Çунакан çуртран икĕ йăмăкне илсе тухнă

15 Çурла, 2014

2013 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕ. Эрне кун. Çак кун Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнче пурăнакан Ярисовсен çурчĕ кĕле çаврăннă. «Инкек куçа курăнса килмест», - тенĕ ваттисем. Ярисовсем те авăнăн 13-мĕшĕ хура куна çаврăнасса нихăçан та шухăшламан. Кун яланхи пекех пуçланнă: ирхине тăрса апатланнă, кил-çуртри ĕçсене пурнăçланă. Ун чухне Михаил Федоровичпа Лариса Владимировна кухньăри кăмака патĕнче плитка çыпăçтарнă. Кунĕпе ĕшеннĕ хыççăн çемье мунча кĕнĕ. Каçхине кил хуçипе мăшăрĕн Çĕнĕ Шупашкара ĕçпе кайса килмелле пулнă. Лариса Владимировнăн чунĕ усала сиснĕ-ши - каяс килмен. «Эпĕ пымастăп, юлатăп», - тесе виçĕ хут та каланă. Пÿрте кĕрсе кĕпе-йĕм çумалли машинăна розеткăран кăларнипе кăларманнине тĕрĕсленĕ. Унтан мăшăрĕпе машинăна ларса çула тухнă. «Оля, йăмăкусемпе юлатăн-и?» - ыйтнă ашшĕ-амăшĕ аслă хĕрĕнчен. «Юлатăп. Эпир çывăрма выртăпăр...» - хуравланă ун чухне кĕç-вĕç 11 çул тултаракан Оля. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.