Чăваш Енри «стахановецсем»
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çĕр-шывра сарăлнă Стаханов юхăмĕ Чăваш Ене çитнĕ-и? Пĕрремĕш «стахановецсен» шутне камсем лекнĕ?
Стаханов юхăмĕ - социализм ăмăртăвĕн пĕр тĕсĕ, производствăн çĕнĕлĕхĕсемпе усă курса плана А.Г.Стаханов пек ирттерсе ĕçлекенсен юхăмĕ. Вăл 1935 çул вĕçĕнче йăл илнĕ. Чÿк уйăхĕнче Чăваш Енри «стахановецсен» пĕрремĕш слетне пухнă. Ун хыççăн республикăри мĕн пур предприятире канашлусем иртнĕ.
«Стахановецсен» ăмăртăвне Чăваш Енри производствăн технологи уйрăмлăхĕсене кура тĕрлĕ меслетпе йĕркеленĕ. 1936 çулхи юпа уйăхĕнче ĕç-хĕле пĕтĕмлетме тата малашнехи тĕллевсене палăртма республикăри «стахановецсен» 2-мĕш слетне ирттернĕ. Ку вăхăт тĕлне вĕсен йышĕ икĕ пинрен те /1935 çулта - 331 çын/ иртнĕ.
Чăваш Енри пĕрремĕш «стахановецсем» - Шупашкарти тир-сăран заводĕнчи чĕр тавара касса хатĕрлекен Н.Морковкин тата И.Асафьев, Улатăр станцийĕн депо машинисчĕ А.Мишанин, Куславккари строительство материалĕсен комбиначĕн станочници Е.Цыганова.
1935 çул вĕçĕнче Стаханов юхăмĕ ял хуçалăхĕнче те сарăлнă. 1936 çулхи нарăс уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче Куславкка районĕнче çур акине хатĕрленес енĕпе вунă кунлăх ирттернĕ. Вăл колхозниксене социализм ăмăртăвне явăçтарас тĕлĕшпе тунă пĕрремĕш тĕслĕх пулнă. Стаханов юхăмĕ Чăваш Ен экономикине аталантарма чылай пулăшнă. 1937 çулта промышленноçăн мĕн пур продукцине туса кăларасси 1932 çулхипе танлаштарсан /рабочисен йышĕ 12 процент ÿснĕ/ 80,8 процент хăпарнă.
1950 çул пуçламăшĕнче Чăваш Енре 9068 «стахановец» тата 8938 ударник шутланнă. Çакă - республикăри рабочисен 56,7 проценчĕ чухлĕ. Стаханов юхăмĕн начар енĕсем те пулнă: ĕç вăйне эксплуатацилесси, производствăра суранланакансен шучĕ ÿсни, техника хăвăрт юрăхсăра тухни, шалу тăкакĕсем хăпарни т.ыт.те. Ĕçе ячĕшĕн пурнăçланă, хушса çырнă, улталанă тата киревсĕр çавăн йышши тĕслĕх те час-часах тĕл пулкаланă. 50-мĕш çулсенче «стахановецсен» юхăмне социализм ăмăртăвĕн ытти тĕсĕ улăштарнă.
Комментари хушас