Библиотека — вулакансен килĕ

25 Кăрлач, 2021

Кăçал Наци библиотеки ĕçлеме пуçланăранпа 150 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа вулавăшра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Уяв программине «Ăслăлăхпа çут ĕç ĕçĕнче — 150 çул» курав уçрĕ.

Унта 19-20-мĕш ĕмĕрте кун çути курнă кĕнекесемпе, хаçат-журналпа, библиотекарĕн ĕç вырăнĕпе тата ыттипе паллашма пулать, çавăн пекех куравра библиотека наградисем, çĕнĕ технологисем вырăн тупнă. Маркетингпа инновацисен пайĕн пуçлăхĕ Надежда Егорова каланă тăрăх, ку куравра Наци библиотекин кун-çулĕ, республикăри вулавăш аталанăвĕ «çырăннă».

Библиотека директорĕ Роза Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, библиотекăна аталантарас тĕллевпе ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртнă. «Вулавăшра коворкинг зонăсем йĕркелĕпĕр, вулав залĕсене икке уйăрăпăр, кĕнекесене цифрăна куçарас ĕçе малалла тăсăпăр тата ытти ĕçе пурнăçлăпăр», — терĕ вăл.

Уява культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕ. Вăл библиотека çут ĕçпе наука центрĕ пулнине, паянхи пурнăçпа тан пынине палăртрĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Роза Лизакова «Хисеплĕ вулакансен билетне» пачĕ. Ку билета ЧПУ доценчĕ Алексей Карпов, Алевтина Долгова ăсчах, Олег Улангин дизайнер, Александр Магарин журналист тивĕçрĕç.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ тата Татьяна ВАШУРКИНА căн ÿкерчĕкĕсем кунта.

Рубрика: 

Комментари хушас