пыма суйланă. Васьăн аслăрах юлташĕсенчен, ял çамрăкĕсенчен чылайăшĕ вăрçăран таврăнайман. Амăшĕ те, йывăр чирлĕскер, вырăнпах выртнă. Ялта ĕçлекенсем, вăй питти çамрăксем питĕ кирлĕ пулнă. Акă мĕншĕн ют çĕре таврăнма пултарайман вăл. Çакăншăн явап тытма та тивнĕ.
Мăшăрĕ Зоя Карповна Çĕрпÿ районĕнчи Çĕньялта çуралса ÿснĕ. 1948 çулта Çĕрпÿри фельдшер шкулне пĕтерсен 18-ти пикене Первомайски районне ĕçлеме янă. Сител ялĕнче икĕ çул çурă ĕçлесен Кĕçĕн Арапуçри фельдшер пунктне куçарнă. Унта вăл 1951 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа 1991 çулхи нарăс уйăхĕччен вăй хунă.
«Вăрçă çулĕсене аса илме те йывăр, — палăртать Зоя Маркиданова. — Фашистсем Тăван çĕршыва тапăнса кĕнĕ çул эпĕ 11 çултаччĕ. Аттене, самай çулланнăскере, вăрçа илмерĕç, çапла майпа тылри йывăр ĕçсем ватăсемпе ачасем çине тиенчĕç. Ял та пысăках марччĕ, пурĕ те 50 кил кăначчĕ. Çитĕннĕ хĕрсене окоп чавма илсе кайрĕç, аттене — Йĕпреç тăрăхне вăрман касма. Эпир улттăн пĕртăванччĕ. Пирĕн те, шкул ачисен, вăй çитнĕ таран колхозра вăй хума тиврĕ. Уроксем хыççăн хире тухаттăмăр та аслисемпе тан ĕçлеттĕмĕр, йĕтем çинче авăн çапаттăмăр, тырă кĕртеттĕмĕр. Ирхине те, шкула кайиччен, йĕтем çинче е уйра пĕр-пĕр ĕç туса хăвараттăмăр. Çĕнтерÿ кунне шкулта кĕтсе илтĕмĕр. Учительсем те, вĕренекенсем те питĕ вăйлă макăрчĕç. Савăнăç куççулĕ пулчĕ ĕнтĕ ку».
Терт-нуши вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та пайтах пулнă. Зоя Карповна каласа кăтартнă тăрăх, ун чухне пурте тенĕ пекех çурма выçă пурăннă. Çуркунне юр кайсанах çĕр улми ани тăрăх иртнĕ çул пытанса юлнă çимĕçе пуçтарса çÿреме тивнĕ. Пахчари мăян, çĕр улми, кăшман çулçине пăтта, яшкана янă. Çуллахи вăхăтра колхозра ĕçлекенсене столовăйра çитернĕ. Анчах Зоя унта апатланман, хăйĕн пайне киле илсе килсе ушкăнпа, хăйĕнчен кĕçĕннисемпе, пайласа çинĕ.
Кĕрĕк çĕлесе ял çыннисене савăнтарнă
1952 çулхи çулла Василий Маркидановпа Зоя Карпова çемье чăмăртанă. Пилĕк хĕрĕпе виçĕ ывăлне тĕреклĕ пурнăç çулĕ çине кăларнă. Чи асли Людмила, вăл яла качча тухнă, хăй те ултă ача амăшĕ. Ывăлĕ Альберт энергетикăна кăмăлланă, Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕсенчен Юльăпа Наташа амăшĕн профессине суйланă — медицина ĕçченĕсем, Фаинăпа Антонина — педагогсем, Славик — строитель, Юрий — водитель. Ачисенчен виççĕшĕ Шупашкарта пурăнаççĕ, Патăрьелте — иккĕшĕ, тăван ялĕнче — икĕ хĕрĕ.
