Палăртнинчен икĕ хут нумайрах

8 Нарăс, 2021

Чăваш Енри усламçăсем патшалăх пулăшăвне илес тесе заявкăсене тăтăшах нумай функциллĕ центрсенче параççĕ. Ку енĕпе пĕлтĕр пирĕн республика федерацин Атăлçи округĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă.

Федерацин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен корпорацийĕ иртсе кайнă çулталăка пĕтĕмлетнĕ. Корпорацин пулăшăвĕпе усă курас кăмăллисенчен чылайăшĕ нумай функциллĕ центра çул тытать. Пĕлтĕр ун пеккисен йышĕ малтанласа кĕтнинчен икĕ хут ÿснĕ. Чăваш Енре заявкăсенчен 98 процентне нумай функциллĕ центрсем урлă тăратнă. Специалистсем малтанласа «оффлайн-каналсем» урлă пĕлтĕр заявкăсен шучĕ 3500-е яхăн пуласса шаннă, чăннипе вара вĕсен шучĕ 6370-пе танлашнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. 

Комментари хушас