Тыл ĕçченĕ Зоя Карповна паянхи куна ĕлĕкхипе танлаштарчĕ те çапла хушса хучĕ: «Пурнăç питĕ лайăх, вилес килмест. Вăрçă вăхăтĕнче çумри вăрмантан çĕклемпе вутă йăтаттăмăр. Çав пĕчĕк вăрмана пилĕк çулта веçех касса пĕтертĕмĕр. Мĕн тăхăнса пурăннă-ха эпир? Кĕçĕн хĕрачана кăна, вăл 1972 çулта çуралнă, ползунки туянса тăхăнтартнă. Аслăраххисем валли мĕнле май килнĕ — çапла майлаштаркаласа пынă. Юрать, Василий лайăх çĕлетчĕ, кивĕ япаласенчен ачасем валли кĕпе-йĕм, пиншак ăсталатчĕ. Ялта кам хăш кун çуралнине çĕр варринче тăратса лартсан та каласа паратăп пулĕ. Çулталăкне çирĕм пилĕкшерĕн килетчĕç çут тĕнчене, юлашки икĕ çулта пĕр ача та çуралман. Малтанхи вăхăтра ачасене килĕсенчех çураттарнă. Пурăнсан- пурăнсан больницăна лашапа леçеттĕмĕр. Каярахпа колхозран йывăр тиев турттаракан машина пачĕç. Унтан васкавлă пулăшу машини килме пуçларĕ. Вăхăтран вăхăта тумалли прививкăсене пĕрне те сиктермен. Шприцсене турпас çунтарса вĕрететтĕмĕр. Çĕр варринче чирлĕ ача, ватă çын патне куç хупмасăр çÿреттĕмĕр. Уншăн халĕ те тав тăваççĕ». <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Пил сăмахĕсене манатпăр
Пирĕн ватă асатте-асанне, кукаçи-кукамай ĕлĕк кĕнеке тавраш вуламан, хутла пĕлмен, университетсенче вĕренмен. Апла пулин те ачисене лайăх воспитани панă, йăла-йĕркене тытса пынă.
Аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çемье пирки çапла çырнă: «...Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ÿтĕре ясарпа ан варалăр, астаракан япаларан шикленĕр. Çемьене сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан, килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр...»
Çемье ăшшине анне тытса, йĕркелесе пырать. Мĕн тери çепĕççĕн, илемлĕн илтĕнет çак сăмах! Анне пулсан — хĕвел питре, Атте пулсан — кун-çул хитре. Çемье пулсан — телей пÿртре, Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре...
Нумай çемьере ачасем халĕ лайăх ÿсеççĕ, çавăнпа ашшĕ-амăшĕ çапла каланине те илтме пулать: «Эпир çамрăк чухне ним ыррине те курман, халь ачасем савăнччăр, телейлĕ пулччăр», — теççĕ. Паллах, ачасене йывăрлăхран аякка сиретпĕр. Анчах çав вăхăтрах чăваш халăхĕн пилĕсене манса пыратпăр. Паянхи çемьере вĕсене пуçра тытни çăкăр пекех кирлĕ. <...>
Валерий ПЕТРОВ, Елчĕк районĕ, Лаш Таяпа ялĕ.
♦ ♦ ♦
Судьяран – суд тенкелĕ çине
Судья суд умне тăни питĕ сайра. Çак кунсенче Мари Эл Аслă сучĕ Канаш хулин 1-мĕш суд участокĕн миравай судйи Роза Габдуллова тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă.
Уголовлă ĕçе РФ Следстви комитечĕн председателĕ Александр Бастрыкин пуçарнă, комитетăн республикăри управленийĕ тĕпченĕ.
Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх, судья хăйĕн пĕлĕшĕпе Севиндж Алиевăпа каварлашса Шупашкар çыннинчен малтан 850 пин тенкĕ илнĕ. Çĕр лаптăкĕн категорине улăштарас тата хуçи унта хăй тĕллĕн тунă çурта саккунлă тăвас ыйтăва татса пама шантарса улталанă. Документсене хатĕрлес ĕçе вĕçлеме тесе кайран хайхи гражданина тата 2 миллион тенкĕ тÿлеттернĕ. Чăннипе вара хăйсем хайхи ыйтăва татса парас тесе нимĕн те туман. 2018 çулхи утă уйăхĕнче арçынран 1,8 миллион тенкĕ чухлĕ черетлĕ «транш» илнĕ чухне ФХС сотрудникĕсем ултавçăсене иккĕшне те тытса чарнă.
Габдуллова пĕтĕмпех туннă пулин те тĕпчев унăн айăпне çирĕплетнĕ. Суд ăна 7 çуллăха ирĕксĕр хăварма, 750 пин тенкĕлĕх штрафлама, саккунсăр 2,8 миллион тенкĕлĕх тупăшне патшалăх валли конфискацилеме йышăннă.
Николай КОНОВАЛОВ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